Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Уяв
25 Кӑрлