Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Уяв
25 Июлӗн 2023, 12:05

Ямансас ялĕнчи чăвашлăх уявĕ

Çтерлĕ район администрацийĕ тата районти чăваш культура обществи йĕркеленипе Çтерлĕ районĕнчи Ямансас ялĕнче чăваш культурине халалласа пысăк уяв иртрĕ.

Ямансас ялĕнчи чăвашлăх уявĕ
Ямансас ялĕнчи чăвашлăх уявĕ

Мероприятин теми паянхи кун питĕ актуаллă пулнине палăртса хăвармалла. Мĕншĕн тесен хамăр халăха сыхласа хăварасси пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать. Пĕрисем çакăн валли мĕн тумалла тесе ыйту параççĕ. Теприсем ун çине хуравлаççĕ: чăвашлăхпа çыхăннă мĕнпур ĕçе хисеплемелле. Çавăн чухне çеç мăнаçлăх туйăмĕ çуралĕ, ачасем те чăваш пулнишĕн вăтанмĕç, тăван чĕлхепе калаçĕç.
Тухса калаçакансем те, вырăнти шкул директорĕ Н.Ю. Евдокимова, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Е.Г. Филиппова, Подлесненски ял хутлăхĕн пуçлăхĕ И.Л. Маркелова, чăваш культура обществин председателĕ В.Ф. Егоров, Косяковка ялĕнчи «Селяночка» çамрăксен вокал ансамблĕн ертÿçи А.Н. Данилова, çакнах палăртрĕç.
Паллах, вырăнти тата истори пĕлтерĕшлĕ ÿнерте чăваш юррисем пысăк вырăн йышăнаççĕ. Çтерлĕпе Авăркас районĕсенчи (Меселпуçпа Шланлă ялĕсенчен хăна пулса килнисем) ансамбльсемпе пултарулăх ушкăнĕсем çакна кăтартса пама тăрăшрĕç те. Ямансас ялĕнчи «Палан» чăваш халăх фольклор ансамблĕ куракансене тÿрех тыткăна илчĕ. Ансамбль пĕр кун маларах Мускав хулинчен таврăннă иккен. Унта вăл «Вкусы России» Гастрофестивальте Пушкăртстанра пурăнакан чăвашсен искусствипе паллаштарнă. «Селяночка» çĕнĕ ансамбль чăваш культуринчи вирьял вокал ÿнерĕнчи уйрăм диалекта кăтартса панă.
Чăваш культурине халалланă уява пухăннисене Ĕпхÿ хулинчи «Элем» юрă тата ташă ансамблĕ ятĕнчен Л.П. Михайлов хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарчĕ. Ĕпхÿ хулинчи Чăваш вырсарни шкулĕ (директорĕ – П.В. Демченко) Ямансас ялĕнчи культура çурчĕ çумĕнче уçăлнă наци культурин центрне 200 кĕнекерен тăракан комплект парнелерĕ. Уявăн чăн илемĕ чăваш юрă-ташă картине йĕркелени пулса тăчĕ. Вăл йăлана кĕнĕ тата массăллă ташăсен элеменчĕсенчен тăчĕ. Çак илеме сăмахпа çырса пани çителĕксĕр, куçпа курса ĕненмеллеччĕ.
Мероприяти Ямансаспа Косяковка, Айкульпе Куганак, Наумовкăпа Чуртан, Усăллăпа Рощинский ялĕсен представителĕсем хутшăннипе, Çтерлĕ районĕнчи чăваш культура обществин пайташĕсене суйлассипе вĕçленчĕ. Районти чăваш культура обществин председателĕ В.Ф. Егоров отчет турĕ. Сасăлав кăтартăвĕсем тăрăх, малашне общество ертÿçин тивĕçне Ямансас ялĕнчи вулавăшра аслă библиотекарь пулса ĕçлекен Елена Маркелова пурнăçлĕ. Елена Михайловна Авăркас тăрăхĕнчи Таштамак ялĕнче 1969 çулта çуралнă. Ĕпхÿри библиотека ĕçĕн тата массăллă коммуникацисен колледжĕнче вĕреннĕ. 1988-1995 çулсенче аслă пионервожатăй пулса ĕçленĕ, 2007 çултан пуçласа паянхи кунччен Ямансас ялĕнчи вулавăшра вăй хурать. Елена Михайловна мăшăрĕпе тăватă ачана пурнăç парнеленĕ.
Пухăва Авăркас районĕнчи чăваш культура обществин пайташĕсем И.В. тата Л.И. Ефимовсем те хутшăнчĕç. Косяковкăра пурăнакансем ялта культура çурчĕ çуккипе çыхăннă ыйтăва çĕклерĕç. Çак пысăк çитменлĕх çамрăксен культурине витĕм кÿрет. Мĕншĕн тесен вĕсен пĕр-пĕр наци мероприятийĕ йĕркелесе ирттерме пÿлĕм тара илме тивет. Ял çыннисем чăваш культура обществине çак ыйтăва ĕç тăвакан власть органĕсене çитерме, пухăвăн протоколне кĕртме ыйтрĕç.
Юрий МИХАЙЛОВ,
ПР чăваш культура
обществин председателĕ.
Çтерлĕ районĕ, Ямансас ялĕ.

Ямансас ялĕнчи чăвашлăх уявĕ
Ямансас ялĕнчи чăвашлăх уявĕ
Ямансас ялĕнчи чăвашлăх уявĕ
Ямансас ялĕнчи чăвашлăх уявĕ
Ямансас ялĕнчи чăвашлăх уявĕ
Ямансас ялĕнчи чăвашлăх уявĕ
Ямансас ялĕнчи чăвашлăх уявĕ
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: