Пур хыпар та
Кун-çул каçалăкĕ
6 Кӑрлач , 15:00
2

Мăшăрне ĕçре курса суйланă

Аллăмĕш çулсенче çуралнисен ачалăхĕ, вăрçă ачисемпе танлаштарсан, кăшт лайăхрах пулнă, анчах çăмăл тесе калаймăн. Ачасен ашшĕ-амăшĕсем кунĕпе ĕçре тăрăшнă. Хĕрарăмсене ача çуратиччен 56 кун тата ача çуралсан 56 кун декрет отпускĕ çеç панă. Ытларах пĕчĕк ачасене килти ватăсене е çемьери аслăрах ачасене шанса хăварнă.

Мăшăрне ĕçре курса суйланă
Мăшăрне ĕçре курса суйланă

Халăх çити-çитми пурнăçпа пурăннă, çимелли те, тăхăнмалли те çителĕклĕ пулман, лавккасенче апат-çимĕç, тавар дефицичĕ хуçаланнă. Аслисемпе пĕр тан ĕçлесси, ĕçе час хăнăхасси çав вăхăтри ачасемшĕн хăнăхнă пулăм шутланнă. Шăпах çавăн пек ачалăх пулнă та Валентина Петрован.

Валентина Квинтильяновна Петрова (Иванова) Пелепей районĕнчи Чупукаран ялĕнче 1956 çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕнче колхозниксен çемйинче виççĕмĕш ача пулса çуралнă. Мĕн пĕчĕкрен хĕр ачана амăшĕ тирпейлĕ пулма, ал ĕç тума вĕрентсе ÿстернĕ. Слакпуç ялĕнчи шкулта 8 класс вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Кемерово облаçне Прокопьевск хулине çĕвĕç профессине вĕренме янă. Çамрăк хĕр алла диплом илсен тăван кĕтесе каялла таврăнса Пишпÿлек ялĕнчи типографие наборщица пулса вырнаçнă.

– Канмалли кунсенче тăван яла килнĕччĕ. Июнь уйăхĕн шăрăх кунĕсем тăраççĕ. Аттепе анне хĕл валли вăрманта вутă хатĕрлетчĕç. Ăна киле турттарса килмеллеччĕ. Тавралăхра техника тавраш çук-ши тесе çырма хĕрне антăм та çăк турттаракан машинăна асăрхарăм. Камăн автомашини тесе кăсăклансан пĕр çамрăк каччă сасă пачĕ, - аса илет Валентина Квинтильяновна пулас мăшăрĕпе пĕрремĕш хут тĕл пулнине.

Çамрăксем паллашса кайнă, вутă турттарса килесси пирки калаçса татăлнă. Вутта пушатнă хыççăн ырă кăмăллă та тарават хуçасен йăлипе çамрăка сĕтел хушшине чĕннĕ. Апатланса калаçса ларнă май хĕр çинчен куçне илмен Анатолий хăйне Валентина килĕшнине пĕлтернĕ. Хĕре те правур та ĕçчен каччă кăмăлне кайнă. Çамрăксем хăйсен телейне çухатас темен, пĕр-пĕринпе курнăçма тытăннă. Часах Анатолий Валентинăна Слакпуç ялне хăйĕн ашшĕ-амăшĕпе паллаштарма илсе кайнă. Вăтам пÿллĕ, сарă çÿçлĕ, яштака та правур, илемлĕ сăн-питлĕ хĕр каччăн ашшĕпе амăшне те килĕшнĕ. Çамрăксем икĕ эрнерен туй кĕрлеттернĕ, мăшăр Анатолийĕн ашшĕ-амăшĕпе пурăннă, пысăк хуçалăх тытнă, çĕнĕ çурт лартнă. Слакпуç ялĕнче халăха йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен комбинат уçсан (КБО) хĕрарăм çавăнта ĕçлеме пуçланă. Ял çыннисем çамрăк хĕрарăма ырă кăмăлĕшĕн, тимлĕхĕшĕн, яваплăхĕшĕн хисепленĕ. Вăл тÿрĕ кăмăлтан, лайăх ĕçлени çинчен 1979 çулхи «Знамя Победы» хаçатра та (Пелепей район хаçачĕ) çырса кăларнă (вăл çемье архивĕнче упранать). Ертÿçĕсем те Валентинăна тăрăшулăхне кура сахал мар Хисеп хучĕпе чысланă. Асăннă комбинат хупăнсан Валентина Петрова 13 çул лавккара ĕçленĕ. Унтан фермăра хĕллехи вăхăтра икĕ çула яхăн пăрусене пăхнă, çуллапа кĕркунне повар пулса ĕçленĕ. Тивĕçлĕ канăва каяс умĕн ача садĕнче воспитатель пулăшаканĕ пулса тăрăшнă. Ĕç ветеранĕн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 38 çул та 8 уйăхпа танлашать.

