Пур хыпар та
Кун-çул каçалăкĕ
12 Июнӗн 2025, 09:00
1

«Сапăрăн лаши самăр»

Хĕр вăрлани… Ку авалтан килекен йăла. Халĕ çак йăла пĕтнĕ ĕнтĕ, мĕншĕн тесен хĕр вăрлани саккуна пăсни шутланать, çакăншăн тĕрмене те лекме пулать. Ĕлĕк хĕре вăрланин тĕп сăлтавĕ хĕрĕн ашшĕ-амăшĕ авланас текен качча тиркенипе çыхăннă. Çавăн пек чух хĕрпе каччă килĕшсе татăлса хĕре «вăрланă» пек туса пĕрлешнĕ, тепĕр темиçе кунтан ашшĕпе амăшĕн килĕшсе пил памалли юлнă. Шăпах çапла тунă та Пелепей районĕнчи Çĕнĕ Сименкке ялĕнче пурăнакан Геннадий Тимофеев.

«Сапăрăн лаши самăр»
«Сапăрăн лаши самăр»

Геннадий Васильевичпа Людмила Исаевна Тимофеевсем кăçалхи çулăн июнь уйăхĕн 13-мĕшĕнче çывăх çыннисен ытамĕнче бриллиант туй паллă тума палăртаççĕ. Çемье ăшшипе çирĕплĕхĕ сапăрлăх çинче никĕсленнине питĕ лайăх пĕлеççĕ вĕсем – ахальтен мар пурнăç çулĕпе 60 çул пĕрле утаççĕ.
Мăшăр пĕр-пĕрне пĕлмен тесен те юрать. Геннадий Васильевич Çĕнĕ Сименкке ялĕнче Тимофеевсен нумай ачаллă çемйинче тăваттăмĕш пулса çуралнă. Ачалăх çулĕсем ытти ял ачисенни пекех иртнĕ. Çичĕ класс пĕлĕвне илнĕ Çĕньял каччи çул çитсен çар тивĕçне пурнăçланă. Демобилизаци хыççăн тăван колхозра комплекслă бригадăн бригадирĕ пулса ĕçленĕ. Пĕррехинче Геннадий ĕçпе Гусаркино ялне кайнă. Шăпах кунта вăл колхозри чăх-чĕп ферминче ĕçлекен илемлĕ сăн-питлĕ Людмилăна пĕрре курсах килĕштернĕ. Сăмах май, Людмила Исаевна Гусаркино ялĕнче Борисовсен çемйинче пĕрремĕш ача пулса çут тĕнчене килнĕ. Тин çеç шкул пĕтернĕ çамрăк хĕр колхоз ĕçне кÿлĕннĕ. Çапла çирĕм çичĕ çулхи качча 16 çулхи хĕре арăм тăвас канăç паман. Ĕмĕт-шухăша пурнăçа кĕртме авалхи йăла çеç пулăшма пултарнă. Геннадий Тимофеев шăпах çапла тунă та.
Çимĕк кунĕ умĕн Геннадий Элекçей пиччĕшĕпе тата йыснăшĕпе хĕр вăрлама кайнă. Çула тухиччен вара ăна çынна ирĕксĕр арăм тунăшăн миçе çул пама пултарнине те ыйтса пĕлнĕ. Чăваш каччи Людмила чăх-чĕп ферминчен тухассине чăтăмсăррăн кĕтсе ларнă. Хĕр тухнине курсанах ун патнелле ыткăннă. Людмила, хăранипе мĕн пулса иртнине пĕтĕмпех ăнланса илменскер, хăйне епле вăрласа кайнине сиссе те юлайман. Тăрантаспа килнĕ каччă ăратлă лашине Çĕнĕ Сименкке еннелле хăваланă. Людмилăн тăванĕсем мотоциклсемпе çула тухнă, каччă аллинчен хĕре туртса илесшĕн пулнă. Çамрăксем Йĕрек ту çине тарса хăпарнă. Çав вăхăтра хĕрĕн чĕринче мĕнле туйăмсем хуçаланнă-ши?
– Паллах, киле тарас шухăш та пулнă. Тăвансемпе çывăх çынсем килсе çитсен калаçусем те иртрĕç, харкашусем те пулчĕç. Гена пухăннă халăха: «е туй вылятпăр, е ялтан тухса каятпăр», – терĕ. Çакăн хыççăн аннепе хĕресне анне «вăрланă пулсан юлмаллах» тесе хуравларĕç, килĕшсе пил пачĕç. Çимĕк кунне вара, 1965 çулхи июнь уйăхĕн 13-мĕшĕнче, туй вылярăмăр, – иртнине аса илет Людмила Исаевна.
Çамрăксем упăшкин ашшĕ-амăшĕпе пурăнма пуçланă. Çемье пысăк пулнă – 11 çын. Геннадий Васильевич бригадирта тăрăшса ĕçленине кура колхоз правленийĕ çурт хăпартма вăрман касма ирĕк панă, парти йышĕнче тăнă çамрăка çĕрпе те тивĕçтернĕ. Çапла туй тунă хыççăн çулталăкран мăшăр çурт туса кĕнĕ.
