1962 ҫулхи август уйӑхӗн 11-мӗшӗнче космоса «Восток-3» карап хӑпарнӑ хыпар тӗнчипех сарӑлнӑ. Ӑна чӑваш ҫынни Андриян Николаев тытса пынӑ. Летчик-космонавт 4 талӑкра ҫӗр чӑмӑрӗ тавра 64 хутчен ҫаврӑннӑ. Николаевпа пӗр вӑхӑтрах, тепĕр талăкран, «Восток-4» караппа Павел Попович вӗҫнӗ. Ҫакӑ ушкӑнлӑ пӗрремӗш вӗҫев шутланнӑ. Унсӑр пуҫне Андриян Николаев космосра чи нумай вӑхӑт пулассипе рекорд кӑтартнӑ тата вӑл пӗрремӗш креслӑран вӗҫерӗнсе карапра хӑй тӗллӗн вӗҫнӗ. 1970 çулхи июнь уйăхĕн 1-мĕшĕнче Виталий Севастьянов космонавтпа пĕрле чăваш паттăрĕ иккĕмĕш хут тĕнче уçлăхне вĕçсе хăпарнă. Вĕçев 18 талăка пынă. Иккĕмĕш вĕçев хыççăн вăл пысăк отчетсем çырнă, диссертаци хатĕрлесе техника наукисен кандидачĕ наука степеньне тивĕçнĕ.
Хăй пурнăçĕнче вăл пĕр хутчен çеç çемье çавăрнă. Унăн мăшăрĕ тĕнче уçлăхне пуçласа вĕçнĕ хĕрарăм, Валентина Терешкова космонавт, пулнă. Шел пулин те, çемье шăпи ăраскаллă та телейлĕ пулнă тесе калаймăн, анчах та хĕр çурални вĕсене савăнăç парнеленĕ. Алена Андрияновна паянхи кун та ашшĕ çуралса ÿснĕ Чăваш Енпе тачă çыхăну тытать.
Кăçалхи сентябрь уйăхĕн 5-мĕшĕнче икĕ хутчен Совет Союзĕн Геройĕ, авиацин генерал-майорĕ, виççĕмĕш совет космонавчĕ, Чăваш Республикинчи Шуршăл ялĕнче çуралса ÿснĕ Андриян Григорьевич Николаев (1929-2004 çç.) çуралнăранпа 95 çул çитнине паллă тăватпăр. Çак паллă датăна халалласа Чăваш Республикипе унăн тăван Шуршăл ялĕнче, чăвашсем пурăнакан ытти тăрăхсенче пысăк масштаблă мероприятисем иртĕç. Интернетра К.В. Иванов ячĕллĕ академи драма театрĕ «Эп – Кăйкăр» («Я – Сокол») çĕнĕ спектакль хатĕрлени пирки те хыпар сарăлнă.
«Урал сасси» хаçатра та тĕнче уçлăхĕнче пулнă чăваш паттăрĕн юбилейлă çулталăкне халалласа Андриян Николаев пурнăçне, унăн паттăрлăхне уçса паракан материалсем пичетленĕç.
Надежда АЛЕКСЕЕВА хатĕрленĕ.