Пур хыпар та
Кун-çул каçалăкĕ
23 Апрелӗн 2025, 14:00
1

Хисепе ĕçпе тивĕçнĕ

Шаран районĕнчи Паскай ялĕнче пурăнакан Рита Степанова 85 çул тултарнă. Рита Васильевна Чапаев ячĕллĕ колхозра хĕрĕх çул ытла доярка, выльăх пăхакан пулса ĕçленĕ. Пĕрре мар сĕт сăвăмĕпе, выльăх-чĕрлĕхе ÿт хуштарассипе производствăра малта пыракан ĕçчен пулнă.

Хисепе ĕçпе тивĕçнĕ
Хисепе ĕçпе тивĕçнĕ

Хăйĕн юбилейне Рита Степанова апрель уйăхĕн пуçламăшĕнче ачисемпе, мăнукĕсемпе тата кĕçĕн мăнукĕсемпе паллă тунă. Сумлă ватта 85 çул тултарнă ятпа Паскай ял Канашĕн пуçлăхĕ Светлана Иванова, район Канашĕн депутачĕ Салават Хусаинов, Паскай ял хутлăхĕнчи хĕрарăмсен Канашĕн председателĕ Гузаль Петрова, Паскай ял Канашĕн депутачĕ Мунир Самигуллин тата районти культура пайĕн çамрăксен политики, спорт тата ветерансемпе ĕçлекен специалист Вилер Саитов саламларĕç. Вĕсем Рита Степанова тăван кĕтес ырлăхĕшĕн тăрăшнине палăртрĕç, вăрăм ĕмĕр, мирлĕ тÿпе сунчĕç.
Рита Васильевна Шаран районĕнчи Паскай ялĕнче çуралнă. Ĕмĕрĕ тăршшĕпе тăван кĕтесĕнче ĕçлесе пурăннă. Унăн ашшĕпе амăшĕ, Василий Никитичпа Авдотья Михайловна, Чапаев ячĕллĕ колхозра тăрăшнă. Ашшĕ Финн вăрçине хутшăннă, хыпарсăр çухалнă. Авдотья Михайловна пĕчченех Ритăпа Валентина хĕрĕсене ура çине тăратнă.
Рита çичĕ класс пĕтернĕ хыççăн вырăнти колхозри сурăх ферминче путексене пăхнă. Фермăра 500 сурăх пулнă, вĕсенчен 100-шĕ – путек. Çамрăк ĕçчен ĕçне тÿрĕ кăмăлтан пурнăçланă, путексене вăхăтлă апатланă, çăмне çаратнă. Хуçалăхра 1000 пуç мăйракаллă шултра выльăх усранă. Ритăна сăвăнакан 25 ĕне шанса панă. Хĕр сакăр дояркăпа пĕрле ĕçленĕ. Çулталăкне 2500-3000 кг сĕт суса илнĕ. Рита Васильевна пĕрре мар социаллă ăмăртусен çĕнтерÿçи пулнă. Ăна темиçе хутчен Шаран районĕнчи депутатсен Канашĕн тата агропромышленность комплексĕн районти профосюз комитечĕн, ВЛКСМ, колхоз правленийĕ ячĕсемпе Хисеп хучĕсемпе чысланă. Рита Степанова доярка пулса вунă çул тăрăшнă. Унтан ăна сысна фермине ĕçлеме куçарнă. Пултаруллă та ĕçчен хĕрарăм кунта та пысăк кăтартусем тунă. Петр Игнатьевпа Сария Игнатьева сысна фермин заведующийĕсем яланах Рита Васильевнана тĕслĕх вырăнне илсе кăтартнă. Малтан Чапаев, унтан М.Егоров ячĕллĕ колхозсенче тăрăшнă çулсене шутласан унăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 41 çулпа танлашать. Тивĕçлĕ канăва тухсан та ĕçлеме хăнăхнă хĕрарăм алă усса ларман, Паскайри ватăсен çуртĕнче мучисемпе кинемисене пăхнă.
Рита Васильевна çавăн пекех ĕçлĕ пурнăçне илемлĕ пултарулăхпа та çыхăнтарма вăхăт тупнă. Утмăл пилĕк çулччен клубри сцена çине тухса юрăсем юрланă, сăвăсем каланă, сценкăсемпе спектакльсенче вылянă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине халалланă конкурсра «Эпир юрăсенче юлатпăр» («В песнях останемся мы») пысăк ăсталăхшăн районти культура уйрăмĕн Хисеп хутне тивĕçнĕ.
1988 çулта Паскайри культура çурчĕн директорĕпе Светлана Ивановапа Рита Степанова комсомол организацийĕ йĕркеленнĕренпе 70 çул çитнине халалласа мероприяти ирттернĕ. 1989 çулта Çĕнтерÿ кунĕнче вăл сĕннипе уява вăрçă ветеранĕсене çеç мар, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă салтаксен тăлăх арăмĕсене те чĕннĕ. Каярах çакă йăлана кĕнĕ.
Рита Васильевнан мăшăрĕ Павел Ильич шанчăклă та тăрăшуллă çын пулнă. Вăл та Паскай ялĕнче çуралса ÿснĕ, М. Егоров ячĕллĕ колхозра кĕтÿçĕ пулса ĕçленĕ. Рита Степанова иртнĕ кун-çула аса илсе çакна каласа парать: «1960 çулхи январь уйăхĕнче пирĕн çурт алăкĕнчен шаккарĕç. Çирĕм икĕ çулхи Павăл аннерен мана хăйне качча пама ирĕк ыйтрĕ. Çулла пĕрлешрĕмĕр. Пирĕн Антонина, Анатолий, Юрий, Тамара ачасем çуралчĕç. Шел пулин те, Толя ывăл сакăр çул тултараймасăрах сарăмсăр вилчĕ. Мухтав Турра, ытти ачасем ÿссе çитĕнчĕç, пурнăçра хăйсен вырăнĕсене тупрĕç. 2000 çулта Павăл мăшăр пурнăçран уйрăлса кайрĕ. Питĕ йывăр килчĕ, тав ачасене, хуйха тÿссе ирттерме пулăшрĕç».
Рита Васильевнан халĕ икĕ хĕрĕ те тивĕçлĕ канура. Антонина Октябрьски хулинче никĕсленнĕ, 1№ хула пульницинче санитарка пулса ĕçлет. Тамара Туймазă районĕнчи Серафимовски поселокĕнче тымар янă, пенсие кайиччен «Магнит» центрта сутуçă пулса ĕçленĕ. Юрий ывăлĕ Туймазă хулинче сусăр ывăлне пăхса пурăнать.
Паян кинемее 11 мăнукпа 17 кĕçĕн мăнукĕ пурри савăнтарать. «Ачасемпе мăнуксем, кĕçĕн мăнуксем килсен – эпĕ телейлĕ. Павăл мăшăр хăй аллипе хăпартнă çурт паян та хăнасемпе тулли. Çав самантсенче мăшăра ăшă сăмахсемпе асăнатăп. Вăл питĕ лайăх аттеччĕ, ачасене юрататчĕ, мана пур ĕçре те пулăшатчĕ. Хамăн ĕçĕн тухăçĕсене курса савăнатăп. Мăнуксемпе кĕçĕн мăнуксене чунтан саватăп. Вĕсем мана савăнтарсах тăраççĕ. Акă, кĕçĕн мăнук Анастасия юбилее халалланă сăвă вуласа пачĕ. Турă пире пурне те мирлĕ пурнăçпа, вăрçă нуши-хуйхине пĕлмесĕр пурăнма май çеç патăр».
Руслан ХАФИЗОВ. Шаран районĕ. Сăн ÿкерчĕк çемье альбомĕнчен.

Хисепе ĕçпе тивĕçнĕ
Хисепе ĕçпе тивĕçнĕ
Хисепе ĕçпе тивĕçнĕ
Хисепе ĕçпе тивĕçнĕ
Автор: Инга Алексеева
Читайте нас