Пур хыпар та
Кун-çул каçалăкĕ
18 Апрелӗн 2025, 09:30
1

«Трактор сассине илтсен халĕ те чун хире туртать»

Василий Игнатьевич ашшĕне астумасть, вăл вăрçа кайнă чух ача пĕчĕк пулнă-ха. Амăшĕ каланă тăрăх, ашшĕ Алкинори çар чаçĕнче вĕренсе тухнă хыççăн килĕнче пĕр каç çеç выртса кайнă. Кайран вăрçăран çырусем килнĕ, унтан çывăх çынни тĕлли-паллисĕр çухалнă.

«Трактор сассине илтсен  халĕ те чун хире туртать»
«Трактор сассине илтсен халĕ те чун хире туртать»

Çар комиссариатĕнчи документсем тăрăх, ашшĕ Игнат Петрович юлашкинчен Украинăри Дмитриевский районĕнче иртнĕ çапăçусене хутшăннă. Салтака килне таврăнма пÿрмен. Амăшĕн, Агреппина Федоровнан, икĕ ывăлне пĕчченех ура çине тăратма тивнĕ.
Василий Игнатьевич Яковлев 1940 çулхи апрель уйăхĕн 10-мĕшĕнче Пелепей районĕнчи Этĕл ялĕнче çуралнă. Паллах, вăрçă çулĕсемпе пĕр килнĕ çынсен ачалăхĕ çăмăл пулман. Ытларах ÿсен-тăран çисе выçлă-тутлă пурăннă. Тăхăнмалли тумтир, атă-пушмак та çитмен. Василий Яковлев амăшĕ пиччĕшĕпе иккĕшне 5-6 çулта чухнех ана çине çум çумлама илсе кайнине астăвать.
1965 çулта Пелепейри 89№ училищĕре (халĕ Олимп культурăпа йăпану комплексĕ) тракторист пĕлĕвне алла илнĕ. Вырăнти колхозра çамрăка кивĕ ДТ-54 трактор шанса панă. Хурçă ута ĕçлеттерес тесе Василий Яковлевăн нумай юсав ĕçĕсем туса ирттермелле пулнă.
1968 çулта Василий Игнатьевич Хушăлка хĕрĕпе Галина Даниловнапа (Викторова) çемье чăмăртанă. Галинăн аппăшĕ Куршанак паççулккине качча тухнă пулнă. Хĕр аппăшĕ патне хăнана килсе çÿренĕ. Василий çав вăхăтра авланас шухăшпа пурăннă. Галинăн аппăшĕпе калаçнă чух хăй шухăшне пĕлтернĕ. «Мĕн хĕр шыраса çÿремлли пур санăн, манăн качча кайман йăмăк пур-çке! Паллаштаратăп сире», – тенĕ хĕрарăм.
– Ваççапа аппа малтанах калаçса татăлнă пулас. Мана аппа Этĕл ялĕнчен япаласене куçарса килмелле тесе илсе кайрĕ. Хăнана кĕретпĕр пĕр çурта терĕ. Хальхи пекех астăватап, пире пусма çинче хĕрарăм кĕтсе тăратчĕ. Кайран вăл манăн хуняма пулчĕ. Хăнара пĕр каç выртсан Ваççан арăмĕ тата кин пулса юлтăм, – каласа парать Галина Даниловна хăй шăпи çинчен.
Галина качча кайиччен Октябрьский хулинче штукатур-маляра вĕренсе тухнă пулнă. Пĕр вăхăт ăна Пишпÿлекри перекет банкĕнче кассир ĕçне те шанса панă. Унтан Пишпÿлек районĕнчи Михайловкăри строительство бригадинче ĕçленĕ. Икĕ çултан нормировщик ĕçне куçарнă. Качча тухсан Пелепей районĕнчи Ярмулай ялĕнчи кантурта секретарь, кассир тивĕçĕсене пурнăçланă.
Мăшăрăн 1969 çулта Володя, 1972 çулта Сергей ывăлĕсем, 1976 çулта Алена хĕрĕ çуралнă. Çав вăхăтрах çамрăксем çĕнĕ çурт хăпартнă. Çавăн пекех Василий Игнатьевич пиччĕшĕ çартан килнĕ çĕре ун валли те çурт хăпартма мехел çитернĕ. Хальхи вăхăтра Владимир ывăлне юнашар çурт лартма пулăшнă. Шел, Сергей ывăлĕ 2023 çулхи кĕркунне СВОна кайсан хыпарсăр çухалнă. Вăрах вăхăт шыранă хыççăн вăл вилни çинчен хыпар килнĕ. Ватăсем ывăлĕн ÿтне илсе килсе пытарманнине пула çак хыпара шанмасăр тăраççĕ, çав вăхăтрах Сергей таврăнасса кĕтеççĕ.
Василий Яковлев МТЗ-50 тракторĕпе çур акинче сеялкăпа ака тунă, вырмара тырă та турттарнă, Беларус тракторĕпе утă-улăм капана хывнă çĕрте стогометательпе те ĕçленĕ.
– Стогометпа никамăн та ĕçлес килместчĕ. Мĕншĕн тесен вăл питĕ кăткăс ĕç. Пĕррехинче хамăн та çак ĕçе тума кăмăл туртманнине Рамис Давлетшин колхоз председательне пĕлтертĕм. «Не будешь эту работу делать я тебя уволю!» терĕ вăл мана çирĕппĕн, – аса илет Василий Игнатьевич ĕçлекенсенчен çирĕп ыйтнă ертÿçи пирки. – Кĕркуннепе хĕлле 3 тонна шăнăçакан цистернăпа Знаменкăран Беларус тракторпа пăрака турттараттăм. Юрлă-пăрлă çул çинче чăнкă тăвалла вырăнсенче миçе хутчен пулман-ши тракторпа çаврăнса ÿкес, çул айккине анса каяс хăрушлăх. Çав-çавах Турă сыхласа хăварнă пулĕ, инкек курман».
Ĕçчен те ăста специалиста Красноярск крайне те, Казахстанри Целиноград облаçне те утă-улăм тюкланă çĕре командировкăна янă. Пĕр вăхăт Василий Игнатьевич шкулта завхоз пулса та ĕçленĕ.
– Тĕрлĕ халăх çыннисемпе пĕрле килĕштерсе ĕçлеттĕмĕр. Харкашусем нихăçан та пулман. Пĕр-пĕрне ялан пулăшма тăрăшнă. 2000 çулта пенсие тухсан та хуçалăхра ултă çул ĕçлерĕм. Хам юсанă, вăрах вăхăт ĕçленĕ тракторпа уйрăлас килместчĕ. Колхоз салансан хурçă ута кил картинче усрарăм, саппас пайсем ыйтма килсен те ăна салатма памарăм. Шел, мана трактора сутмарĕç, илсе кайрĕç. Халĕ те трактор сассине илтсен чун хире туртать, – çывăх тăванĕ çинчен каланă пек каласа парать хурçă учĕ çинчен ĕç ветеранĕ.
Ĕçрен хăраман, тÿрĕ кăмăллă та тăрăшуллă Василий Яковлева 1989 çулта профсоюз «Золотой колос» санатори-профилакторие канма, сывлăхне сиплеме янă. Унăн пухмачĕнче район, республика шайĕнчи Хисеп хучĕсем те сахал мар. 1978 çулхи апрель уйăхĕн 5-мĕшĕнче «Социализмла ăмăрту çĕнтерÿçи» паллăпа наградăланă.
Паянхи кун Яковлевсем çулĕсене пăхмасăр хуçалăхра сурăхсемпе чăхсем усраççĕ. Пахча çимĕç ÿçтереççĕ. Василий Игнатьевич Сергей ывăлĕ палăртнă ĕçĕсене пурнăçлама васкать. Пÿртне тул енчен профнастилпа тытса çавăрма тата тăррине витме хатĕрленет. Пысăк ĕçе пуçлама çурхи уяр кунсене чăтăмсăррăн кĕтет. Çак ĕçре ăна ывăлĕпе кинĕ, хĕрĕ, мăнукĕсем пулăшма хатĕр.
Инга АЛЕКСЕЕВА.
Пелепей районĕ, Этĕл ялĕ.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас