Урал сасси
+10 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Уяв
23 Июлӗн , 12:40

Уяв юрă-ташă ăстисене те, паллă çынсене те пуçтарнă

Июль уйăхĕн 13-мĕшĕнче Авăркас районĕнчи Толбазă ялĕнче «Уяв – 2024» чăваш халăх уявĕ иртнĕ. Вăл республикăри тĕрлĕ районсемпе хуласен, Чăваш Республикин, Мускавпа Пенза облаçĕсен делегацийĕсене пуçтарнă.

Уяв юрă-ташă ăстисене те, паллă çынсене те пуçтарнă
Уяв юрă-ташă ăстисене те, паллă çынсене те пуçтарнă

Ырă йăлапа хисеплĕ хăнасене çăкăр-тăварпа кĕтсе илнĕ. Ун хыççăн вĕсем ял Канашĕсем лартнă юртăсене çитсе курнă. Фестивале хутшăнакансем хăйсен фольклор ансамблĕсемпе, халăх ăстисем туса хатĕрленĕ япаласемпе, тĕрлĕ сăйсемпе паллаштарнă. Лартса тухнă сĕтелсем çинче ятарлă çар операцине хутшăннă салтаксене пулăшакан волонтерсен, Çтерлĕ хулинчи чăвашсен наципе культура автономийĕн выставкине йĕркеленĕ.
Тĕрлĕ чечексемпе илемлетнĕ сцена çинче хаваслă ташăсем ташланă, халăх йăли-йĕркисемпе юмахĕсене кăтартнă. Мероприяти вăхăтĕнче районти чăваш халăхĕн хисеплĕ шурсухалĕ Николай Васильев çанталăк лайăх, тухăç пуян пултăр тесе пехилленĕ. Ун хыççăн пуçтарăннисем пурте пĕрле йăла-йĕрке юррине шăрантарнă.
Официаллă пай хыççăн юрă-кĕвĕ шăрантаракансен конкурсĕ пуçланнă. Жюри членĕсен тивĕçĕ çăмăл пулман. Аллă участникран – Авăркаспа Кармаскалă, Миякипе Пишпÿлек, Давлеканпа Федоровка, Çтерлĕпуçпа Чекмагуш районĕсенчен, Пенза облаçĕпе Мускав, Çтерлĕ хулисенчен килсе çитнĕ пултарулăх ушкăнĕсемпе уйрăм сцена çине тухакансенчен – чи пултаруллисене суйласа илмелле пулнă.
Уявра йăлана кĕнĕ халăх вăййисемпе мастер-классем йĕркеленĕ, ача-пăча аттракционĕсем ĕçленĕ.
– Манăн çывăх çынсенчен нумайăшĕ Авăркас районĕнчен тухнă. Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕ тăрăх саланса пĕтнĕ. Анне чирлесессĕн атте Шахтау хулинчен Крыма пурăнма куçма шутларĕ. Эпĕ унта çитĕннĕ, анчах манăн чĕрере яланах Тăван çĕршыва юратни пурăнать. Нумаях пулмасть эпĕ Белогорск ялне çитсе килтĕм, асаттесемпе асаннесен вил тăприйĕсем умĕнче пуç тайрăм. Пушкăртстан малалла аталаннине курма питĕ кăмăллă. Ĕнер эпĕ Радий Хабировпа тĕл пултăм, регион хăтлăрах пултăр тесе эпир пĕрле ĕçлеме шутларăмăр. Район пуçлăхĕпе проектсене сÿтсе явса пĕрле пурнăçа кĕртме калаçса татăлтăмăр, – тенĕ хисеплĕ хăна, РФ Патшалăх Думин укçа-тенкĕ рынокĕ енĕпе ĕçлекен комитетăн председателĕ Анатолий Аксаков Уяв программине пысăка хурса хакланă май.
Надежда АЛЕКСЕЕВА хатĕрленĕ.
Авăркас районĕ.

Сăн ÿкерчĕксем - https://vk.com/aur_vesti

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: