Пур хыпар та
Кун-çул каçалăкĕ
25 Октябрӗн 2025, 10:00
1

Пурнăç шкулĕн тĕрĕслевĕсем умĕнче пуç усман

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă чухне Федоровка тăрăхĕнчи Ашкатар ялĕнче çуралса ÿснĕ Клавдия Савельева 11 çулта пулнă. Нумай ачаллă çемье тĕп тăрантаракана çухатнăранпа икĕ çул çитнĕ – амăшĕ пилĕк ачапа пĕччен тăрса юлнă.

Пурнăç шкулĕн тĕрĕслевĕсем умĕнче пуç усман
Пурнăç шкулĕн тĕрĕслевĕсем умĕнче пуç усман

Клавдия пĕтĕмĕшле тăватă класс пĕлĕвĕ илнĕ. Унтанпа чылай вăхăт иртнĕ, анчах вăл шкул çулĕсене халĕ те ăшшăн аса илет. Клавдия Степановна каласа панă тăрăх, ăна шкулта вĕренме питĕ килĕшнĕ. Вăл вăхăтра кĕнекесемпе тетрадьсем пулман. Ачасем кивĕ хут листи çине тĕксемпе çырнă. Вĕренекенсем хăйсен пĕрремĕш вĕрентекенĕсене, Николай Никифоровичпа Максим Федоровича (кинемей вĕсен хушамачĕсене аса илеймерĕ – авт.), питĕ хисепленĕ.

Йывăр вăрçă çулĕсенче хутла вĕренесси иккĕмĕш вырăна куçнă. Мĕншĕн тесен хĕр ачан амăшне пулăшмалла, мĕнле майпа пулсан та хăйне валли çăкăр ĕçлесе илмелле пулнă. Клавдия Фрунзе ячĕллĕ колхозра ĕçленĕ, тĕрлĕ ĕç пурнăçланă: кăшман пуçтарнă, утă хатĕрлеме пулăшнă, пăрусем кĕтнĕ. Аслисемпе пĕр тан кунĕпе ĕçленĕшĕн пĕр ывăç сăсăл панă. Ăна вĕри шывпа ислетсе яшка вырăнне çинĕ.

Вăрçă хыççăн та çăмăл пулман. Клавдия Степановна пурнăç кăларса тăратнă йывăрлăхсем умĕнче пуç усман. Вăл виçĕ çул хушши Свердловск хулинче торф кăларнă çĕрте ĕçленĕ, унтан колхоз направленийĕпе Белорецк хулине вăрман касма тухса кайнă. Анчах мĕнле йывăр пулсан та çамрăксем пĕр-пĕрне куç хывнă, вĕсен хушшинче юрату туйăмĕ çуралнă, çемье çавăрма тăрăшнă. Çапла 1952 çулхи сентябрь уйăхĕн 11-мĕшĕнче Клавдия тăван ялĕнчи Николая качча тухнă. Çакăн хыççăн мăшăр Кинчеккей ялне пурăнма куçнă.

Малтанлăха çамрăксем тăмран çурт туса лартнă. Каярах вара Мелеуз хулинчен пура илсе килсе çĕнĕ çурт хăпартнă. Унта Клавдия Степановнапа Николай Иванович туслă та телейлĕ пурăннă, тăватă хĕрпе пĕр ывăл çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Николай Иванович тракторист пулса тăрăшнă. Унăн сăн ÿкерчĕкĕ яланах колхозăн Хисеп хăми çинче çакăнса тăнă. Клавдия Степановна ял хуçалăх предприятийĕсенче тĕрлĕ ĕçре ĕçленĕ. Ĕç çулĕсенче тăрăшулăхне кура ăна «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ят, Ача амăшĕн медалĕ (2 степень) парса чысланă.

1991 çулта çемье пуçĕ пурнăçран уйрăлса кайнă. Ачисем амăшне пĕччен хăварман, тимлĕхпе юрату ытамне çавăрса илнĕ. Акă, нумай çул хушши кинемей ывăлĕпе тата кинĕпе пурăнать. Нина Михайловна кинĕ кĕçĕн классен учителĕ пулса ĕçленĕ, халĕ вăл тивĕçлĕ канура. Юрий Николаевич вара ашшĕ ĕçне малалла тăснă, пенсие кайиччен тракторист тата водитель пулса тăрăшнă.

Кăçалхи декабрь уйăхĕнче Клавдия Степановна çавра çулне паллă тăвĕ, 95 çул тултарĕ. Вăл унчченхи пекех хастар, пĕр вырăнта алă усса лармасть. Кинĕ каласа панă тăрăх, хунямăшĕ халĕ те хăйĕн япалисене алăпа çăвать. Кĕр кунĕсенче çĕр улми тухăçне пуçтарма пахчана тухнă, çăвĕпе çырла татма çÿренĕ. Килти хушма хуçалăхри ĕçсене пурнăçланă чух та хăйĕн тÿпине хывма тăрăшать. Унсăр пуçне асанне-кукамай, мăн асанне-мăн кукамай пулнă хĕрарăм тăтăшах хĕрĕсем, мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсем патне кайса çÿрет.

Татьяна ИВАНОВА.

Федоровка районĕ, Кинчеккей ялĕ.

 

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас