Пур хыпар та
Кун-çул каçалăкĕ
7 Нарӑсӑн , 11:10

Хисеплĕ çула тивĕçлĕн пурăнса çитнĕ

Пишпÿлек ялĕнче пурăнакан ĕç ветеранĕ, нумай ача амăшĕ, асанне, мăн асанне, кукамай, мăн кукамай Ольга Захаровна Гордеева нихăçан та хастарлăхне çухатмасть, вăл – тĕлĕнмелле çивĕч ăслă, унпа тем çинчен те калаçма пулать.

Хисеплĕ çула тивĕçлĕн пурăнса çитнĕ
Хисеплĕ çула тивĕçлĕн пурăнса çитнĕ

Январь уйăхĕн 25-мĕшĕнче Пишпÿлек ялĕнче пурăнакан тыл тата ĕç ветеранĕ Ольга Захаровна 90 çулхи юбилейне паллă турĕ. Тăхăр вунă çул хушши ырми-канми ĕçлесе тивĕçлĕн пурăннă кирек хăш çын та хисепе тивĕç. Мĕншĕн тесен вăл пурнăçра савăнăçне те, хуйхи-суйхине те ас тивсе курнă. Пурнăçри тĕрлĕ тĕрĕслевсем витĕр иртсе чĕринчи ырă кăмăлне, юратăвне, хавхалануллă кăмăл-туйăмне упраса хăварма пултарнă. Ахăртнех, çакă пуль ĕнтĕ вăл пирĕн пурнăç тĕллевĕ. Паллах, хисеплĕ çула çитнĕ ватăсене уйрăм тимлĕх кирлĕ.
Эпир, редакци ĕçченĕсем, район тата республика умĕнчи тивĕçĕсемпе палăрнă çынсем пирки çеç çырмастпăр. Пирĕн хаçатăн тĕп геройĕсем – ялсенче пурăнакан ырă кăмăллă та таса чунлă ахаль çынсем. Вĕсем – ырă та сăпайлă, пурнăçа, çынсене юратаççĕ, çитĕнекен ăрушăн ырă та çутă тĕслĕх шутланаççĕ.
Çавăн пек ырă тĕслĕхсенчен пĕри – Ольга Захаровнăн пурнăç çулĕ. Сумлă кинемейĕн пурнăçĕ ансат пулман.
– Эпĕ Пишпÿлек тăрăхĕнчи Пăслăк ялĕнче вăрçă умĕнхи йывăр çулсенче, коллективизаци вăхăтĕнче, Захарпа Татьяна Дмитриевсен çемйинче çуралнă, – пуçларĕ аса илĕвне хисеплĕ юбиляр. – Мансăр пуçне çемьере тата виçĕ кĕçĕн ача пулнă – Нина йăмăк тата Андриянпа Иван шăллăмсем. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан атте фронта тухса кайнă, урăх киле таврăнайман. Вăл тăшмана хирĕç çапăçса паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ. Часах йывăр хуйха тÿсеймесĕр анне те пурнăçран уйрăлса кайрĕ, – тет вăл юхса аннă куççулĕсене вăрттăн шăлса. – Пирĕншĕн чăтма çук йывăр ачалăх пуçланчĕ. Вăл шăллăмсен пурнăçне те илсе кайрĕ. Вун тăватă çулта чух мана пĕчĕк ача пăхма пĕр çемьене илчĕç. Часах çак çемьепе пĕрле Киргизине куçса каймалла пулчĕ. Унта вăрах çул хушши пурăнтăм. Нина йăмăк Пăслăкра, тăвансен çемйинче тăрса юлчĕ.
Начаррисĕр лайăххи çук теççĕ. Киргизире çамрăк та илемлĕ чăваш хĕрĕ ăнсăртран хăйĕн ентешне тата пулас шăпине, Леонид Гордеева, тĕл пулнă. Хаяр 1937 çулта пĕчĕк Леньăн çемйине пуян пурнăçпа пурăнакан хресченсем тесе Ситекпуçĕнчен Киргизине ăсатнă пулнă. Каччăпа хĕр пĕр-пĕрне кăмăлланă, пĕр-пĕринсĕр пурăнайманнине ăнланса илсен çырăннă та пĕрле пурăнма пуçланă. Туй туман. Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенче Ольга Захаровнăпа Леонид Парфирьевич хăйсен пĕчĕк Тăван çĕршывне, Пишпÿлек районне, таврăннă.
– Малтан эпир Хастар поселокĕнче пурăнтăмăр. Ĕçе Пишпÿлеке çуран çÿреттĕмĕр, – каласа парать Ольга Захаровна. – Леонид Парфирьевич мăшăрăм ĕмĕрĕ тăршшĕпе Пишпÿлекри электросетьре электрик пулса ĕçлерĕ. Эпĕ Пишпÿлекри инкубаторта чăх-чĕп станцийĕнче вăй хутăм. Пирĕн пĕрин хыççăн тепри юратнă ачасем çуралчĕç, çемье пысăклансах пычĕ. Мăшăрăмпа иксĕмĕр пилĕк ачана, виçĕ хĕрпе икĕ ывăла, пурнăç парнелерĕмĕр. 1962 çулта пысăк та çутă çурт хăпартма шутларăмăр, халĕ унта пĕчченех пурăнатăп. Шел пулин те, мăшăрăм пурнăçран 65 çултах уйрăлса кайрĕ.
Сумлă çулсене çитнĕ пулин те Ольга Захаровна ырă та çутă, хавхалануллă кăмăл-туйăмне çухатман, пурнăçа юратать. Килти ĕçĕсене никам пулăшмасăрах хăех пурнăçлать. Пысăк та хăтлă çуртри пур пÿлĕмре те çутă та таса. Апатне те хăех пĕçерет. Хăйне кăна мар, выльăх-чĕрлĕхĕ валли те. Ватă çыннăн хуçалăхĕнче янăравлă саслă автанпа чăхсем, икĕ качака пур. Качакисене апатлантарнă, сĕтне сунă, пÿрт-çуртне тирпейленĕ, пÿлĕмри чечексене пăхнă май кун епле иртни те сисĕнмест, хăш чухне телевизор пăхма та вăхăт тупăнмасть. Кинеми пĕрмаях хусканура. Тен, çакă та пулĕ вăрăм ĕмĕрлĕ пурнăçăн вăрттăнлăхĕ. Çулĕсем самаях пулин те вăл хавхалануллă кăмăл-туйăмне çухатмасть, тата тепĕр лайăх ен – пурне те питĕ лайăх ас туни. Унпа калаçма çав тери кăмăллă.
Ольга Захаровнăна «Ĕç ветеранĕ» медальпе, «Вăрçă ачисем» паллăпа наградăланă. Çемье архивĕнче тăванĕсемпе çывăх çыннисен сăн ÿкерчĕкĕсем, тÿрĕ кăмăлтан тăрăшнăшăн панă Хисеп хучĕсем упранаççĕ. Анчах та унăн тĕп пуянлăхĕ – пилĕк ачин, вунă мăнукĕпе вун пилĕк кĕçĕн мăнукĕн юратăвĕпе тимлĕхĕ.
Владимир СМОЛОВ.
Пишпÿлек ялĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: