Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Тĕлпулу
22 Нарӑсӑн 2022, 12:26

Манăн професси – манăн шăпа

Професси суйласа илесси – пурнăçри чи пĕлтерĕшлĕ самантсенчен пĕри. Мĕншĕн тесен ĕç пирĕн интерессемпе, мехелсемпе (возможность) килĕшсе тăмалла, савăнăç илсе килмелле.

Манăн професси – манăн шăпа
Манăн професси – манăн шăпа

Кăçалхи çула Пушкăртстан Республикинче Професси вĕрентĕвĕн, тивĕçлĕ ĕç условийĕсен тата ĕç ăрăвĕсен çулталăкĕ тесе йышăннă. Асăннă çулталăк витĕмĕпе Шаран районĕнчи Тÿртÿллĕ ял библиотекипе культура çурчĕ 8-мĕш класс ачисемпе «Професси тĕнчинче» пĕлÿ сехечĕ ирттерчĕç. Мероприятийĕн тĕп тĕллевĕ çамрăк ăрăва профессисен анлă тĕнчипе паллаштарасси, пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илме пулăшасси пулса тăчĕ.
Тĕлпулăва тĕрлĕ професси çыннисене йыхравланăччĕ. Юлашки çулсенче механизатор пулса ĕçлекен Виталий Чернов ачасене çак профессийĕн хăйне евĕрлĕхĕ çинчен каласа пачĕ. Тивĕçлĕ канăва тухиччен вăл Когалым хулинче сăвай çапакан (сваебойщик) пулса ĕçленĕ. Сăвай çапакан – сайра тĕл пулакан професси. Кашни организацинчех ун пек специалиста тупаймăн.
Вырăнти культура çурчĕн ĕçченĕ Геннадий Михайлов культура çурчĕн хăйне евĕр ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ.
Хăйĕн профессийĕн вăрттăнлăхĕсем çинче Валентина Бессонова ĕç ветеранĕ чарăнса тăчĕ. Механик профессине суйласа илнĕскерĕн ăçта кăна ĕçлеме тÿр килмен.
– Эпĕ строительство компанийĕнче те тăрăшрăм. Организаци ячĕсем пĕрмай улшăнатчĕç. Çавăнпа ытти профессипе те ĕçлеме тÿр килетчĕ. 25 çул хушши Çурçĕрте вăй хутăм, – терĕ вăл хăй сăмахне вĕçленĕ май.
Вĕрентекен профессийĕ çинчен нумай çул хушши пуçламăш классен учителĕ пулса ĕçленĕ Зоя Георгиева каласа пачĕ. Библиотека ĕçченĕ Разифа Никифорова пуçтарăннисене хăйĕн юратнă ĕçĕ патне епле çитнипе паллаштарчĕ.
Ачасем вĕсене хавхаланса итлесе ларчĕç, ыйтусем те пачĕç. Пĕлÿ сехетĕнче вĕренекенсем професси тĕнчи, паянхи кун анлă сарăлнă тата сайра тĕл пулакан ĕçсен тĕсĕсем çинчен нумай пĕлчĕç. Çавăн пекех профессин тĕсĕсемпе, вĕсене суйланă чухне шута илмелли йĕркесене ăса хыврĕç. Асăннă мероприяти ачасене малашлăхра хăйсене килĕшекен профессие суйласа илме пулăшасса шанас килет. Тĕлпулу вĕçĕнче пуçтарăннисем «Чун туртнине суйласа илнĕ май» кĕнеке выставкине хак пачĕç.
Маргарита ПАШИНА.
Шаран районĕ,
Тÿртÿллĕ ялĕ.

Манăн професси – манăн шăпа
Манăн професси – манăн шăпа
Манăн професси – манăн шăпа
Манăн професси – манăн шăпа
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: