Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Уяв
28 Декабрӗн 2022, 11:30

Килех, Çĕнĕ çул!

Аçу-аннÿ пилĕпе,Вĕсен çепĕç чĕлхипеИрттĕр чыслă çĕнĕ çул.(Раиса Воробьева)

Килех, Çĕнĕ çул!
Килех, Çĕнĕ çул!

Авалтанпах çĕнĕ çулăн пĕрремĕш кунĕ пысăк уяв шутланнă. Çĕнĕ çул кунĕ ĕмĕрсем хушшинче темиçе хутчен улшăннă, çавăнпа çак уява халăхсем çулталăкăн тĕрлĕ вăхăтĕнче уявланă. Март уйăхĕнче, ку çĕнĕ çул чиркÿ ячĕпе çыхăннă. 1342 çултан сентябрь уйăхĕнче уявлама тытăннă. Хальхи Çĕнĕ çула Пĕрремĕш Петĕр патша йышăннипе 1700 çулта паллă тума палăртнă. Унăн указĕ тăрăх, Мускавра тупăсем пенĕ, площадьсенче сăмала пичкисем çунтарнă, çынсем пÿрчĕсене (ытларах пуянсем ĕнтĕ) чăрăш, хыр турачĕсемпе илемлетнĕ, урамра кăвайтсем чĕртнĕ, пĕр-пĕрне уяв ячĕпе саламланă.
Хальхи вăхăтра тĕнчери нумай халăх Çĕнĕ çула январь уйăхĕн 1-мĕшĕнче уявлать. Хăш-пĕр халăхсен çĕнĕ çулĕ тĕрлĕ уйăха килет.
Ĕлĕкрех Çĕнĕ çул каçĕнче юмăç пăхнă: хĕрсем чăх тытса пулас упăшки мĕнлерех çын пулассине, карта урлă çăпата ывăтса хăш енчи яла качча каяссине пĕлме тăрăшнă.
Çĕнĕ çулта кашниех мĕне те пулин ĕмĕтленет.
Çĕнĕ çул çĕнĕ шанчăк çураттăр,
Ĕмĕт çунтăр çынсен чĕринче.
(Уйăп Мишши)
Çирĕп шанчăкпа утатăп
Пур ĕçре те малалла.
(Çемен Элкер)
Çĕнĕ çулта кашни килте тенĕ пекех, шкулсенче, клубсенче, площадьсенче елка ялкăшать.
Симĕс чăрăш лартрăмăр,
Сăрлă урайне.
Хĕрлĕ çăлтăр çакрăмăр,
Елка тăррине.
Çитрĕ Çĕнĕ çулăмăр,
Савнăç таврара.
Юх, эс, пирĕн юррăмăр,
Уççăн янăра.
(Василий Давыдов-Анатри)
Çынсем уявра чăрăшсем тавра ташлаççĕ, юрлаççĕ, сăвăсем калаççĕ:
Ача кăна мар, пысăкки те
Ташлать ешĕл чарăш тавра.
(Макар Хури)
Юрă янăрать халь ян та ян
Хĕл Мучийĕ валеçет парне.
(Раиса Сарпи)
Каçхине уяв сĕтелĕ тавра кил-йыш, тăвансем, пĕлĕшсем пухăнаççĕ, татах юрăсем, ташăсем, калаçу, ĕмĕтленни…
Çĕклетпĕр савăш куркине çÿле
Хĕл Мучипе ура ярса ташлатпăр.
(Николай Теветкел)
Шавласа кĕрлетĕр кĕрекемĕр пирĕн
Мир сăвви-юрри янравлăн юхтăр-и.
(Гурий Чаржов)
Юрăсем янраççĕ шавлăн
Кĕреке хушшинче.
(Çемен Элкер)
Çĕнĕ çул çĕнĕ савăнăç пирĕн
Малаллах ăнтăлать чун-чĕре.
(Уйăп Мишши)
Пурсăра та çĕнĕ çулта çирĕп сывлăх , телей, ăнăçу сунатпăр.
Хĕл Мучипе Юр пике.

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: