Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Уяв
30 Апрелӗн , 10:35

«Çутă Мăнкун çывхарать»

«Пушкин картти» проект шайĕнче Чекмагуш районĕнчи Юмаш ялĕн çамрăк ăрăвĕ нумай функциллĕ клубра «Çутă Мăнкун çывхарать» фольклор улахне пуçтарăннă.

«Çутă Мăнкун çывхарать»
«Çутă Мăнкун çывхарать»

Фольклор улахĕнче ачасем православи тĕнне ĕненекенсен чи аслă уявĕн историйĕпе, халăх сăнавăсемпе, Мăнкун йăли-йĕркисемпе паллашнă. Çакăн хыççăн çамрăк ăру Мăнкунпа çыхăннă викторина ыйтăвĕсем çине хуравланă. Йĕркелÿçĕсем, вулавăшпа культура çурчĕн ĕçченĕсем, Мăнкун тĕлне хатĕрленĕ, йăлана кĕнĕ парне çинчен – сăрланă çăмарта – каласа панă. Çăмарта çĕнĕ пурнăç символĕ шутланнине те аса илтернĕ. Фольклор улахне пухăннисем тĕрлĕ вăйăсем вылянă: кĕçĕн ташă ушкăнĕ йывăç кашăк çине çăмарта хурса сике-сике е пĕр ура çинче чупнă, мăнкун çăмартине е виçĕ шапка айĕнче пытарнă сувенира шыранă. «Солнышко» ушкăн çак вăйăсене хаваспа хутшăннă: «Волочебники» (Мăнкуна халалласа юрăсем юрланă, сăвăсем каланă), «Горки» (тăвайккинчен çăмарта кустарнă). Унсăр пуçне улаха пуçтарăннисем çăмартасем сăрланă, пазлсем пухнă. Мероприяти кĕçĕн ташă ушкăнĕ ташă парнеленипе вĕçленнĕ.
Пĕр-пĕрне çăмарта парасси чиркÿ йăли-йеркине çирĕп кĕнĕ. Уйрăмах хĕрлĕ тĕслĕ Мăнкун çăмарти пурне те çĕнтерекен Турă юратăвне пĕлтерет. Фольклор улахне пĕтĕмлетсе Çутă Мăнкун уявĕ ачасене уйрăмах пысăк савăнăç парнелекен уявсенчен пĕри тесе калама пулать.
Ирида МАТНИЯЗОВА.
Чекмагуш районĕ, Юмаш ялĕ.

«Çутă Мăнкун çывхарать»
«Çутă Мăнкун çывхарать»
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: