Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Уяв
9 Октябрӗн 2019, 13:29

Пушкăртстан Республика кунне мĕнле паллă тăвĕ?

Çак эрнере эпир Республика кунне уявлатпăр. Вăл республикăри чи çамрăк та юратнă праçниксенчен пĕри шутланать. Çулсем иртнĕ май унăн ячĕ улшăннă‚ анчах пĕлтерĕшĕ çухалман.

Истори минучĕ. Эпир мĕн палăртатпăр?
Кăçал Пушкăртстан 100 çул тултарнине уявларĕ. 1919 çулхи март уйăхĕн 20-мĕшĕнче Мускавра Пушкăртстан автономийĕ пирки килĕшÿ тунă. Март уйăхĕн 23-мĕшĕнче документăн текстне «Известия ВЦИК» хаçатра пичетлесе кăларнă. Совет тапхăрĕнче çак куна республика пулса кайнă кун тесе уявланă. Каярах çĕнĕ влаçпа регионсем хушшинчи хутшăнусем улшăннă‚ ирĕклĕх правине тĕпе хунă наци юхăмĕсем вăй илнĕ. 1917 çул çĕршывра политика улшăнăвĕсем пулса иртнĕ май халăх харпăр ирĕклĕхĕшĕн кĕрешнĕ. Çавăн пирки пуçланнă та Февральпе Октябрь революцийĕсем.
1990 çулхи октябрь уйăхĕн 11-мĕшĕнче тепĕр пĕлтерĕшлĕ пулăм пулса иртнĕ - патшалăх суверенитечĕ пирки деклараци йышăннă. Çакă политика компромисĕ патне çитме пулăшнă. Пушкăрт Автономиллĕ Совет Социализмлă Республикине Пушкăртстан ят панă. Уява икĕ çултан‚ 1992 çулхи февраль уйăхĕнче паллă тума тытăннă. 1993 çулхи декабрь уйăхĕнче декларацине тĕпе хурса республика Конституцине йышăннă.
Тăхăр вуннăмĕш çулсем тахçанах хыçа тăрса юлнă. Республика кунĕ вăл – пысăк уяв. Пушкăртстанра пурăнакансем‚ вĕсен шутĕнче ытти регионсенче пурăнакан пушкăртсем те‚ тăван кĕтесе асра тытаççĕ‚ вăл ÿссе аталанассине шанаççĕ. Урăхла каласан‚ суверенитет çул тултарнине мар‚ тăван кĕтесе юратнине‚ таврари çынсене‚ республикăна тата та лайăхрах тăвакан ĕçченсене аса илетпĕр. Вăл пире сума сăвакан уяв.
Иккĕмĕш ĕмĕре мĕнпе кĕретпĕр?
Çĕнĕ ĕмĕре республика çĕнетÿ тапхăрĕнче кĕни паллă. Федераллă шайра республика 100 çул тултарнине халалласа уяв мероприятийĕсем йĕркеленĕ. Çак указа Раççей Президенчĕ Владимир Путин алă пуснă. Ĕпхÿре Шайхзада Бабич поэта тата общество деятельне халалласа пĕрремĕш палăк лартнă. Темиçе теçетке пин вĕренекен тăван кĕтеспе çынсен историйĕнчи йывăр тапхăрĕ çинчен тĕпчесе пĕлнĕ. Çавăн пекех экран çинче Булат Юсупов ÿкернĕ «Первая республика» историпе художествăллă фильм кун çути курнă. Картина никĕсне республика пуçланса кайнин чăн историне‚ обществăпа политика деятелĕсен‚ ăсчахсен‚ поэтсемпе писательсен‚ композиторсен шăпине кĕртнĕ. Сăнарсен хушшинче - Даут Юлтыйпа Габдулла Амантай писательсем‚ пĕрремĕш пушкăрт хĕрарăм-романист Хадия Давлетшина‚ пушкăрт наци театрĕн никĕсне хывакан Валиулла Муртазин-Иманский тата ыт.те. Асăннă фильма Лос-Анджелес хулинче иртекен халăхсен хушшинчи Азиат кинофестивалĕн конкурс программине тăратнă. Кинофестиваль ноябрь уйăхĕн 6-14-мĕшĕсенче иртĕ.
Унсăр пуçне кăçал Пушкăртстанра регионăн çĕнĕ пуçлăхне суйласси те иртрĕ. Патшалăха ертсе пыракан çĕнĕ йыш хăй умне çынсене кирлĕ‚ курăмлă тата йывăр тĕллевсем лартать.
Пĕтĕм тĕнчери пушкăртсен пиллĕкмĕш Курултайĕ пулса иртрĕ. Унта Радий Хабиров пушкăрт халăхне пĕрлештермелли утăмсем тумалли çинче чарăнса тăчĕ. Вĕсен пĕр çĕр‚ пĕр тăван кĕтес. Тивĕçĕ те региона аталанма пулăшасси.
Мĕнле мероприятисем иртĕç?
- Кашни хулапа районта халăх уявĕсем, концертсемпе конкурссем йĕркелĕç‚ парнесем парнелĕç. Ĕпхÿре Салават Юлаев палăкĕ умĕнче тата «Ватан» паркра мероприятисем иртĕç. Республика кунне халалланă концерта республикăри çамрăксен хушшинчи чи паллă юрăçă Элвин Грей тата «Пицца» ушкăн хутшăнĕç. Концерта БСТ каналта тÿрĕ эфирпа та кăтартĕç. Мероприятисем уяв салючĕпе вĕçленĕç.
- Вырăнти фермерсем хăйсен продукцине тăратнă ярмăрккăсем ĕçлĕç. Сăмах май‚ çанталăк лайăх тăрсан‚ вĕсене уйăх хушши йĕркелĕç. Радий Хабиров Ял хуçалăх министерствине хушу панă тăрăх‚ сутуçăсем продукцие хаклă хакпа сутмалла мар. Ашпа çĕр улми хакĕсем те йÿнерех пулмалла.
- «Покупай башкирское» флешмобсем ирттерĕç. Уяв кунĕсенче чылай хуласемпе районсенче вырăнти производительсем хăйсен продукцин хакне чакарĕç.
- Тăрăшуллă ĕçченсене тивĕçлĕ чыслĕç. Чаплă церемонисем Ĕпхÿре кăна мар‚ ытти хуласемпе районсенче те иртĕç. Патшалăх наградисене республикăна аталантарас ĕçре палăрнисем тивĕçĕç. Çак кун Шагит Худайбердин ячĕллĕ правительство премине тата Шайхзада Бабич ячĕллĕ çамрăксен премине кам тивĕçни паллă пулĕ.
ПР «Республика Башкортостан» Издательство çурчĕн материалĕсем тăрăх
Ирида НОВИКОВА хатĕрленĕ.
Читайте нас: