Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Уяв
11 Июнӗн , 11:10

Çирĕм çул иртсен те Акçунри Сабантуй хăйĕн ăшшине çухатман

Йăлана кĕнĕ тăрăх, уй-хир ĕçĕсем вĕçленнĕ хыççăн ял хуçалăх ĕçченĕсене чыслаççĕ. Элшей районĕнчи Акçун ял хутлăхĕнче пурăнакансем, юлашки хут Сабантуй йĕркеленĕренпе 20 çул иртнĕ пулсан та, ку йĕркене пăрахăçлас темеççĕ. Акçун ял хутлăхне 8 ял кĕрет. Вĕсенчен виççĕшĕнче – Çирĕклĕпе Кайраклă тата Ярапай – чăвашсем пурăнаççĕ.

Çирĕм çул иртсен те Акçунри Сабантуй хăйĕн ăшшине çухатман
Çирĕм çул иртсен те Акçунри Сабантуй хăйĕн ăшшине çухатман

Халăх уявне кашнийĕ йăл кулăпа тата хавхалануллă кăмăлпа килсе çитнĕ. Сабантуй илемлетнĕ лапамра тата уяв сăнĕ кĕртнĕ сцена çинче иртрĕ. Программа – йăлана кĕни: çĕр ĕçченĕсене чысласси, наци вăййисем, спорт ăмăртăвĕсем. Сабантуя уçассипе çыхăннă церемони хыççăн çаксене пурне те курма, вĕсене хутшăнма май пулчĕ.
Уява – старт!
Илемлĕ кĕвĕ янранă май уяв сăнĕ кĕртнĕ сцена çине наци тумĕсем тăхăннă – чăвашсемпе вырăссем, пушкăртсемпе тутарсем – хăй пултарулăх артисчĕсем тухрĕç. Ташă-юрă композицийĕ Акçун ял хутлăхĕнче пурăнакан халăхсен пĕрлĕхне, наци йăли-йĕркисене хисепленине, вĕсене кунта пăхăнса пурăннине кăтартса пачĕ. Артистсен номерĕсем хăйне евĕрлĕ культурăн шайĕ пысăк пулнине те çирĕплетрĕç. Çав шутра – культура çурчĕсен ĕçченĕсем, клуб пĕрлĕхĕсен пайташĕсем, пултарулăх кружокĕсене çÿрекен ачасем, уйрăм юрăçсем. Куракансем кашни номере тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç. Кайраклă ялĕнчи «Пилеш» чăваш ушкăнĕ йăла ташшине ал шăллисемпе ташланине курни кăна мĕне тăчĕ!
Пысăк ĕçшĕн – сумлă награда!
Пархатарлă ĕçре тăрăшакансене акана ăнăçлă вĕçленĕ ятпа Акçун ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Дмитрий Сидоров саламларĕ. Çавăн пекех Дмитрий Алексеевич ятарлă çар операцине хутшăнакансене паянхи уява паллă тума май пурришĕн, вĕсен ашшĕ-амăшĕсене Тăван çĕршывăн чăн-чăн ывăлĕсене çитĕнтернĕшĕн чунтан тав турĕ. Çав шутра Кайраклăра çуралса ÿснĕ Евгений Петров ятне те асăнса хăварчĕ.Чăваш чунлă, чăваш юнлă пуçлăх тăван чĕлхепе те хĕрÿллĕ сăмах каларĕ, каярах чăваш юррине те шăрантарчĕ.
Малалла уява килнисен умĕнче сумлă хăнасем сăмах илчĕç. Элшей район администраци пуçлăхĕн çумĕсем Айдар Султангуловпа Светлана Трунова (бизнес-шериф) пухăннисене халăх уявĕпе саламларĕç. Айдар Тимерханович Акçун салинчи агропромышленность колледжĕ ял хуçалăх шайĕнче кадрсем хатĕрлессипе пысăк тÿпе хывнине палăртрĕ. Уяв Çемье çулĕнче иртнине асра тытса çемьесене ăруран-ăрăва куçса пыракан хаклăхсене упрама чĕнсе каларĕ. Паллах, сумлă хăнасем пушă алăпа килмен. Район администраци пуçлăхĕн Дамир Мустафинăн хушăвĕпе килĕшÿллĕн ял хутлăхĕнче пурăнакан пуçаруллă çынсене, ял тăрăхĕн пурнăçне хастар хутшăнакансене Хисеп хучĕсемпе чысларĕç. Çакăн хыççăн Айдар Султангулов ятарлă çар операцине пысăк пулăшу панă, салтаксене 1,5 тонна сиплĕ пылпа тивĕçтернĕ Осиповсен çемйине палăртса хăварчĕ. Станислав Сергеевичпа Виолетта Викторовна ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров тата ПР Пуçлăхĕн администраци ертÿçин пĕрремĕш çумĕ Урал Кильсенбаев алă пуснă Тав çырăвĕсене илме тивĕçрĕç.
Светлана Васильевна уй-хир ĕçне пĕтĕмлетсе хак пачĕ. Унсăр пуçне ял хуçалăх предприятисен ертÿçисене, АПК системинче чунтан тăрăшса ĕçлекенсене, районти ял хуçалăха аталантарас ĕçре пысăк тÿпе хывнă çынсене район администраци пуçлăхĕ ятĕнчен Тав çырăвĕсем парса чыс турĕ.
«Урал сасси» Пушкăртстан чăвашĕсен хаçачĕн тĕп редакторĕ Юрий Михайлов тата Акçунти агропромышленность колледжĕн директорĕ Ришат Абдулвалеев пухăннисене уяв ячĕпе саламларĕç. Юрий Николаевич Кайраклăри «Пилеш» ансамбле тăван халăх йăли-йĕркисене, юрри-ташшисене халăх хушшинче сарнăшăн, чăваш кăларăмĕпе тачă çыхăнса ĕçленĕшĕн тав турĕ, асăнмалăх парне пачĕ. Ришат Рифмильевич çĕр çинче эпир хăнара кăна, сывă чухне пĕр-пĕрне упрамаллине, хисеплемеллине тата юратмаллине аса илтерчĕ.
Акçун ял хутлăхĕн администраци пуçлăхĕ Дмитрий Сидоров Сабантуя йĕркелесе ирттерме пулăшнă спонсорсене – уйрăм усламçăсене, «Давлекановский КПХ» ООО тата «Башкирэнерго» ООО Пелепейри электричество сечĕсен Акçунти участокĕн, хресченпе фермер хуçалăхĕсен ертÿçисене – Тав çырăвĕсемпе чысларĕ.
Унсăр пуçне Дмитрий Алексеевич ятарлă çар операцине хутшăнакан паттăрсен çемийсене тимлĕх уйăрчĕ. Шел, вăрçă çухатусăр пулмасть. Сăмахран, Кайраклă ялĕнче çуралса ÿснĕ Артемий Петров паттăрлăхпа хăюлăх кăтартса пуç хунă. Чăваш арĕн амăшне Галина Федоровнана ывăлне тивĕçлĕ çын туса ÿстернĕшĕн, çынри паха енсене аталантарнăшăн чунтан тав турĕç. Паллах, нимĕнле хут та çухатăва саплаштарма, тавăрма, анне чĕринчи ыратăва çемçетме пулăшмĕ. Çамрăк ăрăвăн чăваш ятне çĕкленĕ паттăра манмалла мар!
Спорт ăмăртăвĕсем
Ял хутлăхĕнчи Сабантуйра спорт ăмăртăвĕсене пĕр харăс темиçе лапамра йĕркеленĕччĕ. Кунта кире пуканĕ çĕклекенсем, кĕвентепе тулли витресем йăтса чупакансем, михĕпе сикекенсем, кашăкпа çăмарта йăтса утакансем, вĕрен туртакансем ăмăртрĕç.
Наци уявĕ пилĕк çинче пиçиххипе кĕрешессипе вĕçленчĕ. Вăл – Сабантуйсенчи массăллă курăмлăхсенчен пĕри. Кунта яланах нумай çын пухăнать. Паттăр ятне тивĕçекенсен хушшинче çамрăксем те, иртнĕ çулхи район çĕнтерÿçисем те пурччĕ. Пĕр сăмахпа каласан, кĕрешÿ чылай вăхăт хушши асран тухмĕ.
Ирида МАТНИЯЗОВА.
Элшей районĕ, Акçун ялĕ.

Çирĕм çул иртсен те Акçунри Сабантуй хăйĕн ăшшине çухатман
Çирĕм çул иртсен те Акçунри Сабантуй хăйĕн ăшшине çухатман
Çирĕм çул иртсен те Акçунри Сабантуй хăйĕн ăшшине çухатман
Çирĕм çул иртсен те Акçунри Сабантуй хăйĕн ăшшине çухатман
Çирĕм çул иртсен те Акçунри Сабантуй хăйĕн ăшшине çухатман
Çирĕм çул иртсен те Акçунри Сабантуй хăйĕн ăшшине çухатман
Çирĕм çул иртсен те Акçунри Сабантуй хăйĕн ăшшине çухатман
Çирĕм çул иртсен те Акçунри Сабантуй хăйĕн ăшшине çухатман
Çирĕм çул иртсен те Акçунри Сабантуй хăйĕн ăшшине çухатман
Çирĕм çул иртсен те Акçунри Сабантуй хăйĕн ăшшине çухатман
Çирĕм çул иртсен те Акçунри Сабантуй хăйĕн ăшшине çухатман
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: