Урал сасси
+24 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Уяв
27 Июнӗн 2023, 11:55

Ача-пăча Акатуйне наци тумĕ илем кÿчĕ

Çтерлĕ районĕнчи Усăллă ялĕнчи библиотекăра вăй хуракан Ольга Патраева (çак йĕркесен авторĕ) ачасем валли Акатуй чăваш наци уявĕ йĕркелесе ирттерчĕ. Çĕр ĕçĕпе çыхăннă уява çурхи уй-хир ĕçĕсене вĕçленине халалласа паллă турăмăр. Вăл чи лайăх йăласенчен, çавăн пекех хаваслă вăйăсемпе ăмăртусенчен тăчĕ.

Ача-пăча Акатуйне наци тумĕ илем кÿчĕ
Ача-пăча Акатуйне наци тумĕ илем кÿчĕ

Мероприяти пуçламăшĕнче ачасене чи хаклă хăнасене кĕтсе илнĕ пек çăкăр-тăварпа кĕтсе илтĕмĕр, вĕсене праçникĕн историйĕпе паллаштартăмăр. Ачасем хаваспах чăваш халăхĕн йăли-йĕркисене ăша хыврĕç, наци тумĕсем тумланса «Алран кайми аки-сухи» чăваш гимнне шăрантарнă май юрă-ташă картине тăчĕç. Кăçал мĕнле тухăç пулассине пĕлес тĕллевпе çăмартасемпе усă курса юмăç пăхрĕç. Ĕлĕк уй-хире çăмарта ывăтнă, камăн ваннипе ванманнине сăнанă. Енчен те çăмарта ванмасан тухăç пуян пулнă.
Ачасем хăйсен аллисемпе ăсталанă сувенирсемпе кукăльсен ярмăркка-куравне хатĕрленĕччĕ. Вĕсем пловпа, компотпа, çырласемпе, тутлă кукăль-пÿремечсемпе хăналанчĕç, сувенирсемпе алă çыххисем, çĕрĕсем туянчĕç…
Мероприятие вĕçлесе унта пухăннă 40 ачана пылак кучченеç – мороженăй – салатрăмăр. Пылак мороженăй туянма Зоя Степанова спонсорла пулăшу пачĕ. Унсăр пуçне ачасен амăшĕсем те уява ирттерме пулăшрĕç. Вĕсене пурне те çакăншăн пысăк тав.
Акатуй ача-пăча уявне хатĕрленнĕ май унта пухăннисем музейре йĕркеленĕ фотосессие те хутшăнма ĕлкĕрчĕç. Чăваш наци тумĕпе паллаштарни кăмăл-сипет, патриотизм туйăмне пуянлатма, тăван кĕтесе юратма тата хисеплеме, тăван халăхпа мăнаçланма вĕрентет. Пирĕн асăмра мăн асатте-асаннесен йăли-йĕркисем ĕмĕр упранччăр. Наци тумĕ вăл – ахаль тум кăна мар, чăн малтан культурăпа халăх историйĕ. Вăл культурăпа ăс-тăн еткерлĕхне упраса хăварма пулăшать. Ача наци тумне тăхăннă май хăйĕн тăван кĕтесне юратнине çирĕплетет.
Çемьесенче наци тумĕ сыхланса юлман, анчах вĕсем Усăллă ялĕнчи музейра пур. Музее килсе курма кăмăл тунă кашни çын наци тумне тăхăнма, хăй халăхĕн пĕр пайĕ пулнине туйса илме пултарать.
Николай Ашмарин çапла каланă: «Ача пĕр хутчен пулсан та хăй халăхĕн наци тумне тăхăнсан малашнехи пурнăçра вăл хăй çав халăх çынни пулнинчен йĕрĕнмест». Çак сăмахсемпе нимĕнле те килĕшмесĕр май çук.
Ольга ПАТРАЕВА,
аслă библиотекарь.
Çтерлĕ районĕ,
Усăллă ялĕ.

Ача-пăча Акатуйне наци тумĕ илем кÿчĕ
Ача-пăча Акатуйне наци тумĕ илем кÿчĕ
Ача-пăча Акатуйне наци тумĕ илем кÿчĕ
Ача-пăча Акатуйне наци тумĕ илем кÿчĕ
Ача-пăча Акатуйне наци тумĕ илем кÿчĕ
Ача-пăча Акатуйне наци тумĕ илем кÿчĕ
Ача-пăча Акатуйне наци тумĕ илем кÿчĕ
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: