Виталий Дурасов 1935 çулхи сентябрь уйăхĕн 8-мĕшĕнче Пелепей районĕнчи Кивĕ Сименкке ялĕнче йышлă çемьере тăваттăмĕш ача пулса çут тĕнчене килнĕ. Вырăнти шкулта 7 класс пĕтернĕ хыççăн малтан «Курган», унтан «Авангард» (ячĕ çеç улшăннă) колхоза ĕçе вырнаçнă, каçхи шкула çÿренĕ.
– Пирĕн класра пурĕ вун виçĕ арçын ачаччĕ, халĕ вĕсенчен виççĕшĕ сывă. Пĕрремĕш учитель Анна Георгиевна ятлăччĕ. Вăл пире урокра малтан вырăсла ăнлантаратчĕ, унтан чăвашлана куçарса паратчĕ. Çичĕ класс пĕтернĕ хыççăн каçхи шкула вĕренме çÿрерĕм, унта пире арçын учитель вĕрентрĕ, – аса илет шкул çулĕсене тăхăр теçеткене хыçа хăварнă мучи.
Вăрçă тата ун хыççăнхи йывăр çулсемпе пĕр килнĕ Виталийĕн ачалăхĕ çăмăл пулман. Мĕн пĕчĕкрен аслисемпе пĕр тан ана çине çум çумлама çÿренĕ, пучах пуçтарнă. Кăшт аталансан вăкăрсемпе кĕлте турттарнă, суха тунă.
– Килти вăкăрпа Буздякри элеватора 3 центнер таран тулă турттараттăмăр. Пĕрре çапла çул çинче шыв ĕçессишĕн типсе çитнĕ вăкăр салтăнса кайса юхан шыв патне вĕçтерчĕ. Урапана тепĕр вăкăр кÿлсе ун патне турттарса килмелле пулчĕ, – аса илет ĕç биографийĕ 16 çула çитичченех пуçланнă Виталий Дурасов.
Чăваш каччи Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçне Германире пурнăçланă, хĕсметре 3 çул та тăватă уйăх тăнă.
– Салтака 1954 çулхи август уйăхĕнче илсе кайрĕç, киле 1957 çулхи декабрьте таврăнтăм. Хĕсметре ефрейтор званийĕпе радиотехника çарĕнче радиолокатор операторĕ пулса ĕçлерĕм, – яш вăхăтсене аса илет Виталий Андреевич.
Çартан таврăннă салтака малтан С-3 трактор, унтан комбайн шанса параççĕ. Çулталăкран шанчăклă та тăрăшуллă çамрăк уй-хир бригадирĕ пулса ĕçлеме пуçлать.
– Кăшмана çеç 80 гектар лартаттăмăр. Тĕш тырă, пăрçа йышши культурăсем, кукуруза, хĕвел çаврăнăш, сухан та ÿстереттĕмĕр. Алă вĕççĕн çумланă, кăларнă. Çынсене чĕнсе ĕçе йĕркелеме нумай тивнĕ, – тет ĕç ветеранĕ.
Тÿрĕ кăмăллă та тăрăшуллă çынна фермăри учетчик, выльăхсене пĕтĕлентерекен, строительсен бригадирĕ, кочегар, утарçă, хуралçă та пулма тивнĕ. Колхоз ăна икĕ хутчен Казахстана улăм тюкланă çĕре янă.
Аппăшĕпе йыснăшĕ çамрăк качча кÿршĕ Çĕнĕ Сименкке ялĕнчи чипер Анастасия Иванова хĕрпе паллаштараççĕ.
– Анастасия Алексеевна мăшăрпа эпир 6 ачана çут тĕнче кăтартрăмăр. Шел, иккĕмĕш пулса çуралнă ывăлăн ултă уйăхрах пурнăçĕ татăлчĕ. Валерий, Олег, Александр ывăлсем тата Людмила хĕрĕм Пелепейĕнче пурăнаççĕ, Светлана хĕрĕм Череповец хулинче тĕпленнĕ. Ватлăха пилĕк мăнукпа виçĕ кĕçĕн мăнук илемлетеççĕ, хăйсен çитĕнĕвĕсемпе савăнтараççĕ, – йăх-несĕлĕпе паллаштарать ватă.
Шел пулин те, Анастасия Алексеевна ултă çул каялла пурнăçран уйрăлса кайнă. Халĕ килти хуçалăха Виталий Андреевич хăй илсе пырать. Ун хуçалăхĕнче сурăхсем, чăхсемпе икĕ автан, кил хуралçи Рекспа кушак, пыл хурчĕсем пур.
– Ир-ирех сурăхсене кĕтĕве хăваласа яратăп, киле таврăнччăр тесе куллен пĕçернĕ çĕр улмипе фураж хутăшĕпе сăйлатăп. Унтан чăхсене, йытта апатлантаратăп. Вара хамăн та чей ĕçме, апат пĕçерме вăхăт çитет, – кун йĕркипе паллаштарать Виталий Андреевич.
Çак ÿсĕме çитме пултарнă арçын пирус туртмасть, эрех-сăрапа иртĕхмест, ытларах купăстаран хатĕрленĕ апата çиме кăмăллать. Апатне те хăй хатĕрлет. Валерий ывăлĕ каланă тăрăх, шеф-повартан кая мар пĕçерет, ачисене ялан яшка пĕçерсе кĕтсе илет. Унăн кашни кунĕ выльăх-чĕрлĕхе пăхса, хуçалăхри ĕçсемпе тăрмашса иртет. Телевизорпа çĕршывра, республикăра пулса иртекен хыпарсене пăхать, куçлăх тăхăнса хаçат вулать. Тен, унăн вăрăм ĕмĕр вăрттăнлăхĕ çак ансат ĕçсемпе пурнăç йĕркинче пытаннă пулĕ? Унсăр пуçне ашшĕ-амăшĕпе çут çанталăк панă çирĕп сывлăх пулни те пулăшать-тĕр.
Инга АЛЕКСЕЕВА.
Пелепей районĕ, Кивĕ Сименкке ялĕ.