Валентина Квинтильяновнапа Анатолий Васильевич икĕ хĕрпе икĕ ывăл çуратса ÿстернĕ. Шел, Евгений ывăлĕ çамрăклах çĕре кĕнĕ. Тивĕçлĕ канăва тухсан Петровсем хăйсен хуçалăхĕпе пурăннă: ĕне-пушмак, сурăхсем, качакасем, сысна, чăх-чĕп тытнă, пахча çимĕç ÿстернĕ, хурт-хăмăр ĕрчетнĕ. Шел пулин те, 8 çул каялла Валентина Квинтильяновнан мăшăрĕ пурнăçран уйрăлса кайнă. Йывăр хуйха тÿссе ирттерме хĕрарăма ачисем юнашар пулни пулăшнă.

Хальхи вăхăтра Валентина Петрова хăй йăпанăвне ĕçре тупать: çулла чăх-чĕп, хур-кăвакал усрать, пахча çимĕç çитĕнтерет, хĕл кунĕсенче ачисем тата мăнукĕсем валли алса-чăлха çыхать. Сăмах май каласан, ăна паянхи кун 9 мăнукпа пĕр кĕçĕн мăнук савăнтараççĕ. Çулла каникул вăхăтĕнче мăнукĕсем кукамăшпе асламăшĕ патне пухăнаççĕ, вăл вĕсене тутлă апат-çимĕçпе сăйлать, вăрмана кăмпа-çырлана çÿретет, çыхма-çĕлеме, ĕçе хăнăхтарать.

– Аттепе анне килĕ пирĕншĕн чун лăпкăлăхĕн утравĕ пекех. Кашни хăйĕн çемйипе пурăнсан та уявсемпе канмалли кунсенче, отпуск вăхăтĕнче анне патне васкатпăр. Анне пире ача чухне Çĕнĕ çула карнавал тумĕсем çĕлесе пани, аттен Урал мотоциклĕпе колхоз ани çине кăшман çумлама, утă çулма, çырла-кăмпа пуçтарма çÿрени, пĕрле кĕтÿ кĕтни ĕнер пулса иртнĕ пекех туйăнать. Пурнăçра тĕрлĕ лару-тăру, йывăрлăхсем сиксе тухсан та эпир яланах анне пулăшăвне, унăн ăшшине туйса тăратпăр, – ăшшăн каларĕ амăшĕ çинчен Валентина Петрован аслă Наталья хĕрĕ.

Январь уйăхĕнчи канмалли кунсенче Валентина Квинтильяновнан çурчĕ каллех ачисемпе, мăнукĕсемпе, тăван-хурăнташĕсемпе, кÿрши-аршисемпе тулĕ. Вĕсем туслă та хаваслă ушкăнпа, тулли кĕрекере юбилярăн çуралнă кунне паллă тăвĕç.

Инга АЛЕКСЕЕВА.
Пелепей районĕ, Слакпуç ялĕ.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас