Пур хыпар та
Кун-çул каçалăкĕ
6 Мартӑн , 14:00

Аннен дневникĕ

Хисеплĕ вулакансем, хаçатăн иртнĕ номерĕсенчен пĕринче сире Дина Гаврилова çыравçăн «Манăн аннен дневникĕпе» паллаштарма шантарнăччĕ. Вĕсене Надежда Леонидовна амăшĕ каласа панă тăрăх çырнă.

Аннен дневникĕ
Аннен дневникĕ

Хаклă ачасем, юлашки вăхăтра эсир ытларах та ытларах манăн пурнăçпа интересленме пуçларăр. Эпĕ сире хамăн кун-çул çинчен ăнланмалла, ансат та кĕскен каласа парасси çинчен шухăшласа çÿрерĕм, хăш-пĕр пулăмсене çĕнетрĕм, хам мĕн ас тунине дневник çине куçартăм. Ачасем, кунта манăн пĕтĕм пурнăç историйĕ.

Даниловсен ăрăвĕ

Манăн кукаçине, Алексей Данилович Данилова, Даниловсен йăхне пуçарса яраканĕ тесе шутлама пулать. Даниловсен çемье историйĕ Мелеспуç ял историйĕпе тÿремĕн çыхăннă.

Кукаçине патша саманинче çар служби вăхăтĕнчи уйрăм çитĕнÿсемшĕн темиçе хутчен те наградăсем панă. Эпĕ унăн çар тумĕ тăхăннă, кăкăрĕ тулли хĕрессем çакнă сăн ÿкерчĕкне лайăх ас тăватăп.

Хĕсметри служба вĕçлесе килне таврăннă хыççăн Алексей Францирен виçĕ хут пысăкрах Эрĕнпур уесĕн стражникĕ шутланнă. Вăл вăхăтра уезд полицийĕн салтакĕсене стражниксем тенĕ.

Алексей çÿллĕ те яштака, сарă хĕрлĕ çÿçлĕ, хĕрлемес сухаллă  арçын пулнă. Вăл çав тери  шукăль çын шутланнă, хăйĕн мăйăхĕсене тураса çеç тăнă, вĕçĕсене çÿлелле пĕтĕрсе хунă. Ялта ăна вĕçкĕн тесе чĕннĕ. Ĕçрен таврăннă хыççăн кукаçи чи малтан мунчара çăвăнса тасалнă, унтан сухалĕпе мăйăхне тураса якатнă.

Алексей Данилович кÿршĕ Хушăлка ялĕнчи пуян çемьери хĕре качча илнĕ. Ăна Марфа Ивановна Чиникова тесе чĕннĕ. Вăл 1854 çулта çуралнă, упăшкинчен 4-5 çул аслăрах пулнă. Марфан амăшĕ питĕ шеп хĕрарăм пулнă. Ун пирки халăх хушшинче халĕ те тĕрлĕ халап-юмах çÿрет. Вăл питĕ хăюллă, хăй еккиллĕ, никамран та хăраман çын пулнă.

Алексей ăна çав тери юратса качча илнĕ. Хăйне майлă арăмĕшĕн савăнса пĕтереймен. Мăшăрĕ ытти хĕрарăмсем пек çĕрĕ-çĕрĕпе тĕрĕ тĕрлесе, çыхса ларман, анчах арçын ĕçĕсенче ăна çитекенни пулман. Марфа пур арçын ĕçне те тума пултарнă: платник ĕçĕсене пурнăçланă, ака-суха тунă, акнă, лаша утланса çÿренĕ, çавра çил пек вĕçтернĕ теççĕ. Çакăншăн юратнă та ăна кукаçи. Унăн пурте вăр-вар та хăвăрт пулса тухнă, анчах та вăл алса-чăлха çыхма пĕлмен. Кукаçи хăй çекĕлпе çыхнă.

Эпĕ вĕсен пÿртне ас тумастăп, анчах Марье (иккĕмĕш сыпăкри аппа) манман. Вĕсем пурăннă вырăнта анне лартнă хурăнсем ÿсетчĕç. Çавăн пекех тимĕр тăрăллă та эрешсемлĕ çÿллĕ хапхана лайăх ас тăватăп. Ăна сутăн туяннă пулнă.

