Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Уяв
6 Декабрӗн 2022, 15:30

Çыруллă тĕрре пĕтме парас марччĕ

Чăваш тĕрри кунне октябрь уйăхĕн 26-мĕшĕнче паллă тăвасси çинчен калакан указа Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев 2020 çулхи октябрĕн 17-мĕшĕнче алă пусса çирĕплетнĕ. Унтанпа икĕ çул çеç иртрĕ пулсан та вăл анлă сарăлнă халăх уявне çаврăнчĕ. Çакна Çтерлĕ хулинче иртнĕ Пушкăртстанри чăваш тĕрĕçисен пĕрремĕш форумĕ те çирĕплетсе пачĕ.

Çыруллă тĕрре пĕтме парас марччĕ
Çыруллă тĕрре пĕтме парас марччĕ

Палăртнă кун Çтерлĕри хула культура керменне халăх йышлă пухăнчĕ. 11.00 сехетре пуçланнă уявăн пĕрремĕш пайĕ фойен иккĕмĕш хутĕнче иртрĕ. Кунта Ĕпхÿпе Çтерлĕ хулисенчи, Пишпÿлекпе Пелепей, Авăркаспа Куюргазă, Çтерлĕпе Пишпÿлек, Миякипе Ермеккей, Çтерлĕпуçпа Кармаскалă тĕрĕ ăстисемпе тата унпа кăсăкланакансем кашнийĕ уйрăм курав хатĕрленĕ. Сăмахран, Ĕпхÿри Вера Тарасова, Авăркас районĕнчи Ирина Филиппова, Мияки тăрăхĕнчи Любовь Семенова, Пелепейĕнчи Лидия Мавлютова хăйсем тунă ĕçĕсене илсе килнĕ пулсан, Çтерлĕ районĕнчи Усăллăри Ольга Патраева 1875 çулта тĕрленĕ пиçиххине, Çтерлĕпуç районĕнчи Тетĕрпуçĕнчи Ирина Петрова 50 çул каялла Мария Иванова ялти фельдшер тĕрленĕ икĕ ĕçне, Ĕпхÿри наука тата технологисен университечĕн Çтерлĕри филиалĕн преподавателĕ Лира Афанасьева тĕрлĕ вăхăтри тĕрĕллĕ чăваш кĕписен экспозицине курава тăратнă. Çакăн евĕр ĕçсем татах та пуррине ыттисем пирки те калама пулать. Вĕсене пурне те сумлă хăнасем – ПР чăвашсен Канашĕн председателĕ Ирина Сухарева, «Сарпике» республикăри чăваш хĕрарăмĕсен пĕрлĕхĕн ертÿçи Людмила Бадретдинова, Пушкăртстанри чăвашсен Канашĕн хисеплĕ пуçлăхĕ Людмила Мурманская, Çтерлĕри чăваш наципе культура автономин председателĕ Оксана Федорова, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Юрий Леонтьев, регионти чăвашсен Канашĕ çумĕнчи ветерансемпе тата çамрăксемпе ĕçлекен комитет ертÿçи Борис Гордеев, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Лира Афанасьева – хак пачĕç. Кашни район е хула хăйсен кĕтесне хăтланă май юрă-ташăпа кĕтсе илчĕ, куюргазăсем вара апат-çимĕçпе ĕçмине те хатĕрлеме мехел çитернĕ.
– Мĕнле уяв сăйлассисĕр ирттĕр? Çак йăла-йĕрке мĕн авалтан килет. Чăвашăн тараватлăхĕпе сăпайлăхĕ шăпах çакăнта палăрать. Мăн асатте-асаннесен йĕркине пăсмалла мар, – тет кун пирки Павловкăри культура çурчĕн ертÿçи Ирина Игнатьева.
Курава хутшăннă кашни коллективах е уйрăм çын ПР чăвашсен Канашĕн Тав çырăвне тивĕçрĕ. Ăна Ирина Сухарева хăй парса чысларĕ.
Курав пынă вăхăтрах Шупашкартан килнĕ тĕрĕ ăсти, пирĕн ентеш Любовь Вазюкова Пушкăртстанри тĕрлĕ районсемпе хуласенчен килнĕ тĕрĕçсемпе мастер-класс ирттерчĕ. Çак мероприяти вăхăтĕнче пухăннисем (30 яхăн çын) чăваш тĕррин вăрттăнлăхĕсемпе паллашрĕç, алă ĕçĕн чылай çĕнĕ мелĕсене хăнăхрĕç.
Кăнтăрлахи апат хыççăн пухăннă халăх аслă зала куçрĕ. Кунта чăваш тĕррине халалланă уяв концерчĕ иртрĕ. Унăн программине Авăркас районĕнчи тата Çтерлĕ хулинчи ачасен юрă-ташă коллективĕсем, Ĕпхÿри «Нарспи», Мияки тăрăхĕнчи «Сувар», Федоровка районĕнчи «Ашкатар çăлкуçĕсем», Кармаскалă районĕнчи «Пилеш» халăх ансамблĕсем, Çтерлĕри «Эреш» театр-студи илем кÿчĕç. Вĕсем кашниех тĕрĕ темине манмасăр хăйсен композицийĕсенче иртнĕ пурнăçа аса илсе ăна халалланă самантсене кăтартса пачĕç.
Тĕрĕ уявне йĕркелес ĕçе пĕтĕмĕшле Пушкăртстанри «Канаш» регионти обществăлла организаци хăй çине илнĕ. Кунта унăн малтанхи ертÿçин Людмила Мурманскаян тата паянхи председателĕн Ирина Сухареван тăрăшулăхĕпе пуçарулăхне палăртмалла.
Çакăн евĕр уяв Пушкăртстан çĕрĕ çинче пуçласа иртрĕ, апла пулсан унăн малашлăхĕ çинчен те манмалла мар. Халăхра «чăваш тĕрри çыруллă» теççĕ, çав çырулăха пĕтме парас марччĕ. Çакăн пирки пĕр Канашăн çеç пуç ватмалла мар, республикăри ытти чăваш пĕрлĕхĕсен те пуçаруллăрах пулмалла.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Çтерлĕ хули.

Çыруллă тĕрре пĕтме парас марччĕ
Çыруллă тĕрре пĕтме парас марччĕ
Çыруллă тĕрре пĕтме парас марччĕ
Çыруллă тĕрре пĕтме парас марччĕ
Çыруллă тĕрре пĕтме парас марччĕ
Çыруллă тĕрре пĕтме парас марччĕ
Çыруллă тĕрре пĕтме парас марччĕ
Çыруллă тĕрре пĕтме парас марччĕ
Çыруллă тĕрре пĕтме парас марччĕ
Çыруллă тĕрре пĕтме парас марччĕ
Çыруллă тĕрре пĕтме парас марччĕ
Çыруллă тĕрре пĕтме парас марччĕ
Çыруллă тĕрре пĕтме парас марччĕ
Çыруллă тĕрре пĕтме парас марччĕ
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: