

Эпир те çапла – телейлĕ! Пирĕн анне, Раиса Николаевна Кирилова, Пишпÿлек тăрăхĕнчи Хушăлка ялĕнче 1936-мĕш çулта, ака уйăхĕн 8-мĕшĕнче, çуралнă. Çак кунсенче вăл 90 çул тултарать. Çулĕсем сахал мар пулин те, пултаруллă та патвар, ăс-тăнĕпе çирĕп вăл.
Аннен ачалăхĕ йывăр пулнă. Вăл виçĕ çулта чухне кукаçее Финн вăрçине илсе кайнă, унта вăл паттăрла вилĕмпе вилнĕ. Кукамай мăшăрĕпе пĕрле пурĕ те тăватă çула яхăн çеç пурăнса ĕлкĕрнĕ. Çапла аннепе унăн Лена йăмăкĕ пĕчĕклех ашшĕсĕр тăрса юлнă. Вăл вăхăтра Финн вăрçинче пуçĕсене хунă салтаксен мăшăрĕсене патшалăх нимĕнле пулăшу та паман. Çапах та кукамай паттăр, ĕçчен пулнăран вĕсем кукаçейсенчен уйрăлса тухса çĕнĕ пÿрт туса кĕме вăй-хăват çитернĕ.
Анне ялти шкула çÿренĕ, лайăх вĕреннĕ. Анчах та тăхăр класс пĕтернĕ хыççăн амăшне пулăшас тĕллевпе ĕçлеме тухса кайнă. Ĕçлесе илнĕ укçипе институтра вĕренекен йăмăкне те нумай пулăшнă. Яла таврăнсан вара дояркăра вăй хунă. Алăпа ĕне сунă, яланах малта пыракансен йышĕнче тăнă. Тÿрĕ те çирĕп кăмăллă пулнăран аннене темиçе хутчен те халăх заседательне суйланă.
Пирĕн атте, Геннадий Степанович Кирилов, Чăваш Енре çуралса ÿснĕ. Пĕррехинче вăл салтакра пулнă юлташĕпе пĕрле Хушăлка ялне курма килнĕ. Аттепе анне тĕл пулсанах пĕр-пĕрне килĕштернĕ, каярах çемье çавăрнă. Атте аннене хулана илсе каясшăн пулнă, анчах та вăл килĕшмен. Çапла чăваш каччи Хушăлка ялĕнче пурăнма пуçланă. Ку пуриншĕн те телей пулнă: кукамайшăн та, аннешĕн те, мĕншĕн тесен хĕрарăма арçынсăр йывăр лава пĕччен туртма çăмăл пулман. Лăпкă та ĕçчен качча ял çыннисем килĕштернĕ. Вăл фермăра ĕçлеме пуçланă: малтан выльăх-чĕрлĕх пăхнă, унтан осеменатор, бригадир тивĕçĕсене пурнăçланă.
Аттепе анне çĕнĕ çурт туса кĕнĕ. Ачасем çуратса, ÿстерсе-вĕрентсе пурне те пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă. Аннене «Ача амăшĕ» медальпе те чысланă. 32 çул фермăра тăрăшса ĕçленĕшĕн ăна Хисеп хучĕсемпе наградăланă, «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ. Аннен сăн ÿкерчĕкне темиçе хутчен те Хисеп хăми çине вырнаçтарнă. Тивĕçлĕ канăва тухсан та вăл чылай вăхăт хушши тăван совхозра вăй хунă.
Юрра-ташша ăста мăшăр ялти культура çуртне çÿренĕ, районти тĕрлĕ ялсенче концерт кăтартнă, халăха чун апачĕпе «сăйланă». Районта çулсеренех иртекен «Кĕр сăри» уявĕнче анне тунă сăра вара пĕрре мар лайăххисен шутĕнче пулнă, уншăн вăл Хисеп хучĕсене тивĕçнĕ.
Анне ал ĕç тума та ăста: вăл тĕрленĕ илемлĕ тĕрĕсемлĕ минтер пичĕсем, картинăсем, турăш каррисем, шăтăкла çыхнă япаласем халĕ те пÿрт ăш-чиккине илем кÿреççĕ. Килти пур ĕçе те тума ĕлкĕрнĕ çав: выльăхĕ-чĕрлĕхĕпе кайăк-кĕшĕкне те пăхнă, совхозра та ĕçленĕ, ачи-пăчине те çитĕнтернĕ…
Аттепе анне алла-аллăн тытăнса, шăкăл-шăкăл калаçса 61 çул пĕрле пурăнчĕç. Шел пулин те, иртнĕ кĕркунне атте пиртен яланлăхах уйрăлса кайрĕ. Чунĕнче йывăр пулсан та, анне ĕçсĕр лармасть: кил-çурта тĕрĕс-тĕкел тытса пырать, пахча çимĕç лартса ÿстерет, кайăк-кĕшĕк тытать. Нумай хаçат-журнал («Урал сасси», «Çутă çул», «Чăваш хĕрарăмĕ», «Российская газета», «И жизнь, и слёзы, и любовь») çырăнса илсе вулать, çĕнĕ хыпарсемпе кăсăкланать.
Анне паянхи пурнăçпа тан утма тăрăшать, ятарлă çар операцине салтаксем валли ялтан пулăшу янă çĕре хутшăнать. Ялти çĕнĕлĕхсемшĕн – культура çуртне, çул-йĕрсене юсанишĕн, ял çамрăкĕсем хастар та тăрăшуллă пулнишĕн, культура вучахне сÿнме паманнишĕн – чунтан савăнать, май пур чухне хăй те унта çитсе курма тăрăшать.
Аттепе пĕрле вĕсем пилĕк ача пăхса çитĕнтернĕ, пурне те вĕрентсе, çĕршыва юрăхлă çынсем туса ÿстернĕ. Пурте çемьеллĕ, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче ĕçлесе пурăнаççĕ, çапах та час-час килсе çÿреме, тăван кил-çурт хăтлăхне тытса пыма тăрăшаççĕ. Аннен халĕ 9 мăнук, 2 мăнукĕн ачисем тата мăнукĕн пĕр мăнукĕ пур. Анне вĕсене пурне те мĕнпе те пулин пулăшать.
Мал ĕмĕтпе пурăнать вăл пирĕн анне. Пире пурне те юратса, хавхалантарса, ырă канашсем парса тата кил ăшшине пирĕншĕн, пур ачи-мăнукĕсемшĕн те, упраса пурнăçăн анлă çул-йĕрĕпе çирĕппĕн малалла утать вăл – анне...
Мĕнпур ачисен ятĕнчен Полина КИРИЛОВА хĕрĕ.
Пишпÿлек районĕ, Хушăлка ялĕ.
Пирĕн MАХри канал - https://max.ru/ursassi.