Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Уяв
19 Июлӗн 2022, 14:54

«Эпир кунта яланах пулатпăр»

«Салам» фестиваль кун-çулĕ 2011 çулта ПР чăваш культура обществин правленийĕ Пушкăртстан Республикин Культура министерствине Ĕпхÿ хулинче пĕтĕм чăвашсен уявне ирттерме сĕннĕ хыççăн пуçланса кайнă.

«Эпир кунта яланах пулатпăр»
«Эпир кунта яланах пулатпăр»

Республикăра чăваш юрри-ташшисен фестивальне йĕркелеме сăлтавĕ те çителĕклĕ темелле. Пушкăртстанра 110 пин чăваш пурăнать, çын шучĕпе эпир республикăри ытти халăхсен хушшинче тăваттăмĕш вырăн йышăнатпăр. Чи авалхи халăхсенчен пĕри шутланакан чăвашсен наци культурипе тата искусствипе пур халăх çынни те паллашмалла.
Кăçал регионсем хушшинчи «Салам – 2022» фестиваль Ĕпхÿ хулинчи С.Т. Аксаков ячĕллĕ паркра иртрĕ. Фестиваль шучĕпе вун иккĕмĕш пулчĕ. Çултан-çул «Салам» ÿссе, пахалăхĕ енчен аталанса пырать. Иртнĕ çул кăшăлвирус пандемийĕ алхаснине пăхмасăр фестивале 295 çын хутшăнчĕ. Кăçал сцена çине тухакансен шучĕ 400-пе танлашрĕ. Фестивале 22 пултарулăх ушкăнĕпе сцена çине уйрăмăн тухакан 35 çын килсе çитнĕ. Жюри членĕсем 63 номере пăхса тухса хак пачĕç. Фестиваль сакăр номинаципе, ташă, вокал, музыка жанрĕсемпе, иртрĕ. Кăçалхи мероприятие Раççей Президенчĕ Владимир Путин пĕлтернĕ Раççейри халăхсен культура еткерлĕхĕн çулталăкне халалланă. Вырсарни шкулĕнче пуçтарнă ăсталăх «Салам» регионсем хушшинче фестивале ирттернĕ чух питĕ кирлĕ пулчĕ. Фестивале уçса пуçтарăннисене саламлама сцена çине чăваш вырсарни шкул вĕрентекенĕ Анастасия Васильева ертсе пыракан ушкăн воспитанникĕсем ташă номерĕсемпе тухрĕç. Малалла вĕсем куракансене хăйсен ташшисемпе çÿлерех асăннă садри иккĕмĕш лапам çинче савăнтарчĕç. Куракансем ачасене хапăл туса, тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç. Çавăн пекех мероприятие уçнă çĕре вырсарни шкулĕнче пĕрремĕш çул вĕренекен Филипп Вуколов тухрĕ. Вăл хăйĕн мăн аслашшĕ Филипп Николаевич Вуколов-Эрлик çырнă «Сын полка» поэмăн сыпăкне вуласа пачĕ.
Фестиваль географине илес пулсассăн, унта республикăри чăвашсем йышлă пурăнакан 17 районпа хуласенчи пултарулăх ушкăнĕсемпе сцена çине уйрăм тухакансем хутшăнчĕç. Фестиваль Пушкăртстанра пурăнакан чăваш халăхĕн пултарулăхĕ пысăк пулнине çирĕплетсе пачĕ. Çакна халăх мероприятие йышлă хутшăнни те, фестиваль репертуарĕ çÿллĕ шайра иртни те çирĕплетет. Пуçтарăннисене уйрăмах хĕрлĕ шурă тĕслĕ чăваш тумĕсем тăхăннă 300 çын таран хутшăннă вăйă карти кăмăла кайрĕ. Вăйă юррине Çтерлĕпуç районĕнчи Тетĕрпуç ялĕнчи А.П. Иванова шăрантарчĕ. Фестивале пĕтĕмĕшле хак парсан унăн лозунгĕ çапла пулмалла: «Эпир кунта яланах пулатпăр». Халăх çитес мероприятие шăпах çавăн пек плакат хатĕрлеме сĕнчĕ. Конкурс номерĕсене сумлă жюри членĕсем хак пачĕç. Ун йышĕнче Республикăри халăх пултарулăх центрĕн, Халăхсен туслăх çурчĕн, чăваш вокал тата хореографи сферинче тăрăшакансем пулчĕç. Чăваш Республикинчи пултарулăх ушкăнсем мероприятие онлайн майпа хутшăнчĕç. Вĕсен пултарулăхне те жюри членĕсем ыттисемпе пĕр шайрах хак пачĕç.
Фестивале йĕркелесе ирттерес ĕçе Ĕпхÿ районĕнчи чăваш культура обществин председателĕ Т.Е. Петрова, Чăваш вырсарни шкул директорĕ П.В. Демченко, Ĕпхÿ хулинчи чăваш культура обществин председателĕ В.З. Куликова, Кумертау хулинчи чăваш культура обществин председателĕ З.Н. Маркова, Чăваш вырсарни шкулĕнче тăван чĕлхе вĕрентекенĕ пулса ĕçлекен В.В. Гильдеева, ЧР тата ПР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Г.Ю. Кириллова, фестиваль секретариачĕн членĕ О.К. Акпасова, фествале ертсе пынă Е.В. Спиридонова, Иглин районĕнчи чăвашсен культура обществин председателĕ В.Д. Спиридонов, Çтерлĕпуç районĕнчи чăваш культура обществин председателĕ И.П. Петрова, «Элем» ансамбль солисчĕ Н.И. Дмитриев уйрăмах хастар хутшăнчĕç. Т.Е. Петрова участниксене апатлантармалли пункт йĕркелерĕ.
Фестивале патшалăх тата муниципаллă органсен представителĕсем, Туслăх çуртĕнчи наципе культура центрĕсен представителĕсем килсе çитрĕç. Çав шутра С.Х. Шанглиев туркмен, Б.Т. Джалолов таджик культура центрĕсен ертÿçисем, В.Ф. Иванов Ĕпхÿ хулинчи чăвашсен наципе культура автономийĕн председателĕ, П.В. Демченко чăваш вырсарни шкул директорĕ пулчĕç. Вĕсем фестивалĕн йĕркелÿ комитетне салам çырăвĕсемпе парнесем пачĕç.
Юлашкинчен йĕркелÿ комитечĕ фестиваль çĕнтерÿçисене чысларĕ. Çĕнтерÿçĕсемпе мероприятие хутшăнакансем дипломсемпе Хисеп хучĕсене тата асăнмалăх парнесене илме тивĕçрĕç. Тепĕр историлле самант çинче те чарăнса тăмалла. Çак кун Авăркас районĕнчи «Мерчен» халăх фольклор ушкăнĕн ертÿçине Николай Семенович Васильева 90 çулхи юбилей ячĕпе ăшшăн саламласа хаклă парнепе чысларĕç.
Полина ДЕМЧЕНКО,
чăваш вырсарни
шкулĕн директорĕ.
Ĕпхÿ хули.

«Эпир кунта яланах пулатпăр»
«Эпир кунта яланах пулатпăр»
«Эпир кунта яланах пулатпăр»
«Эпир кунта яланах пулатпăр»
«Эпир кунта яланах пулатпăр»
«Эпир кунта яланах пулатпăр»
«Эпир кунта яланах пулатпăр»
«Эпир кунта яланах пулатпăр»
«Эпир кунта яланах пулатпăр»
«Эпир кунта яланах пулатпăр»
«Эпир кунта яланах пулатпăр»
«Эпир кунта яланах пулатпăр»
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: