Çак кун Пелепей районĕнчи Ярмулайĕнчи культура çуртĕнче «Çурхи Микула» фольклор уявĕ иртнĕ. Калас пулать, мероприятие формипе те, тĕшшипе те ыттисенчен урăхларах йĕркеленĕ.
Ял-йыш çулталăк ăнăçлă ирттĕр тесе çуллана уявпа уçнă. Вĕсем Тĕлĕнмелле ĕçсем тăвакан сăваплă çветтуй Николая хăйсене пулăшса пынăшăн тав тунă. Раççейре ăна хÿтĕлевçĕ, чухăнсен ашшĕ, васкавлă пулăшуçă тенĕ. Çынсем мĕнле инкек сиксе тухсан та ун патне утнă. Вăл хÿтте кĕрессе, инкекрен хăтарасса, асамлăхпа пулăшасса шаннă. Çавăнпа та ăна Тĕлĕнмелле ĕçсем тăвакан Николай теççĕ.
Çуллахи Микула уявĕ пурне те тăнăçлăх, ăшă илсе килтĕр, пĕрлĕхпе ăнланулăха çирĕплетекен тепĕр утăм пултăр.
Надежда РОДИОНОВА.