Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Уяв
20 Декабрӗн 2022, 13:10

Çĕнĕ çул чăрăшĕ хулана илем кÿрет

Раççей регионĕсем тулли мар мобилизацие пула массăллă мероприятисене тата Çĕнĕ çул вăхăтĕнче ĕçкĕ-çикĕсем ирттерессине пăрахăçлама пуçланă.

Çĕнĕ çул чăрăшĕ хулана илем кÿрет
Çĕнĕ çул чăрăшĕ хулана илем кÿрет

Çакă укçа-тенке перекетлессипе тата ятарлă çар операцийĕ вăхăтĕнче çынсен пурнăçĕ татăлнă чухне обществăшăн вырăнлах маррипе çыхăннă. Темиçе регион тата хула администраци пуçлăхĕсем перекетленĕ укçа-тенкĕпе ятарлă çар операцине хутшăнакансене, вĕсен çемйисене пулăшу пама пулать тесе йышăну тунă. Анчах РФ Оброна министерствинче Çĕнĕ çул мероприятийĕсене ирттерессине пăрахăçлама кирлĕ маррине пĕлтернĕ: «Паян Хĕç-пăшаллă вăйăн подразделенийĕсене, кашни салтака та кирлĕ хатĕрсемпе тивĕçтерме мĕнпурĕ те пур», – тенĕ ведомствăра.
Раççей Правительстви çумĕнчи Финанс университечĕн проректорĕ Александр Сафонов влаçсене ятарлă çар операцишĕн укçа-тенкĕ перекетлес тĕллевпе ача-пăча уявĕсене ирттерессине пăрахăçламасса чĕнсе каланă. Унăн сăмахĕсемпе килĕшÿллĕн йăпанмалли мероприятисене ирттерессине чарма йывăр мар. Çакна пурнăçа кĕртсе пулать. Енчен те хулан ачасем валли уяв йĕркелеме май пур – ăна йĕркелемелле.
Çак шухăшпа Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров та килĕшет. Вăл регионта Çĕнĕ 2023 çула уявласси çинчен калакан хушăва алă пуснă. Паян, декабрь уйăхĕн 22-мĕшĕнче, республика шайĕнче Çĕнĕ çул елки иртрĕ. Унта вĕренÿре лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пыракансем, олимпиадăсемпе спорт ăмăртăвĕсен çĕнтерÿçисем, фестивальсен лауреачĕсем, нумай ачаллă çемьере çитĕнекен ачасем, тăлăхсем, сывлăхĕсем начар пулнипе тулли пурнăçпа пурăнайманнисем тата ятарлă çар операцине лекнисен ачисем хутшăнчĕç. Вĕсене пурне те Çĕнĕ çул парнисем парса хавхалантарчĕç.
Республика ертÿçи уява анлă паллă тумасса – артистсем чĕнсе пысăк концертсемпе йăпанмалли мероприятисем ирттермессе чĕнсе каланă.
Çав вăхăтрах республикăри районсемпе хуласенчи халăх Çĕнĕ çул уявне чăтăмсăррăн кĕтет. Уйрăмах ачасем. Сăмахран, декабрь уйăхĕн 13-мĕшĕнче, сивĕ ирхине, Пелепей хулинчи электричество сечĕн команди (ертÿçи – А.В. Травницкий) хулари Пионер лапамĕнче Çĕнĕ çул чăрăшĕ çине гирлянда çакма пикеннĕ. Сывлăш лини участокĕн мастерĕ Мунир Тагиров тата Сергей Яковлев бригадир ĕçе çÿллĕшре пурнăçланă вăхăтра хăрушсăрлăх техникине пăхăннине тимленĕ.
Йăлана кĕнĕ тăрăх, чăрăш тăррине çăлтăр чи лайăх ĕçчен вырнаçтарать. Иртнĕ çул çак ĕçе Артем Болтенков электромонтер пурнăçланă. Хальхинче çакна 5-мĕш разрядлă чăваш арĕ Олег Ермолаев (сăн ÿкерчĕкре) электромонтер тума тивĕçнĕ. Унăн ĕç стажĕ 9 çулпа танлашать.
Чăрăш тăрринчи çăлтăр Çĕнтерÿ символĕ евĕрех. Çавăнпа ăна лартассине ятарлă çар операци вăхăтĕнче те пăрахăçлама кирлĕ мар. Тăватă çулхи Рома Иванов (сăн ÿкерчĕкре) кашни кун хăйĕн амăшĕпе Пионер лапамне килет. Вăл кунта хатĕрленÿ тапхăрĕ мĕнле пынине, Александр Сафонов чĕнсе каланине никам та пăсмасть-и тесе тимлет.
Рафис ХАСАНОВ.
Пелепей хули.

Çĕнĕ çул чăрăшĕ хулана илем кÿрет
Çĕнĕ çул чăрăшĕ хулана илем кÿрет
Çĕнĕ çул чăрăшĕ хулана илем кÿрет
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: