Халăха çутта кăларас ĕç отличникĕ Мария Семенова 30 ытла çул асăннă шкул директорĕ пулса ĕçленĕ. Вăл ертÿçĕ лавне туртма пуçласассăн шкулта сахал мар улшăну пулса иртнĕ. Малтанхи шкул кивĕ çуртра вырнаçнă пулнă. Асăннă вĕрентÿ заведенийĕн директорĕ пулма çирĕплетнĕ хыççăн Мария Абрамовна çĕнĕ шкул хăпартас тĕлĕшпе çÿреме пуçланă. Çак ĕçре ăна Çĕнĕ Хурамал ял Канаш ĕçтăвкомĕн председателĕ Петр Николаевич Павлов, шкул коллективĕ, ашшĕ-амăшсемпе ачисем, ял çыннисем, кам мĕнпе пултарать, пулăшнă. Пĕрлехи вăйпа 1970 çулхи сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнче чаплă лару-тăрура çĕнĕ шкул алăкĕсем уçăлнă.
Шкул территорийĕ питĕ илемлĕ пулнă. Çу кунĕсенче вăл яланах чечек-курăк айĕнче ларнă. Вĕрентÿ учрежденийĕн пахчи те пулнă. Аслисем ертсе пынипе вĕренекенсем унта хăйсемех пахча çимĕç çитĕнтернĕ, çавна май шкул ачисене тÿлевсĕрех вĕри апат çитернĕ. Пахча çимĕçе сутса пуçтарнă укçапа вара вĕрентÿ процесне тата ачасене воспитани парас ĕçе тухăçлă йĕркелеме май паракан техника хатĕрĕсем туяннă.
Мария Абрамовна Семенован воспитанникĕсем пурте тенĕ пекех çирĕп пĕлÿ илнĕ, нумайăшĕ вĕрентекенсем, тухтăрсем, ял хуçалăх специалисчĕсем пулса ĕçлеççĕ... Вĕсем нихăçан та хăйсен пĕрремĕш вĕрентекенне манман, ун патне яланах килсе çÿренĕ, пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илме пулăшнăшăн ăшшăн тав тунă.
Апла пулсан, вĕрентекен хывнă никĕс ахаль пулман. Çамрăксене воспитани парас ĕçре чи пĕлтерĕшли – вĕсене пуррине упрама, хаклама тата аталантарма вĕрентесси. Воспитани тĕллевĕсене кирлĕ пек пурнăçлас тесен çитĕнекен ăрăвăн аваллăха та лайăх пĕлмелле. Çав тĕллевпех Мария Абрамовна ертсе пынипе Суккулти пуçламăш шкулта вĕренекенсем Суккул ял историйĕпе çыхăннă пысăк материал хатĕрленĕ. Çак ĕçе пурнăçа кĕртме пĕр-икĕ çул çеç кайман. Унти пур материала та ачасем хăйсем пухнă. Вĕренекенсем мухтавлă истори пулăмĕсене хутшăннă çынсемпе тĕл пулса вĕсем каласа панисене çырса пынă, экспонатсем, документсем пуçтарнă. Суккул ял историйĕпе тата çыннисемпе çыхăннă материалсем пуçтарса çитерсен Аслă Çĕнтерĕве 40 çул çитнĕ тĕле шкулта музей уçнă. Аваллăх управçи шкулти кабинетсенчен пĕрне йышăнать. Экспонатсене пурне те темăсемпе килĕшÿллĕн вырнаçтарнă. Стендсенчен пĕрне ял историне халалланă. Унта Суккула мĕншĕн çапла ят панине, вăл епле пуçланса кайнине уçса панă, малтан куçса килнĕ çынсен, вăрçă ветеранĕсен сăн ÿкерчĕкĕсене вырнаçтарнă.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин 27 ветеранне тата тыл ĕçченĕсене халалланă стенд уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ял çыннисем «Пирĕн çар пире сыхлать» стенд патне уйрăмах мăнаçлăн пыраççĕ. Çак кĕтесре Семен Моисеевич Трофимовăн юнпа вараланнă комсомол билечĕ упранать. Çавăн пекех музейре кил хуçалăхра усă куракан япаласем, тăмран тунă савăт-сапа, ĕç хатĕрĕсем тата сайра тĕл пулакан япаласем те вырăн тупнă. Кунта тĕлпулусем, экскурсисем, паттăрлăх урокĕсем иртеççĕ. Çакă пурте ачасене тăван яла, тавралăха, Тăван çĕршыва юратма, хисеплеме вĕрентет.
Мария Абрамовна Семенова музее шкул ачисене Тăван çĕршывăн чăн-чăн патриочĕсем туса çитĕнтерес тĕллевпе йĕркеленĕ. Вăл хăйĕн ырă кăмăлĕпе, ĕçченлĕхĕпе, паха енĕсемпе ачасемпе ашшĕ-амăшĕсем, ял çыннсем хушшинчи хисепе çĕнсе илнĕ. Ăна пĕр хутчен çеç мар Çĕнĕ Хурамал ял Канашĕн депутатне суйланă. Çакă ял çыннисем Мария Абрамовнăна хисепленине, хакланине тепĕр хут çирĕплетет.
М.А. Семенова хăй пурнăçĕн 40 çулне ачасене халалланă. Вăл тĕлĕнмелле пултаруллă педагог, воспитатель пулнă. Педагогика анинче вăрах çул хушши тухăçлă вăй хунăшăн ăна «Пушкăртстан Республикин вĕрентÿ ĕç отличникĕ», «Социализмла ăмăрту çĕнтерÿçи», «Халăха çутта кăларас ĕç отличникĕ» паллăсемпе чысланă, «В.И. Ленин çуралнăранпа 100 çул» медальпе, ПАССР Вĕрентÿ министерствин, Мияки районĕнчи вĕрентÿ уйрăмĕпе районти профсоюз комитечĕн, Крупская ячĕллĕ колхоз правленийĕн, парти бюровĕн Хисеп хучĕсемпе наградăланă.
Çавăн пекех Мария Семенова пултаруллă та ĕçчен, тимлĕ кил хуçи арăмĕ, анне пулнине те палăртмалла. Вăл мăшăрĕпе пĕрле виçĕ ачана пурнăç парнелесе ура çине тăратнă. Унăн тăхăр мăнук та 11 кĕçĕн мăнук. Елена хĕрĕ амăшĕн çулĕпе кайса вырăнти шкулта вĕрентекен пулса ĕçленĕ.
Шел пулин те, Мария Абрамовна паян пирĕнпе пĕрле çук ĕнтĕ. Вăл 2022 çулхи ноябрь уйăхĕн 25-мĕшĕнче ĕмĕрлĕхех пурнăçран уйрăлса кайнă.
Надежда АЛЕКСЕЕВА.
Мияки районĕ, Суккул ялĕ.