Урал сасси
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Уяв
27 Декабрӗн 2022, 10:30

Çĕнĕ çула çапла кĕтсе илесшĕнччĕ, анчах та...

Çĕнĕ çул – чи çутă та илемлĕ уяв. Ăна кашниех кĕтсе илме хатĕрленет, малтанах тутлă апат-çимĕç, хитре тумтир, парнесем илсе хума тăрăшать. Ача-пăча çав каç е тепĕр кун ирхине вăрансан Хĕл Мучирен парне кĕтеççĕ, çамрăксем Çĕнĕ çула ушкăнпа е савнийĕсемпе килтен аякра, илемлĕ вырăнсенче кĕтсе илме палăртаççĕ, ватăсем çав кун ачисем килессе кĕтеççĕ. Кĕскен каласан кашни çын уяв планне çирĕплетет. Анчах пурнăçра хăш чух ĕçсем план тăрăх пымаççĕ, пачах урăхла килсе тухма пултарать. Апла пулсан та çак пулăм чылай чух вăраха асра юлать ун çинчен çулталăк е пурнăç тăршшĕпе пĕрре мар аса илетĕн. Вулакансемпе калаçнă май хăшĕ-пĕрисем Çĕнĕ çул уявĕ палăртнă тăрăх мар, урăхла килсе тухни çинчен каласа пама кăмăл турĕç.

Çĕнĕ çула çапла кĕтсе илесшĕнччĕ,  анчах та...
Çĕнĕ çула çапла кĕтсе илесшĕнччĕ, анчах та...

«Уява телевизор умĕнче çемьепе çеç ирттересшĕнччĕ»
Çемье çавăрнăранпа Çĕнĕ çул уявне упăшкан ашшĕ-амăшĕ патĕнче ирттеретпĕр. Мăшăрпа иксĕмĕре, ялта çуралнăскерсене ял туртать пулĕ, ачасене те ялта лайăхрах тесе шутлатпăр. Каçран мунчара çăвăнса тухатпăр, унтан сĕтел хатĕрлетпĕр. Ачасем аслашшĕпе асламăшĕ валли сăвă-юрă, сценари хатĕрлеççĕ. Çĕрле, 12 сехет хыççăн, урама тухса салют яратпăр, Çĕнĕ çул парнисене те капăрлатнă чăрăш айне хуратпăр. Анчах та çулсем иртнĕçемĕн пирĕн ачасем аталанчĕç, иртнĕ çул вĕсем хулара хăйсен юлташĕсемпе пĕрле уява кĕтсе илес терĕç. Ку хутĕнче Çĕнĕ çула килте хамăн çемьепе çеç, уяв передачисене пăхса лăпкăн кĕтсе илмелле пулать тенĕччĕ. Ачасемпе уяв апат-çимĕçне хатĕрлерĕмĕр, сĕтел çи илемлĕ те пуян пулчĕ.
Каçхи 12 сехетре пурте пĕрлĕ кивĕ çула ăсатса çĕннине кĕтсе илтĕмĕр. Ывăлпа хĕр юлташĕсем патне васкарĕç. Мăшăрпа, кĕçĕн хĕрпе балкон çине салют пăхма тухнăччĕ çеç кÿршĕсем пырса шаккарĕç. Сĕтел хушшине лартăмăр, пĕр-пĕрне саламларăмăр. Кÿршĕсем хăйсем патне хăнана чĕнчĕç. Унта хăналаннă чух вĕсем патне юлташĕсем килсе çитрĕç, йыш пысăкланчĕ. Çав вăхăтрах тăвансем эпир хулара юлнине пĕлсе пирĕн пата килес кăмăл пуррине телефонпа шăнкăравласа пĕлтерчĕç. Киле таврăнтăмăр та хăнасене кĕтсе илтĕмĕр. Вĕсемпе вара ирхи 5 сехетчен сĕтел хушшинче лартăмăр. Мăшăрпа сĕтеле пуçтарса савăт-сапа çуса пĕтериччен ирхи 6 сехет те çитрĕ. Паллах, хамăр малтан палăртнă пек Çĕнĕ çул уявне çемьепе лăпкăн çеç кĕтсе илсе пулмарĕ. Анчах та апла пулса тухнишĕн пĕрре те кулянмастăп. Уява мĕнле ирттернине çулталăк тăршшĕ пĕрре мар аса илтĕмĕр. Вăл савăнăçлă пулăмсемпе çеç çыхăннă-çке.
Мария А., Пелепей хули.

«Çĕнĕ çул уявне ывăл илсе килчĕ»
Çĕнĕ çулпа манăн лайăх мар аса илÿсем çыхăннă. Çĕнĕ çул каçĕнче мăшăр ялан пĕр-пĕр сăлтав тупса килтен тухса каятчĕ те каялла тепĕр кунсăр та килсе кĕместчĕ. Ăçта, кам патĕнче пулнине те пĕлеттĕм, анчах ун пек çынна улăштарса пулманнине те лайăх ăнланаттăм. Пĕрре çапла кĕçĕн ывăлпа декабрь уйăхĕн 31-мĕшĕнче иккĕн çеç тăрса юлтăмăр. Аслă ывăл ун чухне Самара хулинче ĕçлетчĕ. Маларах хăй килесси пирки систермерĕ. Хам шутпа пĕчĕк ывăлпа çеç юлнăскерсем Çĕнĕ çул каçне паллă тумасăрах ирттерĕпĕр тенĕччĕ. Кĕтмен-туман çĕртен кăнтăрла иртсен аслă ывăл килсе çитрĕ. Кашнин валли кучченеçсем, апат-çимĕç тултарса килнĕ. Унпа пĕрле уяв апачĕсем хатĕрлерĕмĕр. Вăл манăн апат-çимĕç енчен питĕ ăста: ку - арçын, ку хĕрарăм ĕçĕ тесе тăмасть. Чуста çăрма та пĕлет, салат та касать, ĕне те сăвать. Çав каç хамăр пата Зоя аппана та чĕннĕччĕ. Çĕнĕ çул каçĕ питĕ савăк та интереслĕ иртрĕ. Вун икĕ сехет хыççăн урама тухса салют ятăмăр. Кĕçĕн Тимофей ывăл епле савăннăччĕ пиччĕшĕ килнĕшĕн! Ун чух чăннипе те Çĕнĕ çул уявне пире аслă ывăл илсе килчĕ. Эпĕ вара хамшăн пĕтĕмлетÿ турăм. Тĕнчере хăвăн ачусенчен çывăхраххи, хаклăраххи никам та çук.
Полина Г., Ермеккей районĕ.

«Тăвансем шăнкăравламан пулсан ирхинеччен те çывăрăттăмăр»
Çав çул яланхи пекех Çĕнĕ çула тăван атте-анне килĕнче кĕтсе илме палăртнăччĕ. Ун чухне эпĕ Октябрьски хулинче училищĕре вĕренетĕп, каникула яла таврăнтăм. Йăмăк шкулта 10-мĕш класра вĕренет. Ирхине ирех тенĕ пек уяв сĕтелне хатĕрлеме тытăнтăмăр. Анне, йăмăк тата эпĕ пельмень çыпăçтаратпăр, салатсем касатпăр, бутербродсем сĕретпĕр, духовкăна кăвакал лартма хатĕрлетпĕр, атте мунча хутса ячĕ. Çав вăхăтрах йăмăкпа пÿртре тирпей-илем те кĕртме тăрăшатпăр. Телефон пĕр чарăнми шăнкăртатса ларать, тăвансем çитес çул ячĕпе салам сăмахĕсем çитерме васкаççĕ.
Каç енне мунча кĕрсе тухсан телевизор хускатрăмăр, кам диван, кам кравать çине выртрăмăр. Çапла хаваслă Çĕнĕ çул передачисене пăхатпăр, Владимир Путинăн салам сăмахĕсене итлес тесе кĕтсе выртатпăр. Те кунĕпе уява хатĕрленсе ывăннă, те мунча хыççăн лăпланнипе хамăр та сисмен, тăватсăмăр та тарăн ыйха путнă. Вун пилĕк минутсăр 12 сехет çитеспе телефон шăнкăртатнипе вăранса кайрăмăр. Пелепей хулинчи тăвансем пире саламлас теççĕ иккен. Ак, пурте чупкалама тытăнтăмăр, атте шампански уçассипе тăрмашать, анне кухньăна чупса кайрĕ, эпир йăмăкпа Мускаври курантсем çапнă чух хамăр ĕмĕтсене хут çине çырса, çунтарса шампанскипе сыпса ярасшăн. Чупкаласа, васкаса пулсан та Çĕнĕ çула кĕтсе илтĕмĕр. Кайран çулталăк тăршшĕпе, халĕ те çак пулăма аса илсен кулатпăр. Тăвансем шăнкăравламан пулсан ирхинеччен те çывăрăттăмăр пулĕ, Çĕнĕ çул палăртмасăрах килсе çитĕччĕ.
Наталья Р., Октябрьски хули.

«Хур ашне Раштавра çеç ăшаласа çирĕмĕр»
Çав çул Çĕнĕ çула хулара Валя аппа килĕнче кĕтсе илме палăртнăччĕ. Хур ашне маларах туянса аппа патне хăвартăмăр. Кам мĕн илессине, хатĕрлессине калаçса татăлтăмăр. Ун чухне эпĕ ялта аттепе анне килĕнче пурăнатăп, çавăнтах ĕçлетĕп. Качча тухман, кÿршĕ ялти каччăпа туслă. Савнипе иксĕмĕр хулара аппа патĕнче Çĕнĕ çула кĕтсе илме палăртатпăр. Унта илемлĕ площаде тухма, салют пăхма май пур. Кÿршĕ регионта пурăнакан Тамара аппа та çемйипе çавăнтах уява ирттересшĕн. Пурте çак уй-шухăшпа пурăнатпăр. Икĕ-виçĕ кун маларах Тамара аппа, Тимур йысна тата вĕсен Булат ывăлĕ аттепе анне килне килсе çитрĕç. Хамăр шутпа декабрĕн 31-мĕшĕнче кăнтăрлахи автобуспа Валя аппа патне кайма ĕмĕтленетпĕр. Кĕтмен çĕртен декабрь уйăхĕн 30-мĕшĕнче кăнтăрла хыççăн юр çума пуçларĕ, çил вăйлăланса кайрĕ. Таврара вăйлă тăман тустарать. Вăл декабрĕн 31-мĕшĕнче те лăпланмарĕ. Автобуссем çÿремеççĕ, ялтан тухса пулмасть, çил-тăман çула хупласа лартнă, юр тыткăнне лекнĕ тейĕн. Манăн савни уяв каçĕнче кÿршĕ ялтан çуран килсе çитрĕ. Çĕнĕ çула аван кĕтсе илтĕмĕр ун чухне, сĕтел çине те аппапа лайăх хатĕрлерĕмĕр. Йысна хăйĕн юлташне хăнана чĕннĕччĕ, кĕрекере йышлăн пултăмăр. Çил-тăман январь уйăхĕн 1-мĕшĕнче ирхине çеç лăпланчĕ. Ма апла пулса тухрĕ? Çанталăкĕ çулталăк вĕçĕ тĕлне çил-тăман планне тултарса ĕлкĕрейменччĕ-ши е аттепе анне пире Çĕнĕ çул каçĕнче килте хăварасшăн пулнă-ши? Пĕр Турă çеç пĕлет. Анчах та çак пулăм асра юлчĕ. Хур ашне вара Раштавра Валя аппа патĕнче ăшаласа çирĕмĕр.
Нина Ф., Пелепей районĕ.

Çĕнĕ çула çапла кĕтсе илесшĕнччĕ,  анчах та...
Çĕнĕ çула çапла кĕтсе илесшĕнччĕ,  анчах та...
Çĕнĕ çула çапла кĕтсе илесшĕнччĕ,  анчах та...
Çĕнĕ çула çапла кĕтсе илесшĕнччĕ, анчах та...
Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: