Пур хыпар та
Кун-çул каçалăкĕ
24 Декабрӗн 2025, 10:00
1

Анна Трофимован пурнăçĕ ĕçпе тата телейпе тулли пулнă

Декабрь уйăхĕн 24-мĕшĕ – тĕлĕнмелле çирĕп кăмăллă та пултаруллă хĕрарăмшăн уйрăм дата. Çĕнĕ çул умĕнхи хĕллехи кун Авăркас тăрăхĕнчи Пишкайăн ялĕнче пурăнакан ĕç ветеранĕ, вăрçă ачи Анна Трофимова 95 çулхи юбилейне кĕтсе илчĕ. Çемйинчи çывăх çыннисемшĕн вăл анне, кукамай, асанне пулсан, историшĕн вара авалхи тата паянхи пурнăçа çыхăнтаракан çын.

Анна Трофимован пурнăçĕ ĕçпе тата телейпе тулли пулнă
Анна Трофимован пурнăçĕ ĕçпе тата телейпе тулли пулнă

Анна Алексеевна Треппел ялĕнче çуралса ÿснĕ. Амăшĕн сăмахĕсем тăрăх, хĕр ача 1930 çулхи октябрь уйăхĕнче çут тĕнчене килнĕ, анчах ашшĕпе амăшĕ ял Канашне декабрь уйăхĕн 24-мĕшĕнче çеç çитнĕрен çуралнине çирĕплетекен хут çинче те çак куна палăртнă. Вăрçă çулĕсемпе тÿр килнĕ ачалăхĕ унăн çăмăл пулман. Çав вăхăтри миллионшар вăрçă ачи пек хаваслă вăйăсем вырăнне йывăр ĕç ĕçлеме тÿр килнĕ. Анна мĕн пĕчĕкренех çăкăр хакне пĕлсе ÿснĕ, вăйĕ çитнĕ таран аслисене колхозри, кил хуçалăхри ĕçсене тума пулăшнă. Çамрăк пулин те йывăрлăхсене парăнман, пĕр ĕçрен те хăраса тăман.

– Кунне 200-шер грамм çăнăх паратчĕç тата столовăйĕнче апат çитеретчĕç. Укçа тÿлемен. Вăрçă часрах вĕçленессе, лайăх пурнăç çитессе кĕтеттĕмĕр. Çак кун та çитрĕ. Пĕррехинче, ун чухне эпĕ вун тăватă çулта, столовăйĕнче апат çитернĕ хыççăн (Анна шкулта вĕреннĕ вăхăтрах колхозра апат та пĕçернĕ) хир урлă киле таврăнатпăр. Ана çинче хут татăкĕсем вĕçсе çÿреççĕ. Хăшĕ-пĕри пиçен, хыт-хура çине çыпăçса ларнă. Треппел çийĕн самолет вĕçсе иртнĕ иккен. Вăрçă чарăннине пĕлтерсе листовкăсем салатнă. Эпĕ те пĕр хутне киле илсе таврăнса стена çине çыпăçтарса хутăм. «Товарищи колхозники и колхозницы, скоро ваши отцы и братья вернутся домой», – тесе çырнăччĕ унта, – аса илет иртнине Анна аппа.

Вăрçă вĕçленнĕ хыççăн та тÿрех çăмăл пурнăç пулман. Ăна нушине самаях ас тивме, ĕмĕрĕ тăршшĕпе темĕнле ĕç те тума тÿр килнĕ. Тус-тантăшĕсемпе пĕрле икĕ сезон тăршшĕ Архангельск районĕнчи вăрмансенче шаршан (йывăç каснине кинемей çапла калать) та каснă, Инзер шывĕ тăрăх сулă юхтарнă çĕрте те ĕçленĕ. Ку ĕç епле йывăр пулни пирки калама та кирлĕ мар. Çумăра е çиле пăхмасăр, уçă пĕлĕт айĕнче, чĕркуççи таран сивĕ шывра йывăр пĕренесене кирлĕ пек çыхса шыв тăрăх юхтармалла пулнă. Хăрушă та йывăр ĕç кăмăлне çирĕплетнипе пĕрлех нимĕнле ĕçрен хăрамасса, çумри çынсен пулăшăвĕпе тĕрекне, çут çанталăк вăйне туйма вĕрентнĕ.

Питĕ ĕçчен те паттăр пулнине кура пĕлĕшĕсем Аннăна хăйпе пĕр çулхи Пишкайăн ял каччипе паллаштарма шутлаççĕ. Илемлĕ сăн-питлĕ, çирĕп хул-çурăмлă та ĕçчен Николай Трофимов хĕр кăмăлне каймасăр пултарайман. Çамрăксем пĕр çемьене чăмăртанса пилĕк ачана, виçĕ хĕрпе икĕ ывăла, пурнăç парнеленĕ. Трофимовсен пурнăçĕ ĕçпе тата телейпе тулли пулнă. Ачаран ФЗОра вĕренсе ятарлă специальность илнĕ ылтăн алăллă Николай МТМра механизатор, механик пулса ĕçленĕ. Ăна таврара пĕлмен, палламан çын та пулман. Анна та колхоз ĕçĕнчен пĕр кун та юлман. Ялан тÿрĕ кăмăлтан тăрăшнă. «Тем те тума тÿр килнĕ мана», – тет 95 çул тултарнă кинемей.

Нумай çул хушши тÿрĕ кăмăлтан тăрăшнă Анна Алексеевна сахал мар наградăна тивĕçнĕ. Юбилярăн кăкăрĕ çинче нумай ача амăшĕн тивĕçне туллин хак паракан «Ача амăшĕн мухтавĕ» медаль (2 степень), «Социализмла ăмăрту çĕнтерÿçине» паллăсем (вĕсем иккĕ таранах, пĕрне 1973, теприне 1974 çулта панă), «Хастар ĕçленĕшĕн. В.И. Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа», Аслă Çĕнтерĕве 50, 60, 80 çул çитнĕ юбилейлă медальсем тата ытти те ялкăшаççĕ.

Паянхи кун Анна Алексеевна çемье вучахĕ шутланакан пысăк та хăтлă çуртра аслă Зина хĕрĕпе пурăнать. Кунта унăн пур ачи те, мăнукĕсем те пуçтарăнаççĕ. Стена çинче ĕмĕре яхăн историе сăнласа паракан сăн ÿкерчĕксем. Эпир килнĕ чухне Зинаида Николаевна килте çукчĕ. «Хăй ĕçĕсемпе Ĕпхÿ хулине кайрĕ те ларатăп-ха вăл таврăнасса кушак пек кĕтсе. Унсăрăн çав тери кичем», – тет кинемей.

Хĕрĕпе амăшĕ чăх-чĕп, качака усраççĕ, пахча çимĕç çитĕнтереççĕ. Тулта та, пÿртре те чечексем куçа савăнтараççĕ. Хамăр акса ÿстерекен пахча çимĕç те, килти чăх çăмарти те, качака сĕчĕ те сывлăхшăн усăллă пулнине пурте лайăх пĕлетпĕр. Кинемей вара кашни кунах тутлă пăтă е яшка çиет, качака сĕчĕ ĕçет.

Мĕнре-ха вăрăм ĕмĕр вăрттăнлăхĕ тесе ыйтĕ вулакан. Паллах, çын çирĕп те хавхалануллă кăмăллă пулнинче, ĕмĕрĕ тăршшĕпе йывăр ĕç ĕçленĕ аллисем халĕ те мĕн те пулин тума тăрăшнинче, пĕр чарăнми хусканура пулнинче.

Надежда РОДИОНОВА.
Авăркас районĕ, Пишкайăн ялĕ.

Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас