

Анлиза Тихоновна Шаран районĕнчи Тÿртÿллĕ ялĕнче вĕрентекенпе çар çыннин çемйинче çуралнă. Ăна хăйне майлă, эпир хăнăхман ят, панă. Вăл каласа панă тăрăх, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче унăн ашшĕ тыткăна лекнĕ.
– Тыткăнрисене пулăшакан нимĕçсем хушшинче Анна-Лиза католикла ятлă хĕрарăм пулнă. Çак хăюллă хĕрарăм пулман пулсан аттепе унăн юлташĕсем вăрçăран таврăннă пулĕччĕç-ши? Çавăнпа та вăл эпĕ çуралсан хăюллă нимĕç хĕрарăмĕн ятне пама шутланă. Анчах та ЗАГС ĕçченĕсем икĕ ят хума килĕшмен. Вăл вара мана Анлиза ят панă, – тет ĕç ветеранĕ.
Çичĕ класс пĕтернĕ хыççăн хĕр ача Пелепейри педагогика училищине вĕренме кĕнĕ, унта пуçламăш класс учителĕн профессине алла илнĕ. Ĕçлĕ пурнăçĕ Шаран районĕнчи Мичуринăри вăтам шкулта пуçланнă. Унта вăл 1964-1966 çулсенче географипе музыка учителĕ пулса тăрăшнă.
Мичуринăри шкул ертÿçи çамрăк педагогăн йĕркелÿçĕ пултарулăхĕ пуррине асăрханă. Çапла вăл сĕннипе Анлиза Тихоновнăна Бакалă районĕнчи комсомол комитетне ĕçлеме чĕнсе илнĕ. Унта вăл шкул пайĕн заведующийĕ пулса ĕçленĕ.
1967 çулта Светислав Николаев çар çыннине качча тухса мăшăрĕ çар служби иртекен Амур облаçне пурăнма куçнă, Благовещенскри педагогика институтĕнче географи факультетĕнчен вĕренсе тухнă.
– 1969 çулта Светислава урăх çĕре куçарнă май пирĕн çемье Çурçĕр Çар ушкăнĕ йышĕнче çĕнĕ служба вырăнне, Польша Халăх Республикине, пурăнма куçрĕ. Унта эпĕ гарнизон шкулĕнче географипе биологи учителĕ пулса ĕçлерĕм. 1974 çулта, чикĕ леш енчи командировка вĕçленсен, эпир Совет Союзне, Çурçĕр Кавказ çар округне, Волгоград хулине, таврăнтăмăр, – аса илет кинемей.
1974-1982 çулсенче Анлиза Тихоновна Волгоград хулинчи шкулсенче географи учителĕ тата организатор, Урюпинск хулинче ача сачĕн заведующийĕ пулса ĕçленĕ. 1982 çулта çемье татах çĕнĕ служба вырăнне, Монголи Халăх Республикине, куçса кайнă. Çапла 1982-1987 çулсенче хĕрарăм Шеви-Гоби горнизонра ача сачĕн заведующийĕнче вăй хунă. Черетлĕ командировка вĕçленнĕ хыççăн Иркутск облаçĕнчи Нижнеудинск хулине таврăннă.1987-1989 çулсенче асăннă хулари ача çуртĕнче географи учителĕ тата аслă воспитатель пулнă. Мăшăрĕ отставкăна тухнă хыççăн Волгоград хулине таврăннă, унта 1989-1996 çулсенче географи учителĕ, директорăн çумĕ, директор должноçĕсене йышăннă.
1996 çулта Николаевсен çемйи тăван тăрăхне таврăннă. Анлиза Тихоновна Виçĕ Çăл шкул коллективне ертсе пыма пуçланă. Çирĕп теори пĕлĕвĕпе пуян практика опычĕллĕ пулнă май, вăл малтанхи кунсенчех коллектив умне методика ĕçне тарăнлатма, педагогсен квалификацине ÿстерме тата вĕренекенсен пĕлÿ пахалăхне лайăхлатма, çĕнĕ педагогика технологийĕсене ĕçе кĕртме тĕллев лартнă.
Унсăр пуçне кадрсен политикине çĕнетес ĕçе те пысăк тимлĕх уйăрнă. Вăл ĕçленĕ çулсенче чылай учитель аслă пĕлÿ илсе хăйсен професси квалификацине ÿстернĕ, педагогика коллективĕн 95% пĕрремĕш квалификациллĕ вĕрентекенсем пулса аттестаци иртнĕ.
– Асăннă тĕллеве пурнăçа кĕртни ачасен пĕлÿ пахалăхне, районти тата республикăри предмет олимпиадисен çĕнтерÿçисемпе призерĕсен шутне ÿстерме пулăшрĕ. Унсăр пуçне коллективри воспитани ĕçĕн тытăмне йĕркелерĕмĕр. Ун урлă çын, общество тата патшалăх интересĕсемшĕн хастар ĕçлеме пултаракан Раççей гражданинне çитĕнтерес ĕçе пурнăçларăмăр. Паянхи кун шкула вĕренсе пĕтернисем республикăри тата çĕршыври вăтам тата аслă пĕлÿ паракан вĕренÿ заведенийĕсенче ăс пухаççĕ, Раççей Çарĕн тата Флочĕн хĕç-пăшаллă вăйĕсен ретĕнче хĕсметре тăраççĕ, – каласа парать ĕнерхи вĕрентекен.
Анлиза Николаева шкула ертсе пынă çулсенче вĕренекенсемпе педагогсене лайăх та хăтлă условисемпе тивĕçтерес, вĕсен сывлăхне сыхлас тĕлĕшпе пысăк ĕç тунă. Вăл çине тăнипе шкулпа спорт залĕн пурлăх никĕсне сыхласа хăварса пуянлатнă. Унсăр пуçне шкулăн аялти хутне юсанă, пахча çимĕç склачĕ, пыл хурчӗсен хӗл каҫмалли вырӑнне туса лартнă, предмет кабинечĕсемпе коридорсене илемлетнĕ. Çав çулсенче çĕнĕ улма-çырла пахчи йĕркеленĕ, теплица лартнă. Çакă вĕренекенсен апатланăвне йÿнерех тума, витаминлă апатсемпе пуянлатма май панă. Унсăр пуçне шкул музейĕ ĕçлеме пуçланă. Анлиза Тихоновна ĕçленĕ тапхăрта шкул коллективне чылай наградăсемпе тата хисеп хучĕсемпе чысланă.
Тăван çĕршывăн чăн-чăн патриочĕ пулнă май вăл Шаран районĕнче пурăнакан чăвашсен тăван чĕлхине, культурипе йăли-йĕркине упраса хăварас тата аталантарас енĕпе те пысăк ĕç тунă. Çапла 1998 çултанпа чăваш юррин «Çăлкуç» фольклор ансамбльне ертсе пыма пуçланă, 2000 çулта асăннă ушкăна районта пуçласа халăх коллективĕ ята панă. Хальхи вăхăтра «Çăлкуç» районти мероприятисен визит карточкисенчен пĕри шутланать, унсăр нимĕнле уяв та, фестиваль те иртмест. Пултарулăх ушкăнĕ районти тата ялти «Сабантуй», Бакалă ялĕнчи Троицкий фестивале, Çăварни уявне, Пыл сăпасне, «Çĕр çырли тăрăхĕ» тата ытти мероприятисене хутшăнать. Кашни уява хăйĕн юрри-ташшисемпе илемлетет, 35 çул хушши халăха хăйĕн янăравлă юррисемпе савăнтарать.
Хальхи вăхăтра А.Т. Николаева тивĕçлĕ канура. Апла пулин те вăл общество пурнăçне хастар хутшăнать, чăваш халăхĕн культура еткерлĕхне упраса хăварас тĕлĕшпе çитĕнекен ăрупа, халăхпа, ашшĕ-амăшĕсемпе тата обществăпа пысăк вĕрентÿ ĕçĕ туса пырать.
Анлиза Тихоновнăн пултарулăхĕ, хавхалануллă кăмăл-туйăмĕ тата çынсене чунтан юратни Виçĕ Çăл шкулне тата «Çăлкуç» ансамбле районпа республика шайĕнче çĕкленме пулăшрĕ. Пултаруллă вĕрентекенĕн ĕçне пысăка хурса хак панине, халăх хушшинчи хисепне «Хастар ĕçленĕшĕн» паллăпа (2004 ç.) наградăлани, вырăнти ял Канашĕн депутатне суйлани (1998-2006 çç.) çирĕплетет. Унсăр пуçне педагог-наставникĕн ĕçне «Байкал леш енчи çар округне – 50 çул» (1987 ç.), «Пушкăрт АССРне – 100 çул» (2019 ç.), «Вăрçă ачисем» (2021 ç.) медальсемпе палăртнă, Шаран район администрацийĕпе вĕренÿ уйрăмĕн Хисеп хучĕсемпе тата Тав çырăвĕсемпе чысланă.
Сакăр вунă çул вăл – сумлă та хисепе тивĕçлĕ ÿсĕм. Пысăк тав сире ырă кăмăлăршăн, çут тĕнчене ăшă та çутă самантсем парнеленĕшĕн. Сывлăхăр яланах çирĕп пултăр, чĕрĕрте çуркунне чечеклентĕр, кашни çĕнĕ кун ырă хыпарсемпе кăмăллă тĕлпулусем илсе килтĕр.
Галина ШАВАЛЕЕВА, Шаран районĕнчи
чăваш культура обществин председателĕ.
Виçĕ Çăл ялĕ.