Пур хыпар та
Кун-çул каçалăкĕ
26 Кӑрлач , 09:00

«Палăртнине пурне те пурнăçа кĕртрĕм»

Пелепей районĕнчи Максим Горький ячĕллĕ ăратлă заводăн тĕп ялĕнче пурăнакан Елена Никифоровна Гаврилова çак кунсенче 90 çулхи юбилейне кĕтсе илчĕ. Вăрăм ĕмĕр хуçин пурнăçĕ çăмăл пулман пулин те çемьери телейпе, ĕçри çитĕнÿсемпе, çывăх çыннисен юратăвĕпе питĕ те пуян.

«Палăртнине пурне те пурнăçа кĕртрĕм»
«Палăртнине пурне те пурнăçа кĕртрĕм»

Ачалăхĕ вăрçă вăхăчĕпе пĕр килнĕ аслă ăрури çынсенни пекех хыçра пысăк та йывăр пурнăç çулĕ юлнă, ăна вăл чыслăн та тивĕçлĕн утса тухнă. Елена Гаврилована ĕмĕрĕнче савăнăç та, хурлăх та курма тÿр килнĕ. Унăн ачалăхĕпе çамрăклăхĕ хаяр вăрçă вăхăчĕпе ун хыççăнхи çăмăл мар тапхăра лекнĕ.

Елена Никифоровна 1936 çулхи январь уйăхĕн 14-мĕшĕнче Пишпÿлек районĕнчи Мелеспуç ялĕнче нумай ачаллă çемьере пиллĕкмĕш пулса çуралнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вĕçленсен 1945 çулта вырăнти пуçламăш шкула вĕренме кайнă, пиллĕкмĕш класа тăхăр çухрăмра вырнаçнă Хушăлка ялне çÿренĕ. Мелеспуçĕнче 6-7 классем уçсан тăван ялĕнчех пĕлÿ пухнă.

– Çичĕ класс хыççăнах пире, ĕнерхи вĕренекенсене, Фрунзе ячĕллĕ колхоза тырă турттарнă çĕре ĕçлеме ячĕç. Хăй тĕллĕн çÿрекен комбайнсемпе тырă выратчĕç. Эпир тыр-пула лаша ураписемпе турттараттăмăр. Унтан трактор бригадин поварĕ пулма тÿр килчĕ. Хирте пĕчĕк вакунра ĕçлесе пурăнаттăм, çĕр ĕçченĕсем валли апат пĕçереттĕм, киле ямастчĕç. Ун чух пирĕн колхоза Брик-Алга, Михайловка, Федоровка ялĕсен çывăхĕнчи çĕрсем кĕретчĕç. Çур аки, вырма вăхăтĕнче çĕр ĕçченĕсем валли апат хатĕрлеттĕм. Хĕлле пăру пăхаттăм. Выльăхсене çитерме курăм çитместчĕ, утă-улăм Вăтам Азинчен илсе килетчĕç. Сĕлĕ çăнăхĕнчен кĕсел пĕçереттĕм, хывăхне вăкăрсене параттăмăр, шĕввине сĕтпе хутăштарса пăрусене çитереттĕм. Мана çак ĕçре вутă хатĕрлеме, хутма Николай Осиповпа Анатолий Родионов пулăшатчĕç. Çимелли çукчĕ, çавăнпа та эпĕ вĕсене хама пулăшнăшăн кĕселпе, сĕлĕ çăнăхĕнчен пĕçернĕ пашалупа хăналаттăм. Паллах, вăрттăн, никама систермесĕр, вăхăчĕ çапла пулнă, – аса илет иртнине Елена Гаврилова. – Ĕçленĕшĕн уйăхне 8 килограмм çăнăх паратчĕç. Çемьене усă кÿме пултарнипе мăнаçланса ăна аннене аллинчен тыттараттăм.

Ялти çамрăксемпе каçпа клуба спектакльсем курма çÿреттĕмĕр. Ун чух ĕçе вăхăтра çитмелле пулнипе час-часах спектакль хыççăн фермăра улăм матрассем çинче тумтире хывмасăрах çĕр каçма тÿр килетчĕ.

Елена Никифоровна пурнăçри пулăмсене ĕнер пулса иртнĕ пекех куç умне кăларса тăратать. 1953 çулхи март уйăхĕн 5-мĕшĕнче И.В. Сталин вилнĕ хыççăн хăйсен ялне Пишпÿлекрен Свердловск облаçне çынсене торф кăларма чĕнме килнине те каласа пачĕ. Районтан килнĕ çын паспорт парассипе, ĕçшĕн укçа тÿлессипе илĕртнĕ. Ун чух 16 çулхи хĕр килтисемпе канашламасăрах торф кăларма заявлени çырнă. Килĕнчисем çеç мар, ертÿçĕсем те тăрăшуллă хĕре фермăран ярасшăн пулман.

– Челябинск хулинче пире хамăр ентеш Петр Яковлев кĕтсе илчĕ. Петя пиччен арăмĕ вырăсчĕ, майра. Пире шурă çăкăрпа чей ĕçтерчĕ. Унтан поездпа Свердловск хулине çитрĕмĕр, ун чух чугун çул вокзалĕнче халиччен курман илемлĕ люстра курса савăннăччĕ. Пире, ял ачисене, çакă питĕ тĕлĕнтернĕччĕ.

Торф предприятийĕ Свердловск облаçĕнчи Камышлов хулинче вырнаçнăччĕ. Тир тата кирпĕч завочĕсем торфпа ĕçлетчĕç. Хамăр ялтан эпир виçĕ Елена торф кăларма кайрăмăр: Осипова, Сидорова тата эпĕ, Тимофеева. Вĕсем манран вунă çул ытла аслăрахчĕ, маншăн вĕсем аппасем пекехчĕ, ялан канаш паратчĕç, вĕрентетчĕç, пулăшатчĕç, – аса илет Елена Никифоровна тăван килĕнчен аякра пурăннă çулсене.

Хĕрсене 28 вырăнлă барака вырнаçтарнă. Ушкăнра ытларах пушкăрт хĕрĕсем пулнă. Елена ют чĕлхене час алла илнĕ, хăй вăхăтĕнче шкулта лайăх вĕреннĕскер вырăсла калаçма та аван пĕлнĕ. Çавăнпа та пушкăрт хĕрĕсем ăна лавккана кайнă чух куçаруçă вырăнне илсе çÿренĕ. Ĕç çăмăл пулман, анчах та ялта ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕскерсем йывăрлăхсенчен хăраман. Ĕç укçине лайăх тÿленĕ, Елена малалла багерпа (торф кăларакан экскаватор) ĕçлеме вĕренес ĕмĕтпе пурăннă. Анчах та отпуска таврăнсан вун тăххăрти хĕрĕн пурнăçĕ пĕтĕмпех улшăннă. Амăшĕпе аппăшĕ ун валли Леонид Гаврилов качча тупса хунă. 1955 çулта çамрăксем пĕрлешнĕ, вĕсен пĕрин хыççăн тепри тăватă ача çуралнă. Анчах та çемье телейĕ вăраха тăсăлман, вун пилĕк çул пĕрле пурăннă хыççăн Леонид мăшăрĕ вăхăтсăр пурнăçран уйрăлса кайнă.

Елена Никифоровна 1969 çулта шăпана иккĕмĕш хут Николай Федоровпа тĕрĕслесе пăхас тенĕ. Николай Тарасовичăн усрава илнĕ хĕрĕ те пулнă. Пысăк çемьере тата икĕ ача çуралнă. Паян кун вĕсен шутĕнче пушар хуралĕнче ĕçлекенрен пуçласа çыравçă таранах (Елена Никифоровна Дина Гаврилова çыравçăн амăшĕ) пур.

Елена фермăра сурăхсем пăхнă, çуркунне-кĕркунне повар пулса ĕçленĕ. 1967 çулта ăна склад заведующийĕ пулма шаннă, çак ĕçре вăл 11 çул тăрăшнă.

1977 çулта çемье Максим Горький ячĕллĕ ăратлă заводăн тĕп ялне куçса кайнă. Елена Никифоровна доярка, Николай Тарасович скотник пулса ĕçе вырнаçнă. Совхоз вĕсене кирпĕч çурт уйăрса панă. Часах тăрăшулăхне кура хĕрарăма фермăра лаборантка, унтан сĕт блокĕн заведующийĕн ĕçне шанса панă. Елена Гаврилова тивĕçлĕ канăва та çак ĕçрен кайнă. Анчах та килте вăрах ларайман, каллех повар ĕçне кÿлĕннĕ, тыр-пул складĕнче весовщик пулса 4 çул тăрăшнă.

Вăрăм ĕмĕр вăрттăнлăхĕ мĕнре-ши тесе ыйтсан:

– Нимĕнле вăрттăнлăх та çук манăн. Ĕçпе пурăннă, ытларах хамăр вăя шаннă, çын туса парасса кĕтмен, пурне те алă вĕççĕн тунă, çавăнпа та çирĕп пулĕ, – тет вăл йăл кулса.

Паянхи кун сумлă хĕрарăмăн (ватă тесе калама чĕлхе çаврăнмасть) 11 мăнук тата 6 кĕçĕн мăнук пур. Вăл тулли пурнăçпа пурăнать, пыл хурчĕсем ĕрчетет, чăх-чĕп усрать, çулла пахчара, садра тăрăшать. Çак ĕçре ăна ывăлĕсемпе хĕрĕсем, мăнукĕсем пулăшаççĕ. Хăй вăхăтĕнче обществăлла ĕçе хастар хутшăннăскер халĕ те алă усмасть. Ял илемлĕрех пултăр тесе юнашар çÿп-çап тăкакан вырăна тасатса кил-йышпа вăрман йывăççисем лартнă, çулла çамрăк йывăçсене хыт-хура пусса ан кайтăр тесе тимлесе тăрать. Хăй çуралса ÿснĕ Мелеспуç ялĕнчи субботниксене, мероприятисене хутшăнать. Елена Никифоровна тата унăн ачисем тăрăшнипе Ф.Н. Вуколов ячĕллĕ музей картишĕнче «Альтук сакки» вырнаçтарнă, палан тĕмĕ лартнă.

«Эсир çавра юбилея мĕнле кăмăлпа кĕтсе илетĕр?» ыйту парсан:

– Хам мĕн палăртнине пурне те пурнăçа кĕртрĕм. Малалла мĕн пулассине пĕр Турă çеç пĕлет, – терĕ вăл.

Инга АЛЕКСЕЕВА.
Пелепей районĕ, Максим Горький ячĕллĕ ăратлă заводăн тĕп ялĕ.

Редакцирен. Çитес номерсенче Елена Никифоровнан Надежда (Дина Гаврилова çыравçă) хĕрĕ çырнă «Аннен дневникĕ» романран илнĕ аса илÿсене пичетлесе кăларăпăр.

«Палăртнине пурне те пурнăçа кĕртрĕм»
«Палăртнине пурне те пурнăçа кĕртрĕм»
Автор: Инга Алексеева
Читайте нас