Урал сасси
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Уяв
22 Ноябрӗн 2022, 12:50

Пурнăçри тěп сăмах

Ăҫти ҫěршывра ҫуралсан та ача –«Анне» сăмахран ун чěлхи пуҫланать. Виталий Шемекеев.

Пурнăçри тěп сăмах
Пурнăçри тěп сăмах

Чăваш чěлхи – тăванлăхпа ҫыхăннă сăмахсемпе тěнчере чи пуян чěлхесенчен пěри: анне, асатте-асанне, кукаҫей-кукамай, ати-ани, кěрӳ, йысна, пичче, шăллăм, аппа, йăмăк, кукка, пăяхам…
Вăхăт иртнěҫемěн пурнăҫ улшăнса пырать: хăш-пěр сăмахсем чăнах та «ватăлаҫҫě, вилеҫҫě». «Бабушка», «дедушка», «дядя», камсем-ха вěсем? Бабушка – асанне-и, кукамай-и, урамра иртсе пыракан пур ватăлнă хěрарăм-и? Дядя – пичче-и, кукка-и, йысна-и, ачаран аслăрах мěнпур арҫын-и?
Нумай ҫемьесенче «анне» сăмах та ҫук. Ку сăмаха ачасем пěлмеҫҫě, унпа калаҫмаҫҫě те. Ача ҫут тěнчене «а-а-а!» кăшкăрса килет – анне тесшěн вăл. Нимле ача та «м-м-м!» тесе кăшкăрмасть, сас та памасть. Анне вырăнне мамă е мама (мамма тенě пекех илтěнет). Ку вырăссен сăмахне пăсни ҫеҫ: мама – мамă мар, мама́ мар. Хамăр чěлхере пур сăмаха мěншěн урăх чěлхери сăмахпа улăштармалла? Пирěн чěлхе чухăн мар, хамăр чухăн.
Мěншěн хăш-пěр сăмахсене те пулин ачасене чăвашла вěрентмелле мар-ши?! Хăйсене чăваш текенсем! Хăвăр ачăрсене ҫак сăмахсемпе те пулин усă курма вěрентессе шанатăп. Шанчăк ытларах аннесем ҫинче. Пурнăҫра мěн пулсан та – анне!
Юратсан та – анне,
Ыратсан та – анне,
Савăнсан та – анне.
Ҫак сăмахсăр питě хěн
Пурăнма тěнчере.
Пурăн эсě, ҫак сăмах –
Яланах чěрере.
Аннеҫěм! Анне!
Асанне-кукамайсем, аннесем, аппа-йăмăксем! Пурне те çывхарса килекен Аннесен кунě ячěпе саламлатăп! Ҫирěп сывлăх сунатăп!
Рима ПЕТРОВА,
педагогика ĕçĕн ветеранĕ.
Пелепей районĕ,
Слакпуç ялĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: