Урал сасси
+21 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Уяв
13 Июлӗн 2022, 11:27

Петровсен çемйинчи ырă йăласем ăруран ăрăва куçса пыраççĕ

Пĕр йывăç та капмар тымарĕсем çине таянмасăр илемлĕ те çирĕп ÿсме пултараймасть. Çын та çавăн пекех. Хăйĕн ăру-тăванлăх тымарĕсене пĕлмесĕр Тăван çĕршывăн тивĕçлĕ ывăлĕ пулса çитĕнеймест.

Петровсен çемйинчи ырă йăласем  ăруран ăрăва куçса пыраççĕ
Петровсен çемйинчи ырă йăласем ăруран ăрăва куçса пыраççĕ

Пелепей хулинчи «Урал-Батыр» наци культурисен центрĕнче республикăри «Шежере байрамы» («Йăх-несĕл уявĕ») халăх уявĕн программипе килĕшÿллĕн «Манăн йăх-несĕл тымарĕсем» ăру-тăванлăх конкурсĕн муниципаллă тапхăрĕ иртрĕ. Унта ултă çемье – Нугумановсем, Кучкаровсем, Спиридоновсем, Маликовсем, Андреевсем тата Якушевсем (Петровсем) – хутшăнчĕç.
Кашни çемье хăйне майлă телейлĕ теççĕ. Анчах та кил-йышра килĕшÿпе пĕрлĕх, пĕр-пĕрне хисеплени, юрату пулмасан çын хăйне телейлĕ теме пултарать-и? Çемье хăйĕн йăли-йĕркисем пур пулсан çеç сыхланса юлать.
Конкурсăн пĕрремĕш тĕрĕслевĕ «Ăру-тăванлăха хÿтĕлесси» пулчĕ. Ултă çемье те хăй халăхĕн йăли-йĕркине лайăх пĕлнине, вĕсене тытса пынине кăтартса пачĕ.
Якушевсен (Петровсен) йăхĕпе виçĕ ăру паллаштарчĕ. Уява аслашшĕ-асламăшĕпе, кукашшĕ-кукамăшĕпе, ашшĕ-амăшĕпе, пиччĕшĕ-аппăшĕсемпе пĕрле Пелепей хулинчи 15 № шкулта вырăс чĕлхипе литература учителĕ пулса ĕçлекен Татьяна Якушева, 1 А класс вĕренекенĕ Александра Петрова, 5 класс вĕренекенĕсем Ярослава Якушевапа Ульяна Петрова килсе çитнĕ. Петровсенчен чи асли 72 çулта пулсан, чи кĕçĕнни – пиллĕкре. Вĕсем «Манăн çемье» паллаштару карточки валли видеоролик хатĕрленĕ. Унта вĕсен йăхĕнчи ултă ăру çыннисем, çемье хаклăхĕсем, йăли-йĕркисемпе киленĕвĕсем çинчен каласа панă.
Петровсен ăрăвĕшĕн тĕп вырăнта аслисене хисеплесси пулнине илтме кăмăллă пулчĕ. Уяв тăршшĕпех çак çемьере аслисене хисеплени, тĕрлĕ йышши ăсталăх ăруран ăрăва куçса пыни курăнса тăчĕ. Петровсем музыка инструменчĕсемпе калаççĕ, юрлаççĕ, ташлаççĕ, ÿкереççĕ, çунтарса ÿкереççĕ (выжигание), çыхаççĕ, тĕрлеççĕ, вак шăрçапа тĕрлеççĕ, йывăçа касса кăларса илемлетеççĕ.
Çемьери тĕп йăласенчен пĕри – çуралса ÿснĕ вырăна хисеплесси. Петровсем час-часах ашшĕ-амăш килĕнче, Мияки районĕнчи Тимеш ялĕнче, пуçтарăнаççĕ. Александр Федоровичпа Ольга Николаевна 47 çул пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнаççĕ. Вĕсем хурт-хăмăр ĕрчетеççĕ, утарĕ те пур. Пахча çимĕç ÿстерме кăмăллаççĕ. Кашни çулах темĕн чухлĕ улма-çырла тĕмĕсем, йывăçсем лартаççĕ. Садра крыжовникпа хурлăхан, чиепе ирга, хăмла çырли тата виноград, пан улми, çĕр çырли, арбузпа дыня таранах, ÿсеççĕ, хăйсен çимĕçĕсене параççĕ.
Петровсем çине пăхсан чунра мăнаçлăх туйăмĕ çуралать. Çак çемье сывлăхлă пурнăç йĕркине илсе пынине, спортпа туслă пулнине палăртмалла. Кил-йышра шывра ишекенсем те, йĕлтĕрпе чупакансем те, çăмăл атлетсем те, футбол вылякансем те, грекпа рим кĕрешĕвĕпе, куреш наци кĕрешĕвĕпе интересленекенсем те, спортпа бал ташшине ташлакансем те пур.
Петровсен кил-йышĕнчи тепĕр ырă йăлана та асăнса хăварас килет. Ку вăл – хăнасене тулли сĕтелпе кĕтсе илесси. Уяв каçĕнчи сĕтел çинче кăпăшка çавра çăкăрĕ те, чăваш хуплăвĕ те, кăпăклă сăри те пурччĕ.
Жюри пĕтĕмлетÿ тунă май Якушевсен (Петровсен) çемйине I степень дипломне парса чысларĕ.
Çемье йăли-йĕркисем – ăруран ăрăва куçса пыракан пысăк хаклăх. Вĕсенче вăй-хăват, çемье пĕрлĕхĕ. Çемьене тата та ытларах туслаштаракан, хамăр мăн асаттесене, йăла-йĕркесене асра тытма май паракан конкурссем пурри тата та лайăхрах.
Наталия ПАТРАЕВА.
Пелепей хули.

Петровсен çемйинчи ырă йăласем  ăруран ăрăва куçса пыраççĕ
Петровсен çемйинчи ырă йăласем  ăруран ăрăва куçса пыраççĕ
Петровсен çемйинчи ырă йăласем  ăруран ăрăва куçса пыраççĕ
Петровсен çемйинчи ырă йăласем ăруран ăрăва куçса пыраççĕ
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: