Урал сасси
+19 °С
Ясно
Кун-çул каçалăкĕ
7 Апреля , 04:00

Вăрçă ачи СВОри салтаксем валли алса-чăлха çыхать

Анна Егоровна çине пăхсан 90 çула çитнĕ хĕрарăм тесе те калаймастăн. Пурнăç ăна сăпкара сиктермен, ачашламан пулсан та вăл сăнĕпе те, хусканăвĕпе те вăхăта парăнман. Ӳсĕмĕ пирки ыйтсан: «Хăш вăхăтра 90 çула çитме пултарайрăм-ши?» – тесе йăл кулать.

Вăрçă ачи СВОри салтаксем валли алса-чăлха çыхатьВăрçă ачи СВОри салтаксем валли алса-чăлха çыхать
Вăрçă ачи СВОри салтаксем валли алса-чăлха çыхать

Анна Акимова 1936 çулхи февраль уйăхĕн 6-мĕшĕнче Мияки районĕнчи Çирĕклĕ ялĕнче Егор Григорьевичпа Прасковья Викторовна çемйинче иккĕмĕш ача пулса çуралнă. Шел пулин те, халĕ Анна Егоровнан аппăшĕпе шăллĕ те пурнăçран уйрăлса кайнă. Вăрçă çулĕсемпе пĕр килнĕ хĕр ачан ачалăхĕ çăмăл пулман. Аслисемпе пĕр тан хирте çум çумланă, тăваттăмĕш класранах утă çулнă, саккăрмĕш класра вĕреннĕ чух торф кăларма кайнă. Çимелли пулманнипе ытларах пултăран, серте яшки, кĕпçе çинĕ. Тăван ялĕнче пĕр пурăнакан çуртра йĕркеленĕ икĕ класлă шкулта вĕреннĕ.
– Пире вăрçă вучĕ витĕр тухнă Николай Иванович Андреев вĕрентетчĕ. Иккĕмĕш класра шкул пÿлĕмĕн мачча кашти татăлса анчĕ, çавна пула шкула хупрĕç. Малалла Кекенти шкулта пĕлÿ пухрăм. Хурамалти шкула 8 класа вĕренме кĕнĕччĕ, кукка патĕнче пурăнаттăм, анчах та малалла вĕренме пÿрмерĕ. Вырăнти «Восток» колхоза весовщик пулма чĕнсе илчĕç. Ун чухне комбайнсене тракторсем сĕтĕретчĕç. Хиртен тыр-пула лашапа турттаратчĕç, çавсене виçеттĕм. Пĕрре лармана кайсан мана кладовщик пулма суйларĕç. Счетовод манăн ĕçпе питĕ кăмăллăччĕ. 1953 çулхине вир ăнса пулчĕ, лайăх тухăç пуçтартăмăр. Вăл хулăн сийпе выртнипе тата çумăр вăрах вăхăт çунипе хĕрме пуçларĕ. Ан хĕртĕр тесе патак чиксе пăтратма хушатчĕç. Анчах вăл та пулăшмастчĕ. Вун çичĕ çултах тухăçшăн, вăл мĕнле сыхланнишĕн явап тытма тÿр килетчĕ, – аса илет ачалăхĕпе çамрăклăхне хĕрарăм.
Анна Егоровна ашшĕ вăрçа кайнине те лайăх астăвать.
– Анне вулама-çырма пĕлместчĕ. Вăл каласа пыратчĕ, эпĕ аттене çыру çыраттăм. Килти лару-тăру, хуçалăх пирки çырнине лайăх астăватăп. Вăрçă пĕтни çинчен савăнăçлă хыпара вĕрентекен пĕлтерни те асра. Çумăрлă кун пулсан та эпир, шкул ачисем, урамсем тăрăх савăнăçлă хыпара пĕлтерсе утса тухрăмăр. Пирĕн аттене вăрçăран каялла çаврăнса килме телей пÿрчĕ. Хăй каласа панă тăрăх, ăна, аманнăскере, вăрçă хирĕнче санитарка тупса вилĕмрен çăлса хăварнă. Фронтран таврăнсан хулĕ ĕçлемен пулсан та вырăнти колхозра бригадир пулса тăрăшрĕ, – аса илет ашшĕ çинчен хĕрарăм.
Анна Акимова склад заведующийĕ пулса тăватă çул ĕçленĕ. Çав вăхăтрах пулас мăшăрĕпе Федор Александровичпа паллашнă. Вĕсем вăйăра тĕл пулнă хыççăн туслашса кайнă, 1934 çулта çуралнă Федор Александрович ун чухне салтака та кайман каччă пулнă. Çамрăксен туслăхĕ мăшăрлану патне илсе çитернĕ, 1956 çулхи ноябрь уйăхĕн 4-мĕшĕнче Федорпа Анна туй кĕрлеттернĕ. Çулталăкран çемьене çĕнĕ кайăк килнĕ, Люся хĕрĕ çуралнă. Унтан Лиля, Леонид ачисем çут тĕнчене килнĕ. Федор Александрович трактористсен курссине иртсе тракторист-комбайнер пулса колхозра тăрăшнă. Анна Егоровна та ĕççи вăхăтĕнче ĕçе хутшăннă. Акимовсем 1958 çулта хăйсен вăйĕпе çĕнĕ çурт лартса унта куçнă. Ялта лавкка уçсан шут ĕçне ăста Анна Егоровна сутуçă пулса ĕçленĕ. Ун чух лавкка заведующийĕн тавара хăйĕн майсем тупса турттармалла пулнă. Вăл сутлăха виçĕ арча илсе килнине те астăвать. Вĕсенчен пĕрне Анна Акимова хăйсем валли туяннă. Арча халĕ те иртнĕ вăхăт палли пулса хуçалăхра упранать, унпа тĕрлĕ ăпăр-тапăр усрама, савăт-сапа хурса тăма усă кураççĕ.
Шел пулин те, Аннăпа Федорăн çемье телейĕ вăраха тăсăлман. Çемье пуçĕ Федор Александрович 1967 çулта вăхăтсăр пурнăçран уйрăлса кайнă. Малалла Анна Егоровнан ачисене хăйĕнех ура çине тăратма тÿр килнĕ.
– Пĕччен пурăнма, хуçалăха илсе пыма йывăр пулсан та хам ята та, ачасем те пирĕн ята яман, – тет кинемей ассăн сывласа.
Хăй тăрăшнипе, ачисем пулăшнипе çĕнĕ вырăнта 1990 çулта çурт хăпартнă. Малтанхинчен газ пăрăхĕсем тăсма май çуккипе куçма тÿр килнĕ. Анна Егоровнан ĕçре те улшăнусем пулса иртнĕ, вăл сутуçă ĕçĕнчен сысна фермине ĕçлеме куçнă. Ăна ĕçе çÿреме лаша уйăрса панă. Кунта мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен 22 çул тăрăшнă. Кайран çак ĕçе Лиля хĕрĕ вырнаçнă. Тÿрĕ кăмăлтан тăрăшса ĕçленĕ Анна Акимована пĕрре мар социализмла ӑмӑртура, производствăра чи лайӑх кӑтартусем тунăшăн Хисеп хучĕсемпе чысланă, ун çинчен район хаçатĕнче çырнă. Сумлă хĕрарăм пенсие тухсан та 2-3 çул колхоз ĕçне хутшăннă: утă çулма, çĕр улми пуçтарма, ăна путвалсенче суйлама çÿренĕ.
Халĕ те Анна Егоровна Лиля хĕрĕпе пысăк хуçалăх тытаççĕ, ĕне-пушмак, сурăхсем, сыснасем, чăх-чĕп, çулла хур-кăвакал пысăк йышпа усраççĕ, пахча çимĕç ÿстереççĕ. Çулла отпуск вăхăтĕнче Людмила хĕрĕпе Леонид ывăлĕ мăшăрĕсемпе, мăнукĕсемпе хуçалăхра пулăшма килеççĕ. Сăмах май каласан, Анна Егоровнана 5 мăнукпа 8 кĕçĕн мăнук савăнтараççĕ. Нумай пулмасть иртнĕ 90 çулхи юбилейне 40 çын ытла пухăннă.
– Ачасемпе мăнуксем сывлăхлă, ырă-сывă, куç умĕнче пулни мана телейлĕ тăвать. Вĕсем тăван киле пухăнсан питĕ савăнатăп, – кăмăлне уçса калать сумлă хĕрарăм.
Анна Егоровна пĕтĕм пурнăçне ачисене, ĕçе халалланă. Ĕмĕр тăршшĕпе хусканура пулнă, халĕ те вăл алă усса ватлăх кĕтсе лармасть. Ятарлă çар операцийĕ пирки каласан унăн куçĕсем шывланаççĕ, çамрăксем вăрçăра вилни ăна питĕ хурлантарать. Вырăнти СВО волонтерĕсен ĕçне хутшăнса салтаксем валли алса-чăлха çыхать, Лиля хĕрĕпе салма касаççĕ. Анна Егоровна ÿсĕмне кура мар правур та çăмăл çÿрет. Хаçат вулать, «Урал сасси» хаçат номерĕсене çĕлесе пырать. Сенкер экранпа Чăваш Енри ирхи передачăсене пăхма кăмăллать, çĕршыври, республикăри хыпарсемпе интересленсех тăрать. Паянхи кун кинемей чăтăмсăррăн пахча ĕçĕсем пуçланасса, çулла пуласса кĕтет.
Инга АЛЕКСЕЕВА.
Мияки районĕ, Çирĕклĕ ялĕ.

Вăрçă ачи СВОри салтаксем валли алса-чăлха çыхать
Вăрçă ачи СВОри салтаксем валли алса-чăлха çыхать
Вăрçă ачи СВОри салтаксем валли алса-чăлха çыхать
Вăрçă ачи СВОри салтаксем валли алса-чăлха çыхать
Вăрçă ачи СВОри салтаксем валли алса-чăлха çыхать
Вăрçă ачи СВОри салтаксем валли алса-чăлха çыхать
Автор:Инга Алексеева
Читайте нас