Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Уяв
19 Июлӗн 2022, 14:49

Кĕрлерĕ Тетĕрпуçĕнче чăваш уявĕ

Июнь уйăхĕн 8-мĕшĕнче Çтерлĕпуç районĕнчи Тетĕрпуç ялĕнче Раççейри культура эткерĕн çулне халалласа пысăк уяв – Чăваш культура кунĕ – иртрĕ.

Кĕрлерĕ Тетĕрпуçĕнче чăваш уявĕ
Кĕрлерĕ Тетĕрпуçĕнче чăваш уявĕ

Савăнăçлă та шавлă уяв хăй тавра чылай сумлă хăнасене пухрĕ. Вĕсен шутĕнче РФ Патшалăх Думин депутачĕ Зариф Байгускаров, Çтерлĕпуç район администраци пуçлăхĕн çумĕсем Венера Шариповапа Флюр Шагисултанов, Çтерлĕпуç ял Канаш хутлăх администраци пуçлăхĕ Азамат Галиев, «Урожай» ООО директорĕ Ильдар Гаскаров тата районти пушкăртсен курултайĕн, тутарсен конгресĕн, вырăссен соборĕн ертÿçисем Ильдус Муратов, Хисаметдин Исмагилов, Евгения Хусаинова пулчĕç. Паллах, тăван ялта çуралса ÿссе халĕ çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче пурăнакан, тĕрлĕ сферăра вăй хуракан ентешсем: Çтерлĕ хулинчен Геннадий Тимофеев-Челпир çыравçă, «Эреш» фольклорпа театр студин юрăçисем, пĕртăван Надеждăпа Рая тата Анна Никифоровасем, Çтерлĕпуçĕнчи коррекци шкулĕн директорĕ Алексей Афанасьев.
Малтанах хăнасене хуçасем çăкăр-тăварпа тата чăвашсен кăпăклă та тĕхĕмлĕ сăрипе кĕтсе илчĕç. Унтан пурте пĕрле ятарласа йĕркеленĕ алă ĕçĕсен куравĕпе паллашрĕç. Малалла уяв сценарийĕпе килĕшÿллĕн чăваш тумтирне хак парасси пулса иртрĕ. Çак ĕçре тетĕрпуçсене пулăшма Федоровка районĕнчи Ашкатар ялĕн артисчĕсем килсе çитнĕ. Вĕсем «Пикесем» юрă-ташă ушкăнĕн ертÿçи Елена Газизова ертсе пынипе «Илемлĕ» юрра шăрантарса чăваш хĕрарăмĕн çи-пуç дефилине кăтартса пачĕç.
«Иртнисĕр малашлăх çук» халăх каларăшне асра тытса уявра Тетĕрпуç ялĕн историйĕпе тата паянхи пурнăçĕпе Çтерлĕпуçĕнчи 2№ вăтам шкулта истори предметне вĕрентекен Вячеслав Петров паллаштарчĕ. Вячеслав Андреевичăн кĕске докладне итленĕ май хальхи вăхăтра ялта 120 çын пурăннине, чи аслă çын 96 çулхи Ольга Павловна Моисеева пулнине пĕлтĕмĕр, чи çамрăкки вара – 6 уйăхри Лиана Гимадиева.
Тетĕрпуçĕнчи чăваш культура праçникĕ Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕпе тÿр килчĕ. Çавăнпа та йĕркелÿçĕсем çемье ыйтăвне çĕклемесĕр иртсе каймарĕç, Тимофеевсен çемье династийĕ çинче чарăнса тăчĕç. ХХ ĕмĕрĕн варринче ялта Василий Тимофеев каччă çине пурте ăмсанса пăхнă. Вăл аллинчи хут купăспа кирек кама та хăй енне çавăрма пултарнă, çавна пулах кашниех унпа юнашар пулма тăрăшнă. Унсăр ялти пĕр туй та, кану каçĕ те иртмен. Каярах Василий юратнă хĕрĕпе Верăпа çемье çавăрнă, виçĕ ывăл – Николай, Геннадий, Михаил – çитĕнтернĕ. Вĕсем те юрра-кĕвве ăста. Шел пулин те, Николай Васильевич паянхи кун пирĕнпе юнашар çук. Вăл Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ пулнă. Геннадий Васильевичпа Михаил Васильевич сăвăç-композиторсем уявра пухăннă халăха хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Сăмах май, мероприяти вăхăтĕнче Геннадий Тимофеев (Челпир) РФ Патшалăх Думин депутачĕн Зариф Байгускаровăн Тав çырăвне тивĕç пулчĕ.
Уяв юрă-ташăсăр пулмасть. Пухăннă халăхăн кăмăлне районти культура çурчĕ çумĕнчи «Эклектика» ташă ушкăнĕ (ертÿçи – Райля Хабибуллина), Ефремовсен çемйи, Константин Петровпа Альбина Иванова, пĕртăван Никифоровасем (Çтерлĕ хули), Вера Денисова (Федоровка сали), «Пикесем» ансамбль (Федоровка районĕ, Ашкатар ялĕ) тата «Сарпи» профессиллĕ фольклорпа эстрада ансамблĕ хăйсен пултарулăхĕпе çĕклерĕç, уява уяв пек турĕç.
Çав вăхăтра чăваш хастарĕсем Самил Айдарбековпа Андрей Спиридонов урамĕнче уявăн пуян та тулăх кĕрекине хатĕрлерĕç. Сĕтелсем наци апачĕсемпе тулчĕç, тутлă апат-çимĕçе кашниех ас тивсе пăхма пултарчĕ.
Константин ПЕТРОВ.
Çтерлĕпуç районĕ, Тетĕрпуç ялĕ.

Кĕрлерĕ Тетĕрпуçĕнче чăваш уявĕ
Кĕрлерĕ Тетĕрпуçĕнче чăваш уявĕ
Кĕрлерĕ Тетĕрпуçĕнче чăваш уявĕ
Кĕрлерĕ Тетĕрпуçĕнче чăваш уявĕ
Кĕрлерĕ Тетĕрпуçĕнче чăваш уявĕ
Кĕрлерĕ Тетĕрпуçĕнче чăваш уявĕ
Кĕрлерĕ Тетĕрпуçĕнче чăваш уявĕ
Кĕрлерĕ Тетĕрпуçĕнче чăваш уявĕ
Кĕрлерĕ Тетĕрпуçĕнче чăваш уявĕ
Кĕрлерĕ Тетĕрпуçĕнче чăваш уявĕ
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: