Виталий Кузнецов Шаран районĕнчи Юность ялĕнче 1945 çулхи октябрь уйăхĕн 2-мĕшĕнче нумай ачаллă çемьере тăххăрмĕш пулса çуралнă. Питĕ ир вулама-çырма вĕреннĕскер ултă çул тултараспа ялти шкула кайнă. Тăватă класс вĕреннĕ хыççăн Виçĕ Çăл ялĕнчи шкула çÿренĕ, унта 7 класс пĕтернĕ. Пултаруллă арçын ача çакăнпа кăна çырлахман, тăван ялтан вун пилĕк çухрăмра вырнаçнă Акбарис ялĕнче 11 класс пĕлĕвĕ илнĕ. Çав вăхăтрах шкулта тракторист-комбайнер ăсталăхне те туптанă. ВЛКСМ Уставĕ тăрăх, 14 çул тултарнисене кăна комсомола йышăннă‚ чăваш çамрăкĕ вара 12 çултах комсомол ретне тăма пултарнă.
– Вăрçă хыççăнхи йывăр çулсемпе килнĕ ачалăх çăмăл пулмарĕ. Нумай ачаллă çемьере ÿснĕрен тăхăнма йĕркеллĕ тумтир те çукчĕ, пичче-аппасенчен юлни çеç лекнĕ. Çичĕ çултах аслисемпе пĕрле колхоз ĕçне хутшăннă. Вун виçĕ çулта тракторист пулса ĕçлерĕм, вун пиллĕкре комбайн рулĕ умне лартăм. Выçлă-тутлă пурăннă пулсан та аттепе анне, Филипп Григорьевичпа Екатерина Гавриловна, пире пĕлÿ пама тăрăшнă, – ачалăхне аса илет сакăр теçетке хыçа хăварнă сумлă ватă.
Çивĕч ăс-тăнлă çамрăк Ĕпхÿри аслă шкула çул тытнă, физикăпа математика факультетне вĕренме кĕнĕ. Пĕчĕкренех ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕ каччă каçсерен сăрт-ту оборудованийĕ туса кăларакан заводра ĕçленĕ. Çĕрлехи сменăсем, çывăрса тăранманни, ывăнни витĕм кÿнĕ – вĕренĕве пăрахнă. Укçа-тенкĕ ыйтăвĕ çивĕч тăнипе чăваш каччи çар заводне фрезеровщик пулса ĕçе вырнаçнă. Тавçăруллă çамрăк ĕçре сиксе тухакан кăткăс лару-тăрусенчен тухма пултарнă, аслисен хисепне çĕнсе илнĕ.
– Пуçарулăхпа тăрăшулăх пулнăран пысăк укçа, 300 тенкĕ ытла, ĕçлесе илеттĕм. Танлаштарма: пичче вăрçăра вилнишĕн аннене уйăхне 45 тенкĕ укçа паратчĕç. Пĕрремĕш шалуран ура тупанĕнчен пуçласа пуç тÿпи таран тăхăнмалăх тумтир туянтăм, – куç умне кăларса тăратрĕ вун сакăр çулхи пурнăçне Виталий Кузнецов.
Шкулта вĕреннĕ чухнех маттур каччă спортпа туслă пулнăран йĕлтĕрпе чупассипе спорт мастерĕн кандидачĕ пулса тăнă. Заводра ĕçленĕ вăхăтра «Авангард» спорт клубĕн чысне республика ăмăртăвĕсенче хÿтĕленĕ. 1964-1967 çулсенче вăл салтак тивĕçне чыслăн пурнăçланă. Хĕсметре тăнă вăхăтра каçхи парти шкулне лайăх паллăсемпе пĕтернĕ. Демобилизаци хыççăн «Нефтеавтоматика» заводра ĕçленĕ. Тăрăшуллă та ăслă çамрăка ВЛКСМăн Октябрьски хулинчи хула комитечĕн путевкипе килĕшÿллĕн Шалти ĕçсен министерствине ĕçлеме янă. Виталий Кузнецов участок инспекторĕн тивĕçне пурнăçланă. Çулталăк хушшинче вăл преступленисене уçса парассипе, уголовлă ĕçсене тишкерессипе тата ытти енĕпе пысăк ÿсĕмсем тунă. Çакна çÿлерех ларакансем асăрханă, уголовлă шырав службин оперуполномоченнăйне куçарнă. Каярах Виталий Филиппович аслă оперуполномоченнăй пулса тăнă.
– Манăн пурнăç питĕ интереслĕ. Уйрăмах вăл кăткăс пулăмсемпе пуян. Служба вăхăтĕнче тем те пулса иртнĕ. Хăйсен должноçĕпе усă курса саккуна пăсакан ертÿçĕсене хирĕç тăни те, çынсене тÿрлетейми йăнăш туса хурассинчен хăтăлма пулăшни те, хама тапăнма тата хăратма хăтланнă çынсенчен хÿтĕленни те… – тет Октябрьски хулинчи «Заитово» микрорайонти Ветерансен канашĕн председателĕ Виталий Кузнецов.
Сывлăхĕ чир-чĕрпе хавшанăран чăваш арĕ вăхăт шунă май ĕç вырăнне улăштарнă. «Башнефть» производство пĕрлешĕвĕнче гражданла оборона тата мобилизаци ĕçĕ енĕпе инженер пулса ĕçленĕ. Юрист профессине алла илнĕскер Донецкпа Рига университечĕсенче квалификацине ÿстернĕ. Çапла Виталий Филипповича юрисконсульт тивĕçне шанса панă.
Тĕлпулу вăхăтĕнче калаçу çăмхи сÿтĕлчĕ те сÿтĕлчĕ: тем çинчен те аса илтĕмĕр. Унтан чăваш арĕ юрă-кĕвĕ тĕнчине мĕнле майпа кĕрсе ÿкнине йăл кулса аса илме пуçларĕ.
– Мĕн астăвасса хут купăс калама пĕлетĕп. Çак туртăм аттерен куçнă пулĕ. Унăн хут купăс сасси чуна пырса тиветчĕ. Унсăр пуçне вăл çак кĕвĕ инструментне хăйех ăсталама та пĕлетчĕ. Астăватăп-ха, ача чухне яла «Алло, мы ищем таланты!» музыкăпа йăпану программин ĕçченĕсем килсе çитнĕччĕ. Паллах, эпĕ те хам мĕн пĕлнине кăтартса пама васкарăм. Çепĕç кĕвĕ вĕсен кăмăлне кайрĕ, мана юрă-кĕвĕ шкулне вĕренме илме килĕшрĕç. Анне çеç хирĕç пулчĕ: «Колхозра кам ĕçлет?» – терĕ. Участок инспекторĕ пулса ĕçленĕ вăхăтра подъездсенче пухăнакан шухă çамрăксен аллисенчи гитарăна илсе калаттăм. Майĕпен баянпа та выляма вĕрентĕм. Апла пулин те юрă-кĕвĕ тĕнчине каярах путнă, – каласа парать Шалти ĕçсен министерствин ĕнерхи ĕçченĕ.
Сцена çине пуçласа тухасси вара унăн ăнсăртран пулса иртнĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенче пултарулăх культури вăйлă аталаннă. Хулари предприятисемпе учрежденисенче ушкăнсем йĕркеленнĕ. Вĕсенче аккомпаниаторсем питĕ кирлĕ пулнă. Çапла пĕррехинче Виталий Филипповича хулари «Геофизик» культура çуртне ертсе пыракан Анатолий Сафонкин «Здравица» вырăс хорне чĕнсе илнĕ. Çавăнтанпа В.Ф. Кузнецов алăран кĕвĕ инструменчĕсене яман, тĕрлĕ халăх ушкăнĕсемпе пĕрле сцена çине тухнă. 2006 çулта хулара «Илемпи» чăваш халăх вокал ансамблĕ йĕркеленнĕ. Виталий Филиппович асăннă коллективăн пурнăçне те аккомпаниатор пулса хутшăнать. Вăл – чăннипех те чи маттур купăсçăсенчен пĕри. Аллине хут купăса тытсан хăнăхнă пÿрнисем килĕшÿллĕ çемĕ çине ÿксе тÿрех илĕртÿллĕ те чуна тыткăнлакан кĕвĕ калама тытăнаççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл тĕрлĕ конкурссен çĕнтерÿçи те. Çакна унăн пухмачĕнче темиçе теçетке упранакан Тав çырăвĕпе Хисеп хучĕ те çирĕплетет.
Паллах, çак çитĕнÿсем тăрăшулăха, яваплăха пула туптаннă. Чи кирли вара унра – чăвашлăха, ун культурине пĕтĕм чун-чĕререн юратни, упраса хăварма тăрăшни. Сăмах май, 1978 çулта Октябрьски хулинчи Чăваш культура обществине йĕркеленĕ. Йĕркелÿçĕсенчен пĕри, паллах, Виталий Кузнецов пулнă.
В.Ф. Кузнецовăн ĕçне тĕрлĕ шайри наградăсемпе хакланă. Вăл «СССР ШĔМĕн органĕсенче 10 çул хушши тăрăшса ĕçленĕшĕн», «Ĕç ветеранĕ» медальсене, Октябрьски хулинчи Наци культурисен центрĕн Дипломĕсемпе Хисеп хучĕсене, ПР Шалти ĕçсен министрĕн Дипломĕсемпе асăнмалăх парнисене тивĕçнĕ.
Чăнах та, Виталий Филиппович пек хастар чĕреллĕ çынсем пулсан пирĕн халăха авалтан вăйăсенче «саккăрла» ташлаттарнă купăс тата нумай çул пурăнĕ-ха.
Ирида МАТНИЯЗОВА.
Октябрьски хули.