Пĕрремĕш тĕнче вăрçи хыççăн, 1919-1920 çулсенче, Алексей Данилов уполномоченнăй пулса ĕçленĕ, пĕтĕм Пишпÿлек районĕ унăн аллинче пулнă. Вăл Слакпуç, Кайраклă ялĕсенче тăлăх арăмсене пенси валеçсе çÿренĕ. Алексейĕн служба енĕпе час-часах килтен тухса кайма тÿр килнĕ, çавăнпа та вăл килти ĕçсемпе аппаланман. Марфана хăй тĕллĕн пурăнма тÿр килнĕ. Вăл кил-хуçалăхне ертсе пынă, ачисене пăхнă, арçын ĕçĕнчен те хăраман – сухаланă, акнă, çулнă. Кукаçи ăçта мĕн тумаллине пÿрнипе çеç тĕллесе кăтартнă.   

Çуркунне пуçлансанах кукаçи пĕр лав тулă тиесе Эрĕнпур облаçне тухса кайнă. Унта тулă ăнса пулнă, Пушкăртстанра – ыраш. Эрĕнпур облаçĕнче кашни çуркунне пушкăртсене тара тытса тулă актарнă. Вăл пушкăртла лайăх калаçнă. Кĕркунне кукаçи ĕçлекенсене парне туса кăпăшка шурă çăкăр, мăнтăр така илсе кайнă. Каялла пĕр лав вăрлăхлăх тулă, пĕр лав çăнăх илсе килнĕ, ыттине çăнăха çавăрнă. Ытлашшине кукаçи Пелепей хулинче сутса укçа тунă, килтисем валли парнесем туяннă. Кун пек ăнăçлă кунсенче кукамай пысăк кукăльсем пĕçернĕ.

1902 çулта Марфапа Алексейĕн Лаврентий ывăлĕ çуралнă. Тепĕр ултă çултан, 1908 çулхи март уйăхĕн 14-мĕшĕнче, Альтук хĕрĕ, манăн анне, çут тĕнчене килнĕ. Каярах пурнăç ыйтнипе атте унăн çуралнă çулне улăштарнă, 1906 çул тесе çыртарнă. Власть улшăннă хыççăн кукаçин «çăлтăрĕ тÿперен персе аннă». Ăна Совет влаçĕ хĕсĕрлеме пуçланă. 1928 çулта ăна суйлав ирĕкĕсĕр хăварнă, хуралтисене, выльăхĕсен ытларах пайне туртса илнĕ. Пĕр кĕлетне, ĕнине, лашине тата çуртне çеç хăварнă. Патша çарĕнче офицер пулнишĕн, пакунĕсемпе хĕресĕсемшĕн унăн пысăк хак пама тивнĕ. Çакна архиври хутсем та çирĕплетеççĕ.

1935-1936 çулсенче ăна патша офицерĕ тата пуян çын пулнă тесе кулаксен шутне кĕртнĕ. Пĕтĕм пурлăхне тата çуртне туртса илнĕ. Самани хаяр пулнă. Никам та тĕпчесе тăман. Çапла кукаçипе кукамай çарамас тата çара уран урамра тăрса юлнă. Алексей хăйĕн шăпипе килĕшмен. Çакна вырăнти власть тунă, мĕншĕн тесен, архив докуменчĕсем тăрăх, вĕсене кулак тесе тĕп тумалла пулман.

Пурлăхне пĕтĕмпех туртса илнĕ хыççăн ватăсем кÿршĕ Светловка ялне пурăнма куçнă, хăйсен вăйĕпе пĕчĕк çеç çурт хăпартса лартнă. Урăх çĕкленеймен. Кукаçипе кукамай мĕн виличчен ĕне, ытти выльăх -чĕрлĕх усранă. Ĕлĕк ватăсене пенси паман, çавăнпа та хăйсен вăйĕпе пурăнма тÿр килнĕ.

Манăн анне ватă ашшĕпе амăшне пулăшайман, мĕншĕн тесен хăйĕн тăватă ачине ура çине тăратмалла пулнă. Эпир, ачасем, вĕсене хамăр вăй çитнĕ таран пулăшаттăмăр, кĕпи-йĕмне, вырăн таврашне хывса киле çума илсе таврăнаттăмăр. Хĕлле анне паççулккана кайса мунча хутатчĕ, ашшĕ-амăшне пĕчĕк ачасем пек çăвăнтаратчĕ. Ун чухне кулленхи пурнăçра супăнь таврашĕ çукчĕ. Çăвăнма, япала çума кĕл шывĕпе усă куратчĕç. Кĕле паççулккаран илсе килетчĕç. Пирĕн килте кĕл те çукчĕ, эпир пÿрте тирĕс вуттипе хутса ăшăтаттăмăр. Ĕне пуррисем пуçĕсене турăхпа çăватчĕç. Вăл та çитместчĕ, мĕншĕн тесен ĕнесем сахал сĕт паратчĕç. Ун чухне ĕнесене сăсăл çитермен, унран эпир хамăр та яшка пĕçерме хирĕç марччĕ. Ун чухне курăк çисе пурăнаттăмăр, яшкана та унран пĕçереттĕмĕр, турăх ярса шурататтăмăр, çĕр улми çитместчĕ. Ачасене те, мăнуксене те эпир тÿснине курма Турă ан хуштăр.

Кукаçипе кукамай савăнăçне те, коллективизаци сехметне (ужасы) те пĕрле тÿссе ирттернĕ. Иккĕшĕ те 1948 выçă çул пурнăçран уйрăлса кайнă. Май уйăхĕнче 94-па пыракан Марфан чĕри тапма чарăннă, тепĕр хĕрĕх кунтан – кукаçин. Вăл 90 çула çывхарса пынă.

Кукаçине июнь уйăхĕнче пытарчĕç. Вăл тупăкра сывă пекех выртатчĕ. Çуллахи çăмăл çил хĕвел çинче йăлтăртатакан хĕрлĕ çÿçĕсемпе вылятчĕ. Тинех стражникĕн чунĕ канлĕх тупрĕ, унăн çĕр çинчи асапланăвĕсем вĕçленчĕç. Пурлăхне туртса илесси те, конфискаци те ăна урăх хăратмарĕ. Вăл ĕмĕрлĕх канлĕх тата çурт тупрĕ.

Манăн анне

Манăн анне, Евдокия, хăй сăмахĕ çине тăракан, никама та парăнман çын пулса ÿснĕ. Анне пурне те хăй пĕлнĕ пек тума хăнăхнă. Евдокия  каччипе тĕлпулăва вăрттăн çÿренĕ. Вăл Никифор Захарова (Тимофеев) килĕштернĕ. Кукаçи вĕсен туслăхне хирĕç пулнă, анчах çамрăксем пĕр-пĕрне юратнă.

– Пĕртен-пĕр хĕре вĕсен çемйине памастăп. Микки чиркÿ шăшийĕ пек чухăн, унăн пĕр кĕсйинче кантрапа кăкарнă пыйтă, тепринче – сăнчăра лартнă пăрçа.

Евдокия çамрăк пулсан та кăмăлĕпе арçын пек çирĕп пулнă. Вăл хăй амăшне, Марфана хывнă пулмалла. Ӳкĕте кĕменнине кура ашшĕ хĕрне Никифора качча пама килĕшнĕ. Туйне 1926 çулта вылянă. Евдокия Алексеевна ун чухне вун саккăр тултарнă хĕр пулнă, 1906 çулта çуралнă Никифор Григорьевич вара çирĕмре. Аттепе анне (сăн ÿкерчĕкре) пĕр-пĕрне питĕ юратса, килĕштерсе мăшăрланнă. Туй хыççăн Евдокия упăшкин килне пурăнма куçнă. Хуняшшĕ вăл вăхăт тĕлне сывă пулман, хунямăшĕ кил-çурта тытса пымалли йĕвене хаваспах хастар кинне панă. Евдокия хуçалăха тÿрех хăй аллине илнĕ.

Никифор выльăх тухтăрĕ пулса ĕçленĕ. Вăл хутла пĕлекен çын шутланнă. Унпа пĕрле Евдокия та эмелсене паллама, чирсене палăртма, килти выльăх-чĕрлĕхе сиплеме вĕреннĕ. Кукамай  пултаруллă вĕренекен пулнă. 

Захаровсен ăрăвĕ

Йышĕпе Захаровсен ăрăвĕ ялта виççĕмĕш вырăн йышăннă. Чи пуян та витĕмлĕ, вăйлă йăх шутланнă. Захаровсен йăхне Петр, Зоя, Иван, Славка Исаевсем; Саня аппа Захарова: Никифор, Георгий Евдокия, Анна, Раиса Тимофеевсем (Захаровсем) кĕнĕ.

Асатте Григорий Захаров 1873 çулта çуралнă. Çирĕм пилĕк çул тултариччен ашшĕ-амăшĕпе пурăннă. 1898 çулта Слакпуç ялĕнчи Екатерина Васильевна Васильевана качча илнĕ. Асатте 1905 çулхи Яппун вăрçинче çапăçнă. Пирĕн ялта вăрçăран икĕ çын çеç, Байтеряков тата манăн асатте, ырă-сывă таврăннă. Çарти тивĕçĕсемшĕн тата лайăх службăшăн вĕсене пилĕк стеналлă пысăк пура парнеленĕ.

Эпĕ ку çурта лайăх ас тăватăп. Ун пек хуралтăсем хальхи вăхăтра нихăш ялта та çук. Пысăк пĕренерен хăпартнă чул тĕпсакайлă пÿрт çÿллĕ никĕс çинче ларатчĕ. Çурта тĕлĕнмелле тĕрĕсемлĕ крыльца тата пысăк чÿречесем илем кÿретчĕç. Картиш тăршшĕпех чул хÿме ларатчĕ. Çурт çумне тепĕр пысăк путвал туса лартнăччĕ. Картишĕнче П сас палли евĕр ĕне, лаша витисем, икĕ кĕлет тата аслăк вырнаçнăччĕ. Аслăкăн виçĕ енне пĕренепе хăпартнăчче, тăваттăмĕш енчен – уçăччĕ. Çак илемлĕ хуралтă тимĕр тăрăллă сăрланă хапхапа вĕçленетчĕ. 

Каярах асаттене Германи вăрçине чĕнсе илнĕ. Унтан вăл сывă таврăннă Кĕркури чугун çул çинче ĕçленĕ, шăнса сывлăхне хавшатнă. 1915-1916 çулсенче чирлесе вилнĕ. Аслă Мария хĕрĕ ун чухне тăххăрта пулнă.

Захаровсен йăхĕ Хусантан вăрçă хыççăн куçса килнĕ. Вĕсем килнине яла çĕнĕ сывлăш вĕрсе кĕртнипе танлаштарма пулать. Захаровсем ывăлшăн мар, Ленин кашни çын пуçне пĕр пай çĕр парасси çинчен калакан декрет кăларсан куçса килнĕ. Вĕсем хĕлĕн-çăвĕн ĕçленĕ, сезон ĕçĕсене тума пушкăртсемпе тутарсене тара тытнă. Хусанран куçса килнĕскерсем хăвăрт пуйнă. Лавкка уçнă, вĕсен çил арманĕ, кĕрпе авăртмалли, çăм таптармалли, пăйма пусмалли цех, молотилка, веялка пулнă. Пахча хыçĕнчех пĕве пĕвеленĕччĕ. Канализаци шывĕ пирĕн пахча урлă юхатчĕ, çĕр ан ишĕлтĕр тесе канавăн икĕ енне те хăва лартнăччĕ. Аттесĕр ÿснĕ  вăхăтра хăвасене касса пĕтертĕмĕр.

Çĕнĕ власть Захаровсен ăрăвне ним лайăххи те илсе килмен. Малтан вĕсене халăх тăшманĕ тесе пĕлтерчĕç, унтан пурлăхне туртса илчĕç, хăйсене инçе те сивĕ Çĕпере, Кемерово облаçне, Белорецка ирĕксĕрлесе шахтăна ĕçлеме ячĕç. Пур çĕртре те тăрăшса ĕçлеме вĕреннĕ Захаровсем шахтăра та  лайăх укçа ĕçлесе илме пуçланă.

Хальхи вăхăтра Захаровсен йăхĕсем Кемерово облаçĕнче пурăнаççĕ, шахтăра ĕçлеççĕ. Ял тăрăхне лекнĕ Захаровсем унта чăваш общини йĕркелесе янă. Ялне Чувашлю ят панă. Вĕсем хăйсен мăн аслашшĕсен йăли-йĕркисене çирĕп тытса пынă, ачисене тăван чĕлхене вĕрентнĕ. Ссылкăна янисем ура çине хăвăрт тăнă, икĕ-виçĕ ĕне усрама, çителĕклĕ пурнăçпа пурăнма пуçланă.

Исаевсем Çĕпĕрте пурăнайман, Белорецкран каялла тарса килнĕ. Анчах та вĕсене кулак тесе колхоза йышăнман. Çапла Аксаковăри хушма хуçалăхра ĕç тупиччен таврари ялсенче ĕç шыраса хăшкăлнă. 

Сталин Захаровсен ăрăвне тымарĕпех тĕп тунă. Манăн атте тĕлĕнмелле майпа çеç сывă тăрса юлнă. Ăна вăхăтлă хушаматне улăштарса (Тимофеев) хăй ирĕкĕпе колхоза кĕрсе ĕлкĕрни çеç çăлса хăварнă.

Евдокийăпа Никифорăн  пĕрремĕш ачи, хĕр ача, çуралнă. Ăна Феня ят панă. 1929 çулта манăн иккĕмĕш аппа Валя çут тĕнчене килнĕ.

Евдокийăпа Никифор иккĕмĕш Валя хĕрĕ çуралсан çак çуртрах вырнаçнă подвала пурăнма куçнă. Вăтăрмĕш çулсенче Никифор çĕнĕ çурт хăпартса лартнă. Вăл ял хыçĕнчех, тĕп урам çывăхĕнче вырнаçнă. Çуртне хăпартма кукаçи пулăшнă. Кукаçи Никифор Захарова йышăннă. Вăл унран пысăк çын тăвасшăн пулнă, ветеринара вĕренме янă. Каярах ăна таврара Микки выльăх тухтăрĕ тесе чĕнме пуçланă.   

Çĕнĕ çурта куçни

Июнь уйăхĕн 31-мĕшĕнче Пантелей пичче çуралнă. Аттепе анне икĕ ачипе, Феньăпа тата Вальăпа, асаттесен пÿрчĕ айĕнче вырнаçнă путвалта хĕл каçнă. Анне нихăçан та, никамăн кĕввипе те ташламан, никама юрас тесе те тăрăшман. Мĕн шухăшланă, çавна каланă, арçын пек çирĕп кăмăллă пулнă. Пирĕн анне лăпкă, ирĕк пурнăçпа пурăнма хăнăхнă, тăвăрлăха тата пусăма йышăнман. Вĕсем Лаврентий пиччĕшĕпе иккĕшĕ ашшĕ-амăшĕн пысăк çуртĕнче ирĕккĕн ÿснĕ. Тата вăл команда пама юратнă, атте вара Пантелей шăллăм пек лăпкă та йăваш пулнă теççĕ. Çĕнĕ çурт чăнкă çыран хĕрринче, пысăк çул айккинче, ларатчĕ. Асатте час-часах ĕçре пулнă. Кил хуçалăхра ытларах хĕрарăмсем ĕçленĕ. Çулпа иртсе пыракан çамрăксем вĕсене пĕрре мар çаратнă. Çавăнпа та каярах пурана сÿтсе хальхи вырăна, Тукас урамне, куçарнă.

1934 çулта манăн Зоя аппа çуралнă. Вăл питĕ сывлăхлă хĕр ачаччĕ.

1936 çул. Эпĕ çурални

Эпĕ январь уйăхĕн 13-мĕшĕнчен 14-мĕшне куçнă каç çуралнă. Мана Надеждино ялĕнчи чиркÿре тĕне кĕртнĕ.

Çав çулсенче халăх тăшманĕсене шырамалли тепĕр хум сарăлнă пулнă, халăха пысăк йышпа хăваласа ярасси пуçланнă. Февраль уйăхĕн пуçламăшĕнче хăй вăхăтĕнче патша офицерĕ пулнă Алексей Данилович Данилова пуянсен шутне кĕртнĕ, пурлăхне туртса илнĕ. Ватăсене вара çара уран урама кăларса янă. Вĕсен пурлăхне иккĕмĕш хут туртса илнĕ, мĕншĕн тесен Алексей колхоза кĕме татăклăн килĕшмен. Çакăн хыççăн Алексей тăхăр тăваткал метрпа танлашакан сăпайлă çурт туяннă.

1939 çулта пирĕн çемьере Антонина йăмăкăм çуралнă.

1941 çул. Аттене вăрçа илсе каяççĕ

Ачасем, эпĕ хам мĕн ас тăватăп, çавна çыратăп. 1941 çулхи декабрь уйăхĕнче аттене çар комиссариатне кайма повестка килчĕ. Эпĕ улттăмĕш çулпа пыраттăм, Таня иккĕ тултарса виççе кайнă, Пантелей вунă çулта, Валя – вун иккĕре. Фронта ăсатас умĕн атте пире пурне те пуçтарса çапла каларĕ:

– Ĕнене пусас пулать, эсир ăна пăхаймастăр. Утă пăру валли çеç çитет, çĕнĕ утă хатĕрлеме май пулмĕ.

Анне хирĕçлемерĕ. Хамăра тăрантаракана пусрăмăр. Атте хăй фронта тухса кайиччен килте упранакан пĕтĕм аптекăна фермăна куçарчĕ. Анчах килте те мĕн-тĕр юлчĕ. Вăл мĕнпур медицина хуçалăхне аннене парса хăварчĕ. Анне шкулта вĕренмен пулсан та питĕ лайăх вулама, çырма пĕлетчĕ.

Аттене фронта ăсатмалли кун çитрĕ. Таня йăмăкăм хыттăн кăшкăрса йĕрет. Эпĕ ним чĕнмесĕр шăппăн тăратăп.

– Ку мĕн пĕлсе макăрать-ши, – тет йĕре-йĕре куçĕсем шыçса, хуйха пула хуралса кайнă анне виçĕ çулхи йăмăк çине пăхса. Ун хыççăн вăл ман çине çиллессĕн пăхса илчĕ те:

– Ку ухмахĕ вара макăрма та пĕлмест, – терĕ.

Килте ларакан шкапри эмелсене халĕ те ас тăватăп. Нумайăшне анне тĕпсакайне пытарчĕ, хăшĕ-пĕрисем аллăмĕш çулчченех упранса юлчĕç. Эпĕ халĕ те вĕсен ячĕсене, тĕсĕсене, шăршине ас тăватăп. Эмелĕсем вара асамлăскерсемччĕ. Сăмахран, «Колоди» текенни. Аллуна юн тухиччен амантрăн пулсан, çак асамлă мазьпа сĕретĕн те суран çинче тÿрех хÿтĕлев пленки пулса тăрать, вăл тÿрлениччен те сĕвĕнсе ÿкмест. Суран хăвăрт тата пÿрсĕр ÿт илет. Анне выльăх-чĕрлĕхе, ытларах лашасене, сиплетчĕ, ял çыннисен сурăх тата качака путеккисене кастаратчĕ. Вăрçă вăхăтĕнче анне фермăра ĕçленĕ тата тихасем пăхнă.

Пирĕн тикĕт пек çăра та лăймака супăнь пурччĕ. Анне ăна йывăç каткара упратчĕ. Пулă çуне те каткара тытаттăмăр. Çĕпре ярса хăпартнă чустаран икерчĕсем пĕçереттĕмĕр те вĕсене пулă çăвĕпе сĕреттĕмĕр. Вăйпа, хамăра хамăр хистесе çинипе пулĕ унăн шăршине тата тутине халĕ те ас тăватăп.

Ĕнене пуснă хыççăн хĕрлĕ тĕслĕ пăру юлчĕ. Пушмака темшĕн пÿртре тытаттăмăр. Ăна утă тата пăтратнă шыв параттăмăр. Пĕр ырă кун вăл тĕпсакайне анса кайрĕ. Ăна кăларма пĕтĕм халăх пуçтарăнчĕ. Пăрăва вĕренпе туртса кăларчĕç.

Аннене ферма ĕçе ячĕç. Вăл кунĕн-çĕрĕн унтаччĕ. Ун чухне пурте çапла ĕçлетчĕç. Эпир пÿртре хамăр анчах юлаттăмăр. Каç пулсан пирĕн пата таврари пур ача та пуçтарăнатчĕ. Урама çутă ан ÿктĕр тесе чÿречесем çине палассем тата сăхмансем çакаттăмăр. Çĕрле чÿречисенчен çутă ÿкекенсене сутăнчăксем тетчĕç. Вĕсене айăплатчĕç. Ачасем пирĕн патра сĕм çĕрлеччен вылятчĕç. Хăшĕсем çывăрма та юлатчĕç.

Дина ГАВРИЛОВА. Эстони Республики.

                                                                                                               

Аннен дневникĕ
Аннен дневникĕ
Аннен дневникĕ
Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас