Пур хыпар та
Кун-çул каçалăкĕ
14 Августӑн 2025, 11:00
1

Вăрăм ĕмĕр вăрттăнлăхĕ – хусканура

Пишпÿлек районĕнчи Алексеевка ялĕнче пурăнакан 95 çулхи Анна Максимовна Петрова тутлă шăршăллă та сиплĕ курăксем, ачисемпе мăнукĕсем валли çырла-кăмпа пуçтарма юратать.

Вăрăм ĕмĕр вăрттăнлăхĕ – хусканура
Вăрăм ĕмĕр вăрттăнлăхĕ – хусканура

1925 çулта Пишпÿлек ялĕнчен куçса килнĕ çынсем никĕсленĕ Алексеевка ялĕнче администраци даннăйсем тăрăх 301 çын пурăнать. Çак ялта чи вăрăм ĕмĕр хуçи Анна Максимовна кун кунлать. Сумлă хĕрарăмăн 95 çулхи юбилейĕ умĕн Алексеевка ялне çитсе унпа тĕл пулса калаçрăм.
– Эпĕ 1930 çулхи июль уйăхĕн 28-мĕшĕнче Ситекпуç ялĕнчи Максим Герасимовичпа Марфа Михайловна Петровсен нумай ачаллă çемйинче çуралнă, – аса илет иртнине сывлăх çине ÿпкелешмен юбиляр. – Аттепе аннен вунă ачаччĕ, эпĕ çемьере иккĕмĕш. Атте Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕччĕ. Анне, пĕтĕм ĕçе хастар та паттăр хĕрарăм, 93 çула çитиччен пурăнчĕ. Ĕмĕрĕ тăршшĕпе колхозра тĕрлĕ ĕçре тăрăшрĕ, килти хуçалăха та йĕркеллĕ илсе пычĕ, ачисене ура çине тăратрĕ. Эпĕ ялан унран тĕслĕх илме тăрăшаттăм. Ытти ачасем пекех ĕçлĕ пурнăçа тăван ялти Киров ячĕллĕ колхозра 12 çултан пуçларăм.
Ачалăхĕ вăрçă çулĕсемпе пĕр килнĕ ачасен выçлăх мĕн иккенне, нуши-хуйхине те, вăрçă хыççăнхи йывăр çулсене те чылай тÿсме тÿр килнĕ. Анна чи асли пулнăскер амăшне чылай пулăшнă. Аслă пиччĕшĕ ача чухнех вилнĕ. Шкулта çичĕ класс пĕтернĕ хыççăн хĕр ача хирте, фермăра аслисемпе пĕр тан тăрăшнă. Вун сакăр çул тултарнă хыççăн пĕрре мар ĕç фронтне хутшăннă: мобилизаципе вăрман хатĕрлеме, торф кăларма кайнă.
– 1957 çулхи январь уйăхĕн 14-мĕшĕнче Алексеевка ялĕн пĕлÿллĕ те хитре каччине Иосиф Петрова качча тухрăм, – йăл кулса аса илет çамрăклăхне Анна Максимовна. – Вăл Тельман ячĕллĕ колхозра бригадир пулса ĕçлетчĕ, ялан çын çинчеччĕ. Пирĕн колхозсем кÿршĕллĕччĕ, пĕр-пĕринпе ăмăртатчĕç. Хам сисмесĕрех Еся передовика юратса пăрахрăм.
Çав вăхăтра Алексеевкăри бригада тыр-пул ÿстерессипе, выльăх-чĕрлĕх çитĕнтерессипе социализмлă ăмăртусенче колхозра çеç мар, районта та пĕрре мар мала тухнă. Анна Петрована час-часах Хисеп хучĕсемпе, вымпелсемпе наградăланă. Çак çулсем çĕршывĕпе рекордсен, ĕç паттăрлăхĕн тапхăрĕ шутланнă.
– Пирĕн Пишпÿлек районĕ те çакăн пек социализмла тата экономика çĕкленĕвĕнче пурăннă. Питĕ шел, юратнă упăшка Иосиф Никитович 1978 çулта çул-йĕр инкекĕнче пурнăçран вăхăтсăр уйрăлчĕ. Çирĕм пĕр çул пĕрле пурăнтăмăр, пилĕк ачана, виçĕ хĕрпе икĕ ывăла, кун çути кăтартрăмăр. Кĕçĕннисене ура çине пĕччен тăратмалла пулчĕ. Паянхи кун ачасем çинчен каласа пама намăс мар, пурте ырă кăмăллă, тĕрĕс-тĕкел те тивĕçлĕ çынсем пулса çитĕнчĕç. Халĕ мана вун пĕр мăнукпа сакăр кĕçĕн мăнук савăнтараççĕ, – пĕтĕмлетсе калать Анна Максимовна.
Сумлă юбиляр ачисемпе мăнукĕсене тата кĕçĕн мăнукĕсене пурнăçри чи хаклă парне тесе шутлать. Вăл ĕмĕр тăршшĕ вĕсемшĕн пурăннине çирĕплетет. Хĕрĕх çул ытла тÿрĕ кăмăлтан тăрăшнă Анна Максимовнан çемье архивĕнче хуçалăх, район шайĕнчи Хисеп хучĕсем, патшалăх наградисем те нумай упранаççĕ. Вăл «Ĕç ветеранĕ» ята та тивĕçнĕ, «Амăш мухтавĕ» тата «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медальсем тата юбилейлă медальсем пур.
– Çулла вăрмана сиплĕ курăксем, кăмпа-çырла пуçтарма çÿреме тăрăшатăп, – вăрăм ĕмĕр вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарать Анна Максимовна. – Нимĕнле ятарлă рецепт та çук манăн: ытларах хусканура пулма тăрăшатăп: 50 сотăй пахчари çумкурăкпа «çапăçатăп», килти выльăх-чĕрлĕхпе тăрмашатăп. Алексеевка ялĕнче кĕçĕн Владислав ывăлăн çемйинче Алевтина хĕрĕмпе пурăнатăп. Çак пысăк та хăтлă çурта çемьепе 1974 çулта хăпартрăмăр. Халĕ пысăк йышпа туслă та тату пурăнатпăр. Карта тулли выльăх ĕрчететпĕр. Пирĕн качакасем, сурăхсем, хурсем, чăхсем пур. Хĕрĕмпе иксĕмĕр вĕсене пăхма пулăшатпăр. Хуçалăха Джеки ятлă йытă хураллать. Хальлĕхе сывлăх пирки ÿпкелешместĕп. Куçсем начар курма пуçлани çеç кансĕрлет. Куçлăх тăхăнсан телевизор пăхма та, «Çутă çул» район хаçатне вулама та пултаратăп-ха. Районти, çĕршыври хыпарсемпе интересленетĕп. Ял Канаш администрацийĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вĕçленнĕренпе 80 çул çитнĕ ятпа юбилейлă медаль парнелерĕ. Украинăри вăрçă вĕçленессе, мирлĕ пурнăç пуçланасса ĕмĕтленетĕп. Унта манăн юратнă мăнук кĕрешет. Çĕнтерÿ çитиччен, юратнă мăнука, паттăра, ыталаса иличчен пурăнас килет.
Владимир СМОЛОВ.
Пишпÿлек районĕ, Алексеевка ялĕ.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас