Пур хыпар та
Кун-çул каçалăкĕ
12 Кӑрлач , 10:00
1

Асра пĕрремĕш вĕрентекен

Мӗн ачаран юратнӑ шкул, унăн пахчинчи лаштра ҫӑкасем, ҫураҫнӑ хӗр пек курăнакан шап-шурӑ хурӑнсем, илӗртӳллӗ улмуҫҫисем, хӑмла ҫырли тӗмӗсем... Янкӑр уҫӑ тӳпе, шӑнкӑртатса юхакан шывра хӗвел шевлисем йӑлтӑртатаҫҫӗ. Пурте куҫ умӗнче.

Асра пĕрремĕш вĕрентекен
Асра пĕрремĕш вĕрентекен

Пирӗн шкул темиçе çуртран тăратчĕ. Аслӑ классем вӗренекен тӗп шкул ял варринче (халĕ чиркӳ вырнаçнă), пуҫламӑш классем вӗренекенни ҫӳлерех, Турмай урамӗ пуҫӗнче, виççĕмĕшĕ тӗп шкултан аяларах, лавкка енче, вырнаçнăччĕ. Вӗсем пурте пӗр картишре илемлӗ те мӑнаҫлӑн курӑнса ларатчӗҫ.
Эпир вара 1-4 мӗш классенче ҫырма ҫумӗпе никĕсленнĕ, клубран инҫех мар шкул çуртĕнче вӗрентӗмӗр. Асамлӑ юмахри пек питӗрех те хитре вырӑнччӗ: ҫӳллӗ йывӑҫсем ÿсетчĕç, ҫӑлкуҫ шăнкăртатса юхатчĕ.
Пӗрремӗш вӗрентекен Галина Андреевна Ивановаччĕ. Вăл илемлӗ те ырă кăмăллă, ăста та пултаруллă çамрăк хĕрччĕ. Галина Андреевна 1941 ҫулхи ноябрь уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Пишпÿлек тăрăхне кӗрекен Юманлӑх (Александровка) ялӗнче нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралнӑ. Ялти шкултан вӗренсе тухсан 1959 ҫулхине Пелепейĕнчи педагогика училищине вӗренме кӗнӗ. Ăна 1963 ҫулта вӗренсе пӗтерсен направленипе Çтерлĕ хулине янă. Ун чухне Çтерлĕ районне Авăркас, Çтерлĕпуç, Федоровка тăрăхĕсем те кӗнӗ. Районти халăх вĕрентĕвĕн уйрăм пуҫлӑхӗ Сергеев хушаматлӑ чӑваш пулнă. Вӑл ҫамрӑк хӗре Çтерлӗпуҫ районне кӗрекен 8 класлӑ Тетӗрпуҫ шкулне ĕçлеме янӑ. Галина Иванова Ҫтерлӗпуҫ ялне ҫитиччен икĕ сехет çуран утнă, ун чухне ҫулӗсем те начартарах пулнă-тăр. Ту ҫине хӑпарсан пӗр ҫӑмӑл машина Тетӗрпуҫне ҫити лартса килнӗ те: «Çакӑнта учительсем пурӑнаҫҫӗ», – тесе ĕç тата физкультура учителĕ пулса ĕçлекен Николай Васильевич Петровсен килĕ умӗнче антарса хӑварнӑ. Хӑй Кашкар ялӗнче пурӑнаканскер пулнӑ. Николай Васильевичсен патӗнче пӗр эрне пурӑннӑ ҫамрӑк специалиста Елна аппа, нимĕç чĕлхи вĕрентекен Валерий Захарович Егоровăн амӑшӗ патне хваттере кӗртнӗ. Унта Белорецкран килнӗ вырӑс чӗлхи вӗрентекенĕ Галина Ивановна Маврина пурӑннă. Хӗрсем туслашса кайнă: вӑййа, клуба, кинона ҫӳренӗ, ачасене экскурсисене илсе кайнă, тетрадьсене тӗрӗсленӗ, кашни урока тĕплĕн хатӗрленнӗ. Ун чухне шкул директорӗ пулса пур енчен те тӗслӗх кăтартакан пуҫлӑх, вӗрентекен Александр Герасимович Петров ĕçленĕ. Вӑл ҫамрӑк вӗрентекене хапӑл туса йышӑннӑ, ялан пулӑшу пама хатӗр пулнӑ.
Эпир 1963 çулта пĕрремĕш класа вĕренме кайрăмăр. Шкула савӑнса ҫӳреттӗмӗр, уроксене тӑрӑшса хатӗрленеттӗмӗр, юратнӑ вӗрентекене кӳрентерес мар тесе хамӑра тирпейлӗ тытма тӑрӑшаттӑмӑр.
1964 ҫултан пире вырӑсла вӗрентме пуҫларӗҫ. Вĕрентÿ кĕнекисем вара чӑвашлахчӗ. Ҫӗнӗ йӗркепе паллашма, вырӑсла вӗрентнине курма Галина Андреевна, Александр Герасимович тата ашшӗ-амӑш комитечӗн пайташӗ Николай Александрович Спиридонов Мияки районне кӗрекен Еспуҫ ялӗнчи шкула кайнӑччĕ. Анчах та халь кӑна вӗренсе тухнă çамрăк учителе вырӑсла вӗрентесси йывӑр пулман. Галина Андреевна 1972 ҫулта Çтерлĕри педагогика институтне физикăпа математика факультетне куҫӑн мар мелпе вӗренме кӗнĕ, унтан шкулта аслӑ классенче математика урокĕсене илсе пынă.
Ҫапла пирӗн пӗрремӗш вӗрентекен Тетӗрпуҫӗнче никӗсленчĕ, ҫамрӑк та патвар каччӑпа Кӗҫтенттинпе 1964 ҫулта май уйӑхӗнче ҫемье ҫавӑрчĕ. Пилĕк ача ҫуратса ӳстерчĕç вĕсем. Шел пулин те, ывӑлӗпе пӗр хӗрӗ сарӑмсӑр ҫӗре кӗчĕç, Кӗҫтенттин пичче те çут тĕнчепе сыв пуллашрĕ.
Халӗ Галина Андреевна пӗчченех пурӑнать, ҫуртри ӗҫĕсене хӑех пурнӑҫлать: апат пĕçерет, кил-ҫуртне тирпейлӗ тытать. Эпир килсен пире те ӑшшӑн кӗтсе илсе хӑна туса ячӗ.
Çулла вăл пахча ҫимӗҫ ӳстерет. Ачисем амăшне пулăшма эрнесерен килсе тӑраҫҫӗ, отпуск вӑхӑтӗнче унпа пӗрле пурăнаҫҫӗ.
Юратнă учителĕн ĕнерхи вĕренекенĕсем вăл хăй вăхăтĕнче тӑрӑшса, чунне парса ӗҫленине лайăх ӑнланаҫҫӗ, ӑна хисеплеҫҫӗ, юратаҫҫӗ. Шкулта илнӗ тарӑн пӗлĕве пурнӑҫра ҫирӗплетеҫҫӗ. Галина Андреевна ĕçлĕ çулĕсенче ӑсталӑхне ӳстерсех пынӑ, унӑн ҫитӗнӗвӗсене чылай Хисеп хучĕсемпе, Тав ҫырӑвӗсемпе чысланă.
Кам кӑна иртмен пуль ун алли витĕр: тухтӑрсем, вӗрентекенсем, ҫыравҫӑсем, ял хуҫалӑх ӗҫченӗсем тата ыттисем те.
Ирина ИЛЬИНА, РФ пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ.
Çтерлĕпуç районĕ, Тетĕрпуç ялĕ.

Халĕ пирĕн MАХ мессенджерта официаллă канал пур! Унта web.max.ru/-687399910... каçăпа куçма пулать.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас