Çак йĕркесене ăна, Валентинăна, чунтан юратса, хисеплесе çыратăп. Хамăр пурнăçри хăш-пĕр самантсене аса илсе çырса кăтартас килет.
Валентина йăмăкăм çуралас умĕн Андреевсен çемйине йывăр самантсем тÿссе ирттерме тÿр килнĕ. 1949 çулхи июнь уйăхĕн вĕçĕнче пирĕн кил-çурта вут тĕртсе янă. Атте, Емельян Иванович Андреев, çемйине пушартан çăлса хăварма пултарнă. Анчах ĕнене пусма тÿр килчĕ. Вăл вăхăтра холодильниксем пулман. Пăсăлса каясран какайне ял халăхне салатса панă. Çынсем тĕрлĕрен пулаççĕ çав. Хăшĕ-пĕрисем парăмне каялла тавăрса паман, тен, майĕсем те пулман.
Шăпах çав вăхăтра районти ĕç тăвакан комитет председателĕ аттене район Канашĕн секретарĕ пулма сĕннĕ, пурăнма пĕчĕк пÿлĕм пама та шантарнă. Анчах атте килĕшмен, çурт лартма шутланă. Пÿрт лартасси çăмăл ĕç мар. Октябрь уйăхĕнчи сивĕре аппапа анне сивĕ шывпа тăм çăрса пÿрт шăлнă. Çав ĕçсем хыççăн вĕсен сывлăхĕсем самаях хавшанă.
Шăпа Валентинăн çирĕплĕхне хăй çураличченех тĕрĕсленĕ тейĕн. 1950 çулхи январь уйăхĕ питĕ сивĕ килнĕ. Пушар хыççăн аттен тумĕ начар пулнă. Пĕррехинче ĕçрен питĕ хытă шăнса таврăнчĕ вăл, унтан чирлесе ÿкрĕ. Февраль уйăхĕнче чиртен ураланаймасăр пурнăçран уйрăлса кайрĕ. Анне йывăр çын пулса юлнă. Çапла октябрь уйăхĕн 12-мĕшĕнче пирĕн çемьере Валя йăмăкăм çуралчĕ.
1953 çулта анне бруццелез чирĕпе чирлесе виçĕ уйăх хушши больницăра выртрĕ. Вăрах вăхăт вилĕмпе кĕрешрĕ вăл, анчах çĕнтереймерĕ, 1965 çулта шăпа пиртен аннене те туртса илчĕ. Çапла йăмăкăма ытла та ир çитĕнме, нумай ыйтăва хамăрăн татса пама тиврĕ. Апла пулин те Валентина йывăрлăхсене парăнмарĕ, хуçăлмарĕ. Тавах, аппана, вăл ăна хăй хÿттине илчĕ.
Вырăнти шкултан вĕренсе тухнă хыççăн тăрăшуллă Валентина Юматовăри техникумра бухгалтер профессине алла илчĕ, унтан тÿрех М. Гафури ячĕллĕ колхоза ĕçе вырнаçрĕ. Суйласа илнĕ профессипе тивĕçлĕ канăва тухиччен çеç мар, ун хыççăн та сахал мар çул хушши вăй хучĕ.
1975 çулта йăмăкăм хăй пекех пултаруллă ял ачипе Андрей Петровпа çирĕп те туслă çемье çавăрчĕ. Икĕ ывăлпа пилĕк хĕре пурнăç парнелесе ура çине тăратрĕç вĕсем. Андрей Владимирович нумай çул хушши вырăнти хуçалăхра выльăх тухтăрĕ, зоотехник пулса ĕçлерĕ. Тивĕçлĕ канăва тухсан та ял халăхне пулăшатчĕ. Колхоз ĕçне çÿренисĕр пуçне вĕсем кирек хăçан та çирĕп хуçалăх тытнă, ачисене те кирлĕ пек тимлĕх уйăрса, тивĕçлĕ воспитани пама пултарнă. Куç тулли ачасем çитĕнчĕç: ĕçчен те тимлĕ, тăрăшуллă. Паянхи кун сире кĕрÿпе иксĕре 11 мăнук савăнтарать.
Йăмăкăм, санăн çирĕп кăмăлу, лартнă тĕллеве пурнăçлама пĕлни мана яланах савăнтарать, хавхалантарать. Пирĕн ачалăхпа çамрăклăх çăмăл килмен, анчах та эпир çынлăх тенине нихăçан та çухатман.
Иван АНДРЕЕВ пиччĕшĕ.
Давлекан районĕ, Рауш посёлокĕ.