Урал сасси
+22 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Уяв
5 Декабрӗн 2023, 11:45

Ăшă сăмах нихăçан та ытлашши пулас çук

Ноябрь уйăхĕн юлашки вырсарни кунĕнче Аннесен кунне паллă тăвасси йăлана кĕчĕ. Çак кун хăйсене хĕрхенмесĕр ачисен ырлăхĕшĕн ырми-канми тăрăшакан амăшсен ĕçне тивĕçлипе хак параççĕ.

Ăшă сăмах нихăçан та ытлашши пулас çук
Ăшă сăмах нихăçан та ытлашши пулас çук

«Аннесен кунĕ – ĕмĕрлĕх уяв» тенипе килĕшмелли анчах юлать. Мĕншĕн тесен анне пуриншĕн те чи хаклă çын шутланать. Анне пулнă хыççăн хĕрарăмра чи ырă енсем – юрату, тимлĕх, тÿсĕмлĕх, хăйне хăй хĕрхенменни – уçăлаççĕ. Çулсем иртнĕçемĕн çак уява Раççейре ытларах та ытларах паллă тăва пуçларĕç.
Акă, Пишпÿлек тăрăхĕнчи Хушăлка ялĕнче те аннесене халалласа «Анне – çутă ят» литературăпа музыка композицийĕ иртрĕ. Ăна вырăнти вулавăш тата Культура çурчĕн ĕçченĕсем йĕркелерĕç. Çак кун амăшсен ячĕпе «Илемпи» ача сачĕн воспитанникĕсем (ертÿçи – А.И. Спиридонова), 2-4 класра вĕренекенсем (Е.В. Павлова), драма кружокне çÿрекенсем (С.П. Ефимова) ăшă сăмахсем сахал мар каларĕç. Уйрăм номерсемпе Михаил Ефимовпа Екатерина Павлова, Ангелина Кондратьевапа Анастасия Спиридонова, Елена Исаевапа София Новикова, Светлана Ивановапа Ирина Кузнецова тата Елена Петрова кăмăла çĕклерĕç. Николай Васильевпа Елена Петрован, Ольга Федоровапа Светлана Иванован дуэчĕсем те куракансене сахал мар савăнăç парнелерĕç. Анне кунĕ вăл чăннипех те ăшă та чуна пырса тивекен уяв. Вĕсене мĕн чухлĕ ырă сăмах каласан та ытлашши пулас çук.
Лира НОВИКОВА, вулавăш ертÿçи.
Пишпÿлек районĕ, Хушăлка ялĕ.

Ăшă сăмах нихăçан та ытлашши пулас çук
Ăшă сăмах нихăçан та ытлашши пулас çук
Ăшă сăмах нихăçан та ытлашши пулас çук
Ăшă сăмах нихăçан та ытлашши пулас çук
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: