Урал сасси
+16 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Уяв
27 Нарӑсӑн , 10:51

Чуйăнчă-Николаевкăсем – «Эпир – патриотсем» вăйă çĕнтерÿçисем

Февраль уйăхĕн 23-мĕшĕ – календарьти чи паллă уявсенчен пĕри, Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен кунĕ. Хальхи вăхăтра вăл вăрçă вăхăтĕнче çĕршыва хÿтĕленĕ салтаксемпе çар çыннисен уявĕ çеç мар, хăйне майлă пур арçынсен кунĕ те.

Чуйăнчă-Николаевкăсем –  «Эпир – патриотсем» вăйă çĕнтерÿçисем
Чуйăнчă-Николаевкăсем – «Эпир – патриотсем» вăйă çĕнтерÿçисем

Уяв умĕн Давлекан районĕнчи Çĕнĕемпек ялĕнчи Ахияр Хакимов ячĕллĕ вăтам шкулта «Боевое братство» пĕрлĕхĕн Давлекан районĕнчи уйрăмĕн хастарĕсен пуçарăвĕпе тата Архип Петров физкультура вĕрентекенĕ йĕркеленипе «Эпир – патриотсем» спортпа патриотизм вăййи иртрĕ. Конкурса Çĕнĕемпек, Чуйăнчă, Чуйăнчă-Николаевка шкулĕсен командисем хутшăнчĕç.
Мероприяти шкул территорийĕнчи Паллă мар салтак палăкĕ, ятарлă çар операцийĕнче пуç хунă паттăрăн асăну хăми умне чечексем хунинчен пуçланчĕ. Сумлă хăнасен шутĕнче Кадыргул ял Канаш администрацийĕн пуçлăхĕ Альфред Шакиров, «Боевое братство» пĕрлĕхĕн Давлекан районĕнчи уйрăмĕн ертÿçи Юрий Балаба тата унăн хастарĕсем Сергей Свиридов, Александр Желтов, Олег Борисов, Валентин Железный, Александр Крылов, Вячеслав Рассказов, Юрий Григорьев, çак шкултан вĕренсе тухнă, ятарлă çар операцине хутшăннă Антон Свиридов тата Çемьесене, ачасемпе çамрăксене пулăшу паракан центрăн педагог организаторĕ, Давлеканри «Çĕнтерÿçĕ волонтерĕсем» юхăмăн ертÿçи Ольга Тарасова пулчĕç.
Конкурса уçассипе çыхăннă церемоние Давлекан хулинчи 1№ шкулăн çамрăк армеецĕсем (командирĕ – Денис Зиннатуллин) хутшăнчĕç.
Спортпа патриотизм конкурсне хутшăнакансене шкул директорĕ Эльвира Тукаева, ял хутлăх администрацийĕн пуçлăхĕ Ильшат Галин саламларĕç. Юрий Балаба пурне те ăнăçу сунчĕ.
Ачасем хăйсен хастарлăхне, çивĕчлĕхне кăтартса пачĕç. Пур команда та яваплă, туслă пулнипе уйрăлса тăчĕ. Мала тухсан пĕр-пĕриншĕн чунтан савăнчĕç. Хăйсен юрă-кĕвĕ номерĕсемпе куракансене спецназ ветеранĕ Валентин Железный, çар хирĕç тăрăвĕсен ветеранĕ Юрий Балаба, Çĕнĕемпек ял шкулĕнче 3 класра вĕренекен Оля Усманова тата культура çурчĕн ертÿçи Ольга Акпасова савăнтарчĕç.
Пăлхануллă самантсем кая тăрса юлчĕç. Нумай ăмăртăва хатĕрленсе тренировкăсем ирттерни ахаль пулмарĕ. Пĕрремĕш вырăна Чуйăнчă-Николаевка, иккĕмĕшне – Çĕнĕемпек, виççĕмĕшне – Чуйăнчă шкулĕсен командисем çĕнсе илчĕç.
Шкул директорĕ пур командăсене, конкурсантсене хатĕрленĕ ертÿçĕсене тав турĕ, дипломсемпе парнесем хатĕрленĕ «Боевое братство» обществăлла пĕрлĕхпе Çемьесене, ачасемпе çамрăксене пулăшу паракан центра палăртрĕ.
Юлашкинчен пурте пĕрле асăнмалăх сăн ÿкерчĕк турĕç.
Юрий БАЛАБА, «Боевое братство» обществăлла пĕрлĕхĕн
Давлеканри уйрăмĕн ертÿçи.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: