Урал сасси
+14 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Уяв
25 Апрелӗн 2023, 12:00

Юбилейсемпе çыхăннă уяв виçĕ куна тăсăлчĕ

Апрель уйăхĕн 22-мĕшĕнче Ĕпхÿ хулинчи ача-пăча филармонийĕнче виçĕ паллă та пĕлтерĕшлĕ пулăма, Чăваш чĕлхи кунне тата уйăхне, чăваш халăхне çутта кăларакан Иван Яковлев çуралнăранпа 175 çул, Яковлев йăли-йĕркисене малалла тăсакан П.М. Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕ уçăлнăранпа 30 çул çитнине халалласа чăн-чăн халăх уявĕ иртрĕ. Ăна Пушкăртстанри чăвашсен Канашĕ йĕркелерĕ.

Юбилейсемпе çыхăннă уяв виçĕ куна тăсăлчĕ
Юбилейсемпе çыхăннă уяв виçĕ куна тăсăлчĕ

Ĕпхÿри ача-пăча филармонине сумлă хăнасем йышлăн пухăнчĕç, вĕсем республика тулашĕнчен те килсе çитнĕ: Урал тăрăхĕнчи федераллă округăн чăваш наципе культура автономийĕн председателĕ В.Н. Логинов, Тюмень облаçĕнчи «Тăван» Чăвашсен ассоциацийĕн пайташĕ И.Н. Маслова, Чăваш Енри «СВ-Пресс» издательство ушкăнĕн директорĕ, Шупашкарти Ульяновск облаçĕнче çуралса ÿснисен ентешлĕхĕн председателĕ А.Н. Вражкин, РФ Писательсен союзĕн пайташĕ, ЧР халăх поэчĕ Раиса Сарпи, РФ Писательсен союзĕн тата ЧР Композиторсен ассоциацийĕн пайташĕ Зоя Сывлăмпи.
Уяв ячĕпе хатĕрленĕ концерт программине Пелепей хулинчи «Илем» тата Чекмагуш тăрăхĕнчи Юмаш ялĕнчи «Çеçпĕл» паллă та пултаруллă халăх фольклор ансамблĕсем, Пишпÿлек салинчи «Школа умных танцев» тĕслĕхлĕ ача-пăча хореографи тата Федоровка районĕнчи «Ашкадар çăлкуçĕсем» ача-пăча ташă ушкăнĕсем илем кÿчĕç. Салам сăмахĕсемпе регионти «Канаш» обществăлла чăваш пĕрлĕхĕн председателĕн çумĕ С.К. Михайлов, ПР вĕрентÿ отличникĕ, ПР Халăхсен туслăх çурчĕн методисчĕ Р.А. Губайдуллина, Ĕпхÿри Киров районĕнчи вĕрентÿ пайĕн тĕп специалисчĕ А.П. Буйдакова, 8№ «Халăхсен туслăхĕ» библиотека заведующийĕ Р.Р. Абдеева, РФ Писательсен союзĕн пайташĕ, ПР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Зинаида Сурпан, РФ Писательсен союзĕн пайташĕ Лидия Шурçăл, «Российский Союз ветеранов» Пĕтĕм Раççейри ветерансен обществăлла организацийĕн Пушкăртстанри ветерансен комитечĕпе Çтерлĕ хулинчи чăвашсен Канашĕн представителĕсем В.Н. Михайловпа Н.Е. Кобцева тата ыттисем тухса калаçрĕç.
Уяв Иван Яковлев чăваш халăхне панă халалран пуçланчĕ. Ĕпхÿ хулинчи «Нарспи» чăваш халăх фольклорпа этнографи ансамблĕ пысăк сцена çинче «Вăйăра» стилизациленĕ ташă композицине кăтартса куракансене савăнтарчĕ. Унтан П.М. Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕнчи «Хунав» ача-пăча тата «Нарспи» ансамбльсем «Уйăх айĕнче» çамрăксен вăйă картине йĕркелерĕç.
***
Апрель уйăхĕн 23-мĕшĕнче паллă пулăмсене халалланă мероприяти Авăркас районĕнче малалла тăсăлчĕ. Кунта йĕркелÿçĕ ĕçне ЧР тата ПР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ Ю.Х. Леонтьев пурнăçларĕ. Регионсенчен килнĕ хăнасем В.В. Николаев ăсчах-çут ĕç ĕçченĕн тăван кĕтесне, Чăваш Хурамал ялне, çитрĕç. Вĕсем В.В. Николаев ячĕллĕ вăтам шкул йĕркеленĕ уява хутшăнчĕç, ял тăрăх, шкулти краеведени музейĕнче тата ăсчахăн ĕç кабинечĕ-музейĕнче экскурсире пулчĕç. Çав кунхинех сумлă хăнасем В.В. Николаевпа филологи наукисен кандидачĕн, паллă чăваш телеертÿçин тата театроведăн К.Д. Кирилловăн вил тăприсем çине чĕрĕ чечексем хучĕç.
***
Тепĕр кунне делегатсем П.М. Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕнчи çавра сĕтел хушшине пухăнчĕç. Çавăн пекех хăнасем Ĕпхÿ тăрăх экскурсире пулчĕç. Вĕсем чăваш халăхне çутта кăларакан Иван Яковлев, Павел Миронов, Константин Иванов, Гурий Комиссаров, Алексей Кондратьев ĕçĕ-хĕлĕсемпе çыхăннă вырăнсене çитсе курчĕç, Семен Иванов генерал-майорăн вил тăпри çине çитсе чĕрĕ чечексем хучĕç. Çавăн пекех экскурси программинче республикăн тĕп хулинчи скульптура композицийĕсемпе паллашассине те шута илнĕччĕ.
Чаплă мероприятисене хутшăнакансен тата çавра çулне паллă тăвакан учреждени ячĕпе Ĕпхÿ наукăпа технологи университечĕн Çтерлĕри филиалĕн тутарпа чăваш филологи кафедрин преподавателĕсемпе студенчĕсенчен, Шупашкарти Чăваш наци конгресĕ çумĕнчи чăваш чĕлхипе литература учителĕсен регионсем хушшинчи Ассоциацийĕн председателĕнчен Г.Н. Никифоров ЧР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕнчен салам çырăвĕсем килсе çитрĕç.
Мероприятие йĕркелекенсем, Канаш хастарĕсем, илемлĕ уява хутшăнакансене тата хăнасене тав тăваççĕ. Çакăн йышши тĕлпулусем еткерлĕхе упрама, ăна пулас ăрăва парса хăварма пулăшаççĕ.
ПР чăвашсен Канашĕн пресс-служби.

Юбилейсемпе çыхăннă уяв виçĕ куна тăсăлчĕ
Юбилейсемпе çыхăннă уяв виçĕ куна тăсăлчĕ
Юбилейсемпе çыхăннă уяв виçĕ куна тăсăлчĕ
Юбилейсемпе çыхăннă уяв виçĕ куна тăсăлчĕ
Юбилейсемпе çыхăннă уяв виçĕ куна тăсăлчĕ
Юбилейсемпе çыхăннă уяв виçĕ куна тăсăлчĕ
Юбилейсемпе çыхăннă уяв виçĕ куна тăсăлчĕ
Юбилейсемпе çыхăннă уяв виçĕ куна тăсăлчĕ
Юбилейсемпе çыхăннă уяв виçĕ куна тăсăлчĕ
Юбилейсемпе çыхăннă уяв виçĕ куна тăсăлчĕ
Юбилейсемпе çыхăннă уяв виçĕ куна тăсăлчĕ
Юбилейсемпе çыхăннă уяв виçĕ куна тăсăлчĕ
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: