Музей ĕçченĕсем тăрăшнипе майлаштарнă асăну хăми кашнин чуннех хумхантарчĕ. Константин Николаевичăн хурăнташĕсем, мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсем хăйсен паттăр тăванĕпе пĕтĕм кăмăлтан мăнаçланчĕç, унăн пурнăçĕнчи çĕнĕ фактсемпе паллашрĕç.
Пулас паттăр 1912-мĕш çулхи декабрь уйăхĕн 3-мĕшĕнче Николай Григорьевичпа Татьяна Васильевна Зайкинсен вăтам хресчен çемйинче çуралнă. Вырăнти шкултан, Эрĕнпурти артиллери училищинчен вĕренсе тухнă.
1940 çулта К.Зайкин ертсе пыракан дивизиона Котлин утравĕ çине, Балти тинĕсĕн Финн заливне, куçарнă. Артиллеристсен тĕп тĕллевĕ Ленинградри çар округĕн тата Ленинград хулинчи çарсене тăшман карапĕсенчен хÿтĕлесси пулнă. Çарсенче çĕнĕ артиллери гаубицисем курăнма пуçланă. Вăрçă пуçланас умĕн Константин Зайкин дивизион командирне Мускава пĕлĕвне пуянлатма янă, часах ăна Тĕп командованин резерв полкĕн командирĕ туса хунă. 1941 çулхи сентябрь вĕçĕнчен Ленинград блокадăра пулнă, Константин Зайкин полкĕ чи хĕрÿ участоксенче çапăçнă. Хулара пурăнакансем выçăпа тата сивĕпе пинĕ-пинĕпе вилнĕ. Чăваш офицерĕ хăйĕн дивизионĕн вут-çулăм батарейисене ертсе пынă. Зайкин командир ăсталăхне пула темиçе уйăх хушшинче тăшман пехотин 1239 çыннине, 48 пулемета, 1 пысăк калибрлă пулемета, 3 самолета, 35 автомашинăна тĕп тунă.
1942 çулхи август уйăхĕн 29-мĕшĕнчи документсем тăрăх, Константин Зайкина правительство наградине – Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин 2 степень орденне памалла тунă. 1942 çулхи октябрĕн 22-мĕшĕ тĕлне хатĕрленĕ вăрттăн сведенисем тăрăх, Çурçĕр-Хĕвеланăç фрончĕн çарĕсен, СССР Аслă Канашĕн хушăвĕсемпе килĕшÿллĕн, нимĕç захватчикĕсене хирĕç кĕрешнĕ май çар заданийĕсене тĕслĕхлĕ пурнăçланăшăн тата паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн Константин Николаевич Зайкин капитана Хĕрлĕ Çăлтăр тата Хĕрлĕ Ялав орденĕсемпе наградăланă. 1943 çулхи январь уйăхĕн 4-мĕшĕнче ăна майор званийĕпе артиллери полкĕн командирĕ пулма шаннă.
«Артиллери полкĕн 234-мĕш дивизионăн çирĕп те хăюллă командирĕ Константин Зайкин пухнă опытпа усă курса кирек мĕнле çапăçура та тĕрĕс йышăнусем тăвать», – тенĕ полк командирĕ Петров. Константин Николаевич чи пысăк çар званийĕпе доложноçне, подполковникпа полк командирĕ таран, çитнĕ. 1943 çулхи февралĕн 27-мĕшĕнче пĕр çапăçу вăхăтĕнче полк штабĕ çине бомбăсем пăрахнă. Бомбăсем айне Хĕрлĕ Çарăн 30 çулхи подполковникĕ Константин Николаевич та лекнĕ. Ку Новгород облаçĕнчи Старая Русса хули çывăхĕнче Кивĕ Рамушево ялĕнче пулса иртнĕ. Мăйлăпукан чăвашĕ Новгород облаçĕнчи Сельцо салинчи масарта ĕмĕрлĕхех канлĕх тупнă.
Зайкинсен çемйинче ултă ача, тăватă ывăлпа икĕ хĕр, пулнă. Паттăрăн ашшĕ-амăшне Гафури районĕнчи Белое Озеро станцийĕнче пытарнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Константинăн Евдоким тата Леонтий пиччĕшĕсем те пулнă. Икĕ йăмăкĕ, Пелагейăпа Устинья, вăрăм ĕмĕр пурăнса ирттернĕ.
Мероприятие Авăркас район Канашĕн секретарĕ Юрий Николаев, ветерансен Канашĕн председателĕн çумĕ, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партийĕн вырăнти уйрăмĕн ĕç тăвакан секретарĕ Равиль Забиров тата Авăркас район хаçачĕн корреспонденчĕ Зульфия Сидорова хутшăнчĕç. Зульфия мероприятие юрă юрласа, сăвă каласа илем кÿчĕ пулсан, Тимерлан Рамазанов çамрăк юрăç хăйĕн юррине шăрантарчĕ.
Константинăн пиччĕшĕн ывăлĕ Николай Константин Зайкинăн кун-çулне уçса пачĕ. Кун пек тĕлпулусем кашнин чĕринче мăнаçлăх туйăмĕ çуратнине палăртрĕ. Эпĕ - çак çырăвăн авторĕ Антонида Евдокимовна, Андрей Меньшиковăн вăрçă çинчен çырнă сăввине пăхмасăр каларăм.
Мероприятие К.Н. Зайкинăнăн тăванĕсем нумайăн пуçтарăннине палăртма кăмăллă. Малти ретре Костян йăмăкĕн Пелагейăн ывăлĕ Алексей. Унăн ашшĕ Николай Арсентьевич та фронтра пулнă, вăрçă хыççăн шкулта физкультура урокĕсене илсе пынă. Тĕлпулăва Устиньян Клавдия хĕрĕ Алексей мăшăрĕпе тата Люба хĕрĕпе, кĕрÿшĕпе килсе çитнĕ. Вĕсен ашшĕ Харитон Никифорович та фронтра пулнă. Вăрçăран таврăнсан трактор бригадине ертсе пычĕ. К.Зайкинăн шăллĕн Леонтий пиччен икĕ мăнукĕ Людăпа Лена та кунта. Вĕсен аслашшĕ танкист пулнă, килне таврăнсан колхозра тракторпа ĕçлерĕ. Прокопий пиччен мăнукĕ Андрей Вениаминович кам ăçта, хăçан пурăннине ÿкерчĕксем тăрăх кăтартса каласа пачĕ. Вăл несĕл йывăççи хатĕрлесе килнĕ, ăна пур тăванĕсене те валеçсе пачĕ. Константинăн иккĕмĕш сыпăкри тăванĕ Виктор Тимофеевич Зайкин 1942 çулта вăрçа хутшăннă. Вăрçă хыççăн икĕ аслă шкул пĕтерсе 32 çул Пишкайăнти вăтам шкулăн директорĕ пулса ĕçлерĕ. Унăн икĕ хĕрĕ, Ольгăпа Ирина та, мăшăрĕсем те кунта. Паттăрăн аслă пиччĕшĕ Евдоким (манăн атте) çак вăрçăра 1941 çултах пуç хунă. Унăн Моисей ывăлĕ çичĕ çул тăршшĕ службăра пулнă, яппунсене хирĕç çапăçнă. Пиччен ывăлĕ Леонид – ветеринари фельдшерĕ. Вăл хăйĕн мăшăрĕпе тата Надя, Таня, Наташа хĕрĕсемпе, кĕрÿшĕсемпе килнĕ.
Аттен хĕрĕ Матрена – ĕç ветеранĕ, вăрçă ачи. Вăл 14 çултах колхоз ĕçне кÿленнĕ. Унăн Альбинăпа Валентина хĕрĕсем Благовещенск районĕнчен, Сания кинĕ Настя хĕрĕпе Ишимбай хулинчен килсе çитнĕ. Юнашар – Кирук пиччен хĕрĕ Галина Кирилловна. Вăл Мăйлăпукан ялĕнче фельдшер пулса ĕçленĕ, халĕ тивĕçлĕ канура. Эпĕ – аттен иккĕмĕш хĕрĕ Антонида, нумай çул хушши почта уйрăмĕн пуçлăхĕ пулса тăрăшрăм. Кармаскалă районĕнчи Тинĕскÿл ялĕнче пурăнатăп. Манăн Маргарита Агафоновна хĕрĕмпе Василий Николаевич кĕрÿ Кармаскалă районĕнчи Бекетово вăтам шкулĕнче ачасене пĕлÿ параççĕ. Силантий Агафонович ывăлпа Инна кин Газпромра ĕçлеççĕ, Тинĕскÿлте пурăнаççĕ. Коля шăллăм – зоотехник. Унăн Эдуард ывăлĕ юридици факультетĕнче вĕренекен Юля хĕрĕпе килсе çитнĕ. Кольăн Алена хĕрĕ те Çтерлĕ хулинчен килме вăхăт тупнă. Эпир нумайăн, вăрăм ĕмĕрлĕ. Пирĕн ватă асатте Георгий Алексеевич 92 çула çитсе вилчĕ. Эпĕ ăна лайăх ас тăватăп. Ăна пытарма хутшăннă Константин Николаевичăн икĕ йăмăкĕ те 100 çула çити пурăнчĕç. Эпĕ 86 çулта. Манăн шăллăм Николай Евдокимович 84 çул тултарать.
Музейри чуна пырса тивмелли мероприяти вĕçленчĕ. Паттăрсем манăçмаççĕ, вĕсем яланах пирĕн асра.
Антонида ПЕТРОВА.
Кармаскалă районĕ, Тинĕскÿл ялĕ.