Валентина Антоновна Соколова Çтерлĕ районĕнчи Куганак ялĕнче 1947 çулхи январь уйăхĕн 5-мĕшĕнче çуралнă. 1966 çулта Пелепей хулинчи педагогика училищинчен вĕренсе тухнă хыççăн Çтерлĕпуç районĕнчи Дмитриевка ялĕнчи шкула ĕçлеме вырнаçнă. 1967 çулта Тетĕрпуç ялĕнчи сакăр çул вĕренмелли шкула вырăс чĕлхипе литература вĕрентекенĕ пулса куçнă. 1977 çулта Çтерлĕ хулинчи патшалăх педагогика институтĕнче вырăс чĕлхипе литература вĕрентекенĕ специальноçпа аслă пĕлÿ илнине çирĕплетекен диплома алла илнĕ. 1978-1990 çулсенче Тетĕрпуç ялĕнчи шкулта вырăс чĕлхипе литература вĕрентекенĕ тата директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ пулса тăрăшнă. 2003 çулта тивĕçлĕ канăва кайнă. Пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 37 çулпа танлашать. Ачасене пĕлÿпе воспитани парассипе тÿрĕ кăмăлтан тăрăшса ĕçленĕшĕн ăна халăх вĕрентĕвĕн районти уйрăмĕн (РОНО) тата Çтерлĕпуç район администраци Канашĕн Хисеп хучĕсемпе наградăланă, 1982 çулта Халăх вĕрентĕвĕн отличникĕ ятпа чысланă.
Валентина Соколова нумай вĕренекене тарăн пĕлÿ панă. Вăл пĕр ăру ачисене çеç мар литература классикĕсен произведенийĕсемпе, тĕп сăнарĕсемпе паллаштарнă, усаллине ырринчен уйăрма, хăйсен шухăшĕсене вырăсла тĕрĕс те сăнарлă литература чĕлхипе çырма, калама вĕрентнĕ.
Унăн выпускникĕсен хушшинче тĕрлĕ професси çыннисем пур, вĕсем Раççейĕн тĕрлĕ регионĕсенче пурăнаççĕ. Валентина Антоновна пекех вĕрентекен профессине суйласа илекенсем те пулнă.
– Лайăх вĕренекен ачасенчен Ирина Спиридонова асра, вăл халĕ Давлеканра шкул директорĕ пулса ĕçлет. Шкулта вĕреннĕ чух Вячеслав Егоров сăмах ăстиччĕ. Юлашки шăнкăрав уявĕнче вĕрентекенсемпе шкул ĕçченĕсен ячĕпе чуна пырса тивекен илемлĕ те ăшă сăмахсем каларĕ. Ун чухне пурин те куçĕсем шывланнăччĕ. Кайран журналист пулчĕ çав ача, Ĕпхÿ хулинче хаçат редакцийĕнче те ĕçлерĕ.
Пĕр вăхăт класс ертÿçи те пулса ĕçлерĕм. Ачасемпе вĕренÿ çулĕ вĕçленсен похода çÿреттĕмĕр. Пĕррехинче вĕренекенсемпе Туганак юхан шывăн пуçламăшне шырама кайнăччĕ, – аса илет шкул пурнăçне Валентина Соколова.
Геннадий Васильевич Тимофеев (Челпир) сăвăç, «Шуратăл» литература пĕрлешĕвĕн председателĕн çумĕ хăйĕн вĕрентекенĕ пирки:
– Эпир шкулта вĕреннĕ вăхăтра Валентина Антоновна вырăс чĕлхипе литературине вĕрентетчĕ. «Ӳссен кам пулатăн?» сочинени çырни, пăхмасăр вĕреннĕ сăвăсем халĕ те асра. Литература урокĕсенче Аркадий Гайдарăн «Тимур тата ун команди» повеçĕпе паллаштарнă хыççăн эпир хамăр класпа çавăн пекех ушкăн йĕркелесе пĕччен пурăнакан ватăсем патне черетпе çÿреттĕмĕр. Паллах, кунта вĕрентекен витĕмĕ те пысăк. Е тата И.Крыловăн юптарăвĕсене пăхмасăр вĕреннисене аса илер-ха. Ăнланман сăмахсем килсе тухсан Валентина Антоновна çийĕнчех вĕсене вырăсларан чăвашлана куçарса паратчĕ. Ача чух чылайăшĕ шух пулнă, хăшĕ-пĕрин вĕренес туртăм сÿрĕкрех пулсан та вĕрентÿ программине пурте ĕлкĕрсе пыратчĕç. Вырăс чĕлхине пĕлни вара пурнăçра ялан кирлĕ, ялтан тухса каякан çамрăка питĕрех те. Хампа пĕрле пĕр класра вĕреннисен ятĕнчен Валентина Антоновнана хăй вăхăтĕнче пире вырăс чĕлхин вăрттăнлăхĕсемпе, литература произведенийĕсемпе паллаштарнăшăн, вулас туртăма вăратнăшăн пысăк тав тăвасшăн. Пирĕн вĕрентекенсем пире пурнăç çулĕ çине кăларакансем, наставниксем пулнă. Тайма пуç вĕсене.
Валентина Антоновнан пурнăçĕ пĕр тикĕс пулман, пурнăçра пысăк çухатусем тÿссе ирттерме те тÿр килнĕ. Вăл паянхи кун килĕнче пĕччен кун кунлать. Пурнăçа хаклать, Турă панă кашни кунпа савăнма пĕлет. «Урал сасси» хаçата тăтăшах çырăнса илет. Çтерлĕ хулинче пурăнакан аппăшĕпе йăмăкĕсем ун патне курнăçма, пулăшма килсе çÿреççĕ. Вĕренекенĕсем юратнă учительне манмаççĕ, уявсемпе саламлаççĕ, сывлăх пирки ыйтса шăнкăравласа тăраççĕ. Санкт-Петербургра пурăнакан Владислав Егоров яланах Вĕрентекенсен кунĕпе, Çĕнĕ çулпа тата ытти уявсемпе шăнкăравласа саламлать.
Инга АЛЕКСЕЕВА.
Çтерлĕпуç районĕ, Тетĕрпуç ялĕ.