Тимофеевсем – çăкăр хакне лайăх пĕлекен, нимĕнле ĕçрен хăраман мăшăр. Геннадий Васильевич ял хуçалăхĕн хастарĕ тата хурт-хăмăр ăсти. 1972-1976 çулсенче сахăр кăшманĕ ÿстерекен бригадăн автомеханикĕ пулса ĕçленĕ, 1976-1998 çулсенче «Авангард» колхозăн утарĕнче ырми-канми тăрăшнă. Хурт-хăмăр ăсти юратнă мăшăрĕ пулшăнипе арканнă утара ура çине тăратнă, вĕллесен шутне 180 çитернĕ, сезон вăхăтĕнче ултă тонна яхăн пыл туса илнĕ. Г.В. Тимофеев тăрăшулăхĕпе хастарлăхĕ тимлĕхсĕр юлман, патшалăх тивĕçлипе хак панă: вăл «ПР тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ» (1990) тата «РФ тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ» (1992) ятсене тивĕçнĕ. Унсăр пуçне ял хуçалăх институтĕнче пĕлÿ илнĕ чăваш арне «Ĕçри хастарлăхшăн» (1972) тата СССР ВДНХн Кĕмĕл медальсемпе (1986) наградăланă.
Людмила Исаевна 1966 çултан пуçласа 1970 çулччен вырăнти культура çуртĕнче клуб ертÿçи пулса ĕçленĕ, уй-хир ĕçĕсенчен те юлман – кăшман çитĕнтернĕ. Çав вăхăтрах вăл хĕрарăмăн чи пысăк тивĕçне – çут тĕнчене çĕнĕ пурнăç парнелессине – пурнăçланă. Килти ĕçсем те йăлтах ун çине тиеннĕ. Унсăр пуçне Людмила Тимофеева мăшăрне те утарта пулăшма вăй-хал çитернĕ. Паллах, çакăншăн патшалăх наградисем паман. Анчах куçа курăнман ĕçе çывăх çынсем тивĕçлипе хаклани кирек мĕнле хĕрарăмшăн та пысăк телей.
Çÿлти Турă сумлă юбиляра пархатарлă кун-çул панă, хăтлă кил-çурт çавăрса лартма, пилĕк ача çуратса, вĕрентсе тĕрĕс-тĕкел ÿстерме пулăшнă. Хĕрĕсем те, ывăлĕсем те – тивĕçлĕ çынсем. Мăнукĕсем те маттур: ăслă-тăнлă, вĕренеççĕ, ĕçлеççĕ. Кĕçĕн мăнукĕсем ытарма çук çитĕнсе пыраççĕ. Хисеплĕ мăшăрăн чун-чĕрине ăшăлăхпа, юратупа тултаракан мăнукĕсем вун иккĕн, кĕçĕн мăнукĕсем те иккĕ. Вĕсем пурте яла, тăван киле пĕрмаях килсе çÿреççĕ, çывăх çыннисене асăрхаса-пулăшсах тăраççĕ.
Нумай çул килĕштерсе, шăкăл-шăкăл калаçса пурăнаканскерсенчен çемье телейĕн вăрттăнлăхĕ мĕнрине ыйтмасăр, паллах, чăтаймарăмăр.
– Вăй хумасăр çителĕклĕ пурнăç çавăрма йывăр, паллах. Хамăра шеллемесĕр, тепĕр чухне канма пĕлмесĕр ĕçленĕ. Геннадий Васильевич кунĕпе утарта пиçĕхетчĕ, эпĕ килте тăрмашса вăхăт иртнине те сисместĕм. Анчах нихăçан та пĕр-пĕрне усал сăмах каламан. Савăнăçра та, йывăр самантра та пĕр-пĕрне ăнланса, килĕштерсе пурăнма тăрăшнă. Халăхра «Сапăрăн лаши самăр» тенине асра тытса кирек мĕнле лару-тăрура та сапăрлăха малти вырăна хунă, – пĕр саслă пулса хурав пачĕ мăшăр.
Çулĕсем сахал мар, вăй-халĕ те çамрăк чухнехи мар пулин те, Геннадий Тимофеевичпа Людмила Исаевна хастарлăха çухатман-ха. Кил хуçи арăмĕ çемье валли тутлă апат пĕçерет, вак шăрçасенчен тĕрлĕ картинăсем ăсталать. Çакна тума куç вичкĕнлĕхĕ чакни те чармасть. Геннадий Васильевич вара çут çанталăк ытамĕнче пулма юратать. Кил-çурчĕ çумĕнчи пĕвене пысăк тимлĕх уйăрать, унти пулăсене апатлантарать.
Юбилярсене çакăн пек хастарлăха, чун-чĕре хавхаланăвне çухатмасăр, ачисемпе мăнукĕсен юратăвĕпе пулăшăвне туйса тата нумай çул пурăнма сунатпăр. Тăван кил-çуртра пĕрлехи çемье уявĕсене татах та татах уявламалла пултăр.
Ирида НОВИКОВА.
Пелепей районĕ, Çĕнĕ Сименкке ялĕ.

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас