Пур хыпар та
Кун-çул каçалăкĕ
4 Октябрӗн 2025, 09:00
1

Вăрăм ĕмĕр вăрттăнлăхĕ – ырă кăмăл

Çак кунсенче «Урал сасси» хаçатăн хисеплĕ вулаканĕ, вăл ăна тухма пуçланăранпах çырăнса илет, Ермеккей тăрăхĕнчи Хурамал ялĕнче пурăнакан Нина Ивановна Федотова хăйĕн 90 çулхи юбилейне паллă турĕ. Унăн пурнăçĕ çирĕплĕхпе уçă кăмăллăх, çемьене чунтан парăннин ырă тĕслĕхĕ шутланать.

Вăрăм ĕмĕр вăрттăнлăхĕ – ырă кăмăл
Вăрăм ĕмĕр вăрттăнлăхĕ – ырă кăмăл

Нина аппа маларах асăннă районти Кăратмас ялĕнче çуралса ÿснĕ. Çемьере унсăр пуçне икĕ аппăшĕ пулнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан ашшĕне фронта илсе кайнă. Паллах, пурнăç питĕ йывăр пулнă. Ачалăхĕпе çамрăклăхĕ вăрçă тата ун хыççăнхи çулсемпе тÿр килнĕ. Нина аслисемпе пĕр тан тар тăкса ĕçленĕ, апла пулин те пуç усман, хуçăлман. Вун тăхăр çул тултарсан ĕçчен те илемлĕ хĕре Хурамал ял каччи, Михаил Федотов куç хывнă. Нина Ивановна аса илнĕ тăрăх, хĕр çамрăка килĕштернĕ пулин те качча кайма васкаман, анчах шăпа урăхла килсе тухнă: Михаил ăна вăрласа илсе кайнă. Ун хыççăн çамрăксем туй туса мăшăрланнă.
Федотовсем пĕр-пĕринпе 51 çул хушши килĕштерсе пурăннă, пысăк çурт хăпартнă, пилĕк ачана, виçĕ ывăлпа икĕ хĕре, кун çути парнеленĕ, пурне те кирлĕ пек воспитани панă, вĕрентсе кăларнă. Тĕпренчĕкĕсем ашшĕ-амăшĕ пекех тивĕçлĕ çынсем пулса çитĕннĕ: пурте ĕçчен те ырă кăмăллă, яваплăха туякан, пулăшу ыйтакана яланах алă пама хатĕрскерсем. Чи асли, Юрий, çар çынни, отставкăри подполковник, Челябинск хулинче ĕçлесе пурăнать. Людмила хĕрĕ Самара хулинче, авиаци заводĕнче вăй хурать. Иккĕмĕш хĕрĕ, Мила, хăй пурнăçне ачасене вĕрентес ĕçе халалланă. Халĕ вăл Эрĕнпур облаçĕнчи Тоцкра тымар янă. Тăваттăмăшĕ, Владелин, Абдулинăра пурăнать, ĕçлет. Чи кĕçĕнни, Сергей, Самара хулинче следстви уйрăмĕнче вăй хунă. Шел, унăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă.
– Качча килсен тÿрех йĕтем çинче весовщикра ĕçлеме пуçларăм. Ун чухне шăпах кĕркуннеччĕ, тухăç нумай. Машинăсем пĕрин хыççăн тепри тырă турттарса килеççĕ. Кунĕпе çеç мар, çĕрĕпе те ĕçлеме тÿр килетчĕ. Гектарĕ-гектарĕпе кăшман та çумланă эпĕ. Ачасем те пулăшма пыратчĕç. Ун чухне лавккара темех çук. Хамăрпа пĕрле çăкăр, улма, салă, сухан илеттĕмĕр, хирте апат лайăх анать, кун тăршшĕпе сумка пушанатчĕ. Каярах ферма корпусĕсене хăпартнă çĕрте вăй хутăм. Унтан фермăна кайрăм. Дояркăра вун икĕ çул ĕçленĕ хыççăн пенсие тухас тенĕччĕ, ямарĕç, ача садне повар пулса ĕçлеме чĕнчĕç. Килĕшрĕм. Ачасем нумайччĕ. Юрататчĕç мана. Ун хыççăн пĕр хушă строительсем валли апат пĕçертĕм.
Мăшăрăм тракторист, водитель пулса ĕçлетчĕ. Шафранти ветеринари техникумĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн выльăх тухтăрĕ пулса тăрăшрĕ, – аса илет иртнине юбиляр.
Вăхăт пĕр сисĕнми шăвать. Çемье пуçĕ Михаил Поликарпович пурнăçран уйрăлса кайнăранпа та сахал мар шыв юхса иртнĕ. Халĕ Нина Ивановна çеç мар, ачисем хăйсем те асатте-асанне, кукаçи-кукамайсем. Çулĕ çывăх мар пулсан та тĕпренчĕкĕсем амăшĕ патне тăтăшах килсе çÿреççĕ, пулăшаççĕ.
Нина Ивановна тăхăр вунă теçетке тултарнă пулсан та çирĕп-ха, ăс-тăн енчен те çивĕч, чунтан калаçма юратать. Ĕçсĕр пурăнма хăнăхманскер чăхсем усрать, ачисем тата хăйпе пĕрле пурăнакан пĕртăванĕн хĕрĕ пулăшнипе пахча тулли çимĕç çитĕнтерет. Килти чăх çăмарти, пахча çимĕç – сĕтел илемĕ çеç мар, сывлăх çăлкуçĕ те.
– Нина Ивановнăпа Михаил Поликарпович çинчен ыррине анчах каламалла. Вĕсем питĕ килĕшÿллĕ мăшăрччĕ. Темиçе çул каялла вырăнти клубра вĕсен ылтăн туйне уявланăччĕ. Чăн-чăн туй пекех иртрĕ. Сумлă мăшăра саламлама ачисемпе мăнукĕсем, тăванĕсем, ял çыннисем питĕ йышлăн пуçтарăннăччĕ, уяв кĕреки те хатĕрленĕччĕ.
Нина Ивановна пирки калас пулсассăн, вăл питĕ ăслă та ырă кăмăллă хĕрарăм, çынна пÿлмесĕр итлеме пĕлнипе уйрăлса тăрать. Уçă кăмăллă, килен-каяна яланах тарават, сĕтел хушшине лартмасăр кăларса ямасть. Апатне вара питĕ тутлă пĕçерет. Манăн хĕр шăпах вăл поварта ĕçленĕ чухне ача садне çÿрерĕ. Ырă кăмăлĕшĕн те, тутлă апачĕшĕн те юратачĕç ăна ачасем. Тăхăр вунă теçетке тултарнă пулсан та хĕр пек тÿп-тÿрĕ утса çÿрет Нина аппа. Ырă кăмăллă пулни хăй вăрăм ĕмĕрлĕ пулма пулăшать пуль, – тет хăй вăхăтĕнче Хурамал ял Канаш администрацийĕн ĕçĕсене пурнăçлаканĕ пулса ĕçленĕ Валентина Павлова.
Пирĕн вара Нина Ивановнăна малашне те кашни кунпа савăнса пурăнма, «Урал сасси» хаçата вулама çирĕп сывлăх сунасси çеç юлать.
Надежда АЛЕКСЕЕВА.
Ермеккей районĕ, Хурамал ялĕ.

Вăрăм ĕмĕр вăрттăнлăхĕ – ырă кăмăл
Вăрăм ĕмĕр вăрттăнлăхĕ – ырă кăмăл
Вăрăм ĕмĕр вăрттăнлăхĕ – ырă кăмăл
Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас