

Вĕсем вăрçăчченех çемье çавăрнă пулнă, çемьере икĕ хĕрпе виçĕ ывăл çитĕннĕ. Герасим ĕçчен те патвар çын пулнă. Ăсталăхĕпе тата пултарулăхĕпе Агафья Игнатьевна та упăшкинчен кая юлман. Хаяр вăрçă пуçлансан Герасим вăрçă хирĕнче, Агафья тылра çĕнтерĕве туптанă. Вăрçă хыççăн канма май килмен: ырми-канми ĕçлесе арканнă çĕршыва ура çине тăратма тÿр килнĕ. Герасим ăста кăмакаçă пулнă. Вăл купаланă кăмакасем Авăркас район çыннисене çеç мар, кÿршĕ районсенчисене те хăйсен ăшшисемпе савăнтарнă. Агафья та упăшки пекех паттăр пулнă, килти хуçалăха тытса пынисĕр пуçне колхозра вăй хунă.
1946 çулхи сентябрь уйăхĕн 26-мĕшĕнче Зайкинсен çемйинче тепĕр хĕр çут тĕнчене килнĕ. Ăна Елена ят панă. Çулĕ çитсен сывлăхĕпе çирĕп те çивĕч ăслă хĕр ача Мăйлăпукан шкулне пĕрремĕш класа кайнă. Ăна пĕтернĕ хыççăн строитель пулас шутпа Çтерлĕри ятарлă професси пĕлĕвĕ паракан училищĕне вĕренме кĕнĕ.
Вăл вăхăтра хĕр ачасене ÿссе çитичченех качча пама тăрăшнă. Пĕррехинче вĕсен патне амăшĕ енчи Рита аппăшĕ хăнана килнĕ. Вăл Лена йăмăкне хитре каччăпа паллаштарма шутланă. Ритăн упăшки енчен авланма çулĕсем çитнĕ Владимир Смирнов тăванĕ пулнă. Ĕçчен те пултаруллă каччă амăшĕпе пурăннă. Калаçса килĕшнĕ хыççăн Еленăна качча параççĕ. Çамрăк арăм фермăра дояркăра ĕçлеме пуçлать. Упăшки Володя осеменатор пулнă. Çемье туслă пурăнать, ĕçлеме ÿркенменскерсем часах çĕнĕ пÿрт лартаççĕ. Пĕр хĕрпе икĕ ывăл çут тĕнчене килеççĕ. Ачисем ырă-сывă ÿсеççĕ. Çемье çĕнĕ ĕмĕтсемпе пурăнать. Анчах шăпа хăйсем шутланă пек мар, урăхла килсе тухать. 1970 çулхи июнь уйăхĕнче Володя пурнăçран сарăмсăр уйрăлса каять. Арçын хăйĕн тăванне пулăшма кайсан тракторпа аварие лекет, çамрăк арăм виçĕ ачипе тăлăха тăрса юлать. Пысăк хуйхă Володьăн амăшне те, çемйине те килсе çапать. Анчах нимĕн тума та çук. Пурнăç малаллах шăвать. Çамрăк арăм алă усса лармасть: дояркăра ĕçлет, утă-вутă хатĕрлет, арçын ĕçне те тăвать. Тăрăшса ĕçленине, тÿрĕ кăмăллă та ăслă пулнине кура ăна ял Канаш депутатне суйлаççĕ. Унăн ĕçне Тав çырăвĕсемпе парнесем парса чыслаççĕ.
1969 çулта вĕсен хуçалăхне зоотехник пулса Акçунти ял хуçалăх техникумĕн студенчĕ Иван Андреев килнĕ. Вăл авланнăскер пулнă. Хăй çемйипе Пелепей районĕнче пурăннă.
Авăркас районĕнчи ял хуçалăх управленинче унăн практика ĕçне килĕштереçĕ. Иван хăй те Треппел ялĕнчи «Родина» колхоза кăмăллать. Вăл вăхăтра специалистсене направленипе районсене янă. Çамрăкăн Благовар районне каймалла пулнă, анчах ял хуçалăх управленийĕ сĕннипе ăна Авăркас районĕнче хăвараççĕ. Çапла 1970 çулта дипломлă çамрăк специалист «Родина» колхозра ĕçлеме пуçлать. Куçăн мар мелпе института вĕренме кĕрет. Çемйипе куçса килсе 1969 çултан пуçласа 1974 çулччен кунта вăй хурать.
Шел пулин те, Иванăн арăмĕ пурнăçра йăнăш çул суйласа илет: упăшкине улталать, эрех-сăрапа туслашать. Иван урăх çĕрте ун пек пулмĕ тесе уйланă. Хунямăшĕ Ивана мăшăрĕпе уйрăлма сĕннĕ. «Хам ачана шел пулсан та сан пурнăçна пăсас килмест. Хĕрарăм йăнăш çулпа кайсан ăна тÿрĕ çул çине тăратасси питĕ те хĕн», – тет вăл кĕрÿшне.
Иван качча кайман хĕрпе те çемье çавăрма пултарнă. Анчах хăй те виçĕ ача ашшĕ пулнăран 1973 çулта Треппел ялĕнчи дояркăпа Елена Смирновапа пĕрлешме шутланă. Иванăн та, Ленăн та виçшер ача пулнă. Çапла çĕнĕ çемье чăмăртанать. Вĕсен 1976 çулхи июнь уйăхĕн 24-мĕшĕнче çемьере Андрей ывăлĕ çуралать. Иван аслă ачисем пирки те манман. Кирлĕ хутсем хатĕрлесе вĕсене хăйсем патне илсе килесшĕн пулнă, анчах ачисем кукамăшĕ патĕнчен ют çĕре кайма килĕшмен. Кукамăшĕ те мăнукĕсене хытă юратнă. Çавăнпа вĕсене пĕр-пĕринчен уйăрман. Шел, 1987 çулта кукамăшĕ пурнăçран сарăмсăр уйрăлса кайнă. Вăл вăхăт тĕлне ачисем ÿссе çитĕннĕ ĕнтĕ. Вăхăт иртнĕ май вĕсем ашшĕ патне çÿреме пуçлаççĕ, унăн мăшăрĕпе те туслашаççĕ. Лена та вĕсене хăйĕн ачисем пекех юратать. Ачисем мĕншĕн çапла килсе тухнине ăнланаççĕ, çавăнпа ашшĕне ÿпкелемеççĕ.
Çемье Давлекан районне пурăнма куçсан Лена сысна ферминче ĕçлеме тытăннă. Ывăл ачине çуратса декрет отпускĕнче пулнă чухнех ăна ача садне повар пулса ĕçлеме чĕнсе илеççĕ.
Иван Емельянович зоотехник-бригадирта тăрăшнă. Вĕсен ферминче час-часах район шайĕнчи канашлусем, семинарсем иртнĕ. Çавăнпа та çемье пуçĕ ирхи пилĕк сехетрен пуçласа каçхи çичĕ сехетченех фермăран тухайман. Килти ĕçсем пурте Елена Герасимовна çине тиеннĕ.
Ача садĕнче ĕçленисĕр пуçне çуллахи вăхăтра хĕрарăм колхоз уй-хирне кăшман çумлама çÿренĕ. Виçĕ ĕç унăн аллинчен татăлман.
– Паянхи кун унăн ырми-канми ĕçĕсем çинчен манса кайнă ĕнтĕ, район администрацийĕ мăшăрăма 80 çулхи юбилейне саламламалли çинчен аса илĕ-ши? – тет Иван Емельянович.
1977 çулта Иван Андреев аслă пĕлÿ илет. 1987 çулта тĕп зоотехниксен курсне пĕтерет. Тепĕр çулхине Давлекан совхозĕ икке пайланать. Ун хыççăн Иван Емельянович «Ленинский» совхозра тĕп зоотехник пулса ĕçлеме тытăнать. Горбачев вăхăтĕнче колхоз-совхозсем арканма пуçласан вăл ертÿçĕ ĕçне пăрахма шутлать, рабочи пулса каялла Рауша таврăнать. 1992 çулта совхоз хăйĕн ятне улăштарать. Иван Андреева çĕнĕ «Давлекановский» СПКан ревизи комиссийĕн председателĕ пулма суйлаççĕ. Елена сысна ферминче вак-тĕвек ĕçсем пурнăçлать.
Çапла мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен тÿрĕ кăмăлтан ĕçленĕ вĕсем, ачисене ура çине тăратнă. Паянхи кун Андреевсем пысăк хуçалăх тытаççĕ, тулли пурнăçпа пурăнаççĕ, вĕсене нимле йывăрлăхсем те, çухатусем те парăнтараймаççĕ.
Надежда РОДИОНОВА.
Давлекан районĕ, Рауш хуторĕ.