Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Уяв
28 Декабрӗн 2022, 10:30

Тутлă апат, илемлĕ сĕтел

Уяв сĕтелĕ çине шурă, кăвак е çутă симĕс çитти сарăр, тĕрлĕ тĕслĕ салфеткăсем хурăр. Çулталăк пушă ан пултăр тесе сĕтел çитти айне укçа хума ан манăр, симĕс тĕслĕ хут укçа хурсан тата та аванрах.

Тутлă апат, илемлĕ сĕтел
Тутлă апат, илемлĕ сĕтел

Савăт-сапа тимĕртен тунисĕр пуçне тĕрли пулма пултарать. Сĕтел варрине кăвак чечексемпе ваза лартăр, шурă, кăвак, кĕрен (розовый) е çутă симĕс тĕслĕ çуртасем вырнаçтарăр.
Сĕтел çине аш-какайран, пулăран хатĕрленĕ апатсем, кукăльсем, пахча-çимĕçсенчен, кишĕртен хатĕрленĕ салатсем, тинĕс кучченеçĕсем: креветкăсем, моллюсксем, крабсем лартма юрать. Мулкач е кролик ашĕнчен хатĕрленисем çеç пулмалла мар.
Çĕнĕ çул каçĕнче тĕрлĕ ĕçмелли шĕвекпе усă курма юрать: коньяк, эрех, хĕрлĕ эрех, шампански. Чи кирли кунта ытлашши ĕçменни. Кушак ăнланса пĕтмен чĕр чун иккенне, унпа юнашар çапăçакан Марс пулнине асра тытăр.
Хура сливăпа тата мăйăрпа хатĕрленĕ кăмпа салачĕ
500 г шампиньон, 250 г пуçлă сухан, 250 г кишĕр, 5-7 аçтăрхан (грецкий) мăйăрĕ, 100-125 г хура слива, ăшалама тип çу, майонез, тăвар кирлĕ.
Шампиньонсене вĕтĕ турăр та ÿсен-тăран çăвĕ çинче ăшалăр. Çавăн пекех вĕтетнĕ пуçлă суханпа, терка витĕр кăларнă кишĕре уйрăм ăшалăр. Аçтăрхан мăйăрĕн тĕшшисене ваклăр. Хура сливăна вĕри шывпа пăшăхлантарăр, шăммисенчен уйăрăр та улăм евĕр турăр. Сухана, кишĕре, мăйăра, хура сливăна пĕр çĕре ярса хутăштарăр. Савăт çине черетлесе сийпе кăмпа, пахча çимĕç хутăшĕ хурăр. Кашни сийĕ çине майонез сĕрĕр. Хатĕр салата çурмалла каснă сливăпа, вĕтетнĕ мăйăрпа илемлетсе пулать.
Чÿлмексенче пĕçернĕ сысна ашĕ
1 кг сысна ашĕ, 2 пуçлă сухан, 600 г çĕр улми, 150 г шалçа пăрçи (фасоль), 3 стакан шÿрпе, укроп, авăртнă хура пăрăç, тăвар кирлĕ.
Шалçа пăрçи çине вĕри шыв ярăр, хупкăчпа витĕр те сивĕниччен лартăр. Унтан шывне сăрăхтарса тепĕр хут вĕри шыв, тăвар ярса пĕçерĕр.
Çуллă мар сысна ашне пысăк мар тăваткал татăксене касăр, тăвар, пăрăç сапса ăшалăр, унтан пĕчĕк тăм чÿлмексене хурса тухăр. Сухана тата çĕр улмине уйрăмшар ăшалăр та савăтсене хурăр. Пĕçернĕ шалча пăрçине, вĕтетнĕ укропа та чÿлмеке вырнаçтарăр. Çиелтен шÿрпе ярăр та хĕртнĕ духовкăна 30 минута лартăр.
Шоколад пĕремĕкĕсем
300 г çăнăх, 125 г маргарин, 1 çăмарта, 100 г пыл, 50 г мăйăр, 75 г апельсин хуппинчен хатĕрленĕ цукат (вĕсемсĕр те юрать пулĕ), 1 апат кашăкĕ какао, пĕр ывăç иçĕм çырли, 0,5 чей кашăкĕ сода кирлĕ.
Маргарина ирĕлтерĕр, пыл, çăмарта, какао, вĕтетнĕ мăйăр, цукат, сода, çăнăхăн çур пайне хушса чуста çăрăр.
Çăнăх сапнă сĕтел çине чустана хурăр, юлнă çăнăхпа усă курса тепĕр хут çăрăр та 10-15 минута «канма» хăварăр. Унтан чустана йĕтĕрпе 1 см хулăнăш сарăр, тĕрлĕ фигурăллă формăсемпе касăр, 220 градуслă духовкăра пĕçерĕр. Апачĕ тутлă пултăр!
Инга АЛЕКСЕЕВА хатĕрленĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: