Пур хыпар та
Тĕлпулу
4 Июлӗн 2025, 14:00

Тăванлăх тĕлпулăва йыхравларĕ

Раççей кунĕнче, июнь уйăхĕн 12-мĕшĕнче, Пишпÿлек районĕнчи Çирĕклĕ ялĕнче пурăнакан Ивановсен йăхĕнче савăнăçлă пулăм пулса иртрĕ. Вячеслав Андреев тăрăшнипе тăванлăх туйăмĕ пурне те пĕр çĕре пухрĕ. Вячеслав Маратович Çирĕклĕ ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ вăл Нефтеюганск хулинче тĕпленнĕ. Ялта вара унăн ашшĕпе амăшĕ пурăнаççĕ.

Тăванлăх тĕлпулăва йыхравларĕ
Тăванлăх тĕлпулăва йыхравларĕ

Ивановсен йăх-несĕлĕ Çирĕклĕре ял никĕсленнĕ вăхăтра, 1760 çулта, тымар янă. Вăл ĕмĕртен ĕмĕре ĕçчен пулнипе уйрăлса тăнă. Ивановсен маларахри тĕлпулăвĕ 2018 çулта иртрĕ. Ăна Сергей Андреев (йывăр тăпри çăмăл пултăр) йĕркелерĕ. Кăçал вара, хушаматсем улшăннине тата çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче пурăннине пăхмасăр, каллех пĕрле пухăнма шутларăмăр. Хальхинче çичĕ ăрури тăвансем, 50 ытла çын, пухăнчĕç. Кашнийĕ пĕр-пĕрне курма, пĕр-пĕринпе паллашма хавас пулчĕ. Çакă, паллах, питĕ кăмăллă.
Пысăк çемье уявĕ Сере Салаутдиновна Адрееван çуртĕнче иртрĕ. Вăл – Вячеслав Маратовичăн амăшĕ. Кил хуçи арăмĕ яланхилле хăнасене ăшшăн кĕтсе илчĕ, тутлă кучченеçсемпе хăналарĕ. Çакăншăн ăна пысăк тав сăмахĕ калатпăр.
Ивановсен тĕлпулăвĕ ялăн паттăр салтакĕсене, Тăван çĕршыва хÿтĕлесе пуç хунă ентешсене халалланă палăк умне чечек кăшăлĕ хурассинчен пуçланчĕ. Çавăн пекех эпир Çирĕклĕ ялне пуçарса янă Михаляна сума суса вырнаçтарнă асăну чулĕ умĕнче пуç тайрăмăр. Михаля (Михаил) – пирĕн мăн асатте. Ялти тăва шăпах унăн ятне панă та. Çакăн хыççăн вырăнти масар çине çул тытрăмăр, часавайĕнче çурта çутрăмăр, вилнĕ тăвансен ячĕпе кĕлĕ вуларăмăр.
Çирĕклĕ ялĕнчи музее те çитсе курни кашнин чĕринче ырă туйăмсем çуратрĕ. Кунта чылай экспонат пухăннă. Çак ялта пурăннă çынсен астăвăмне, ĕлĕкхи ĕç хатĕрĕсене, савăт-сапана, тумтире упрассине Т.В. Петрова йĕркелесе пырать. Вăлах пирĕн валли усăллă экскурси ирттерчĕ, кашни экспонат çинчен тĕплĕн каласа пачĕ. Музейра аслисене те, ачасене те питĕ интереслĕ пулчĕ.
Тĕлпулăвăн тĕп пайĕ вара «Тăрна шурĕ» çăлкуç çывăхĕнчи вăрман уçланкинче иртрĕ. Ăна Вячеслав Андреев пуçарăвĕпе тирпей-илем кĕртнĕччĕ. Юрăсемпе ташăсем, тутлă апат тата аса илÿсем ăшă хутшăнусем, çывăх калаçусем йĕркелеме май пачĕç. Сергей Андреева халалланă фильма пăхнă чух куççуле тытса чараймарăмăр. Вăл пирĕнпе юнашар çук пулин те унăн çутă сăнарĕ пирĕн асра.
Асăннă тĕлпулу пире пĕрлештерчĕ, чĕресене хăпартлантарчĕ, çĕнĕ вăй-хăват парнелерĕ, хамăр йăх-несĕл йывăççине тĕпчес кăмăл çуратрĕ. Кашни тĕлпулу хамăр тăван кĕтесе юратнине, мăн асатте-асаннене сума сунине çирĕплетет. Тăвансем Ивановсен йăх-несĕлне тĕпчени тăванлăх туйăмĕсене вăйлататнине, асатте-асаннесен пурнăçне лайăхрах пĕлме май панине ăнланса илчĕç.
Тĕпчев ĕçĕсем тавракурăма анлăлатаççĕ. Çапла майпа историе те ăнланма тытăнатăн. Пирĕн йăхăн историйĕнче Пугачев пăлхавĕсем вăхăтĕнче хура вăрмансем урлă тепĕр вырăна пурăнма куçнă самантсем, Граждан вăрçи, революци, кулаксен класне пĕтерни, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи тата ытти те палăрать. Пирĕн вара çакна пĕлмелле, асра тымалла.
Çак пысăк мероприяти пурте пĕрле пухăнсан кирек мĕнле ыйтăва та татса пама пултарнине те çирĕплетрĕ. Эпир аслă йăхăн пĕр пайĕ пулнишĕн чунтан савăнатпăр. В.М. Андреева, Е.В. Андреевана, О.В. Андреевана тата ытти тăвансене чаплă та манăçми тĕлпулу йĕркелесе ирттернĕшĕн пысăк тав!
Мелитта ЗИНУРОВА.
Пишпÿлек районĕ, Çирĕклĕ ялĕ
– Пелепей хули.

Тăванлăх тĕлпулăва йыхравларĕ
Тăванлăх тĕлпулăва йыхравларĕ
Тăванлăх тĕлпулăва йыхравларĕ
Тăванлăх тĕлпулăва йыхравларĕ
Тăванлăх тĕлпулăва йыхравларĕ
Тăванлăх тĕлпулăва йыхравларĕ
Тăванлăх тĕлпулăва йыхравларĕ
Тăванлăх тĕлпулăва йыхравларĕ
Тăванлăх тĕлпулăва йыхравларĕ
Тăванлăх тĕлпулăва йыхравларĕ
Тăванлăх тĕлпулăва йыхравларĕ
Тăванлăх тĕлпулăва йыхравларĕ
Тăванлăх тĕлпулăва йыхравларĕ
Тăванлăх тĕлпулăва йыхравларĕ
Тăванлăх тĕлпулăва йыхравларĕ
Тăванлăх тĕлпулăва йыхравларĕ
Тăванлăх тĕлпулăва йыхравларĕ
Тăванлăх тĕлпулăва йыхравларĕ
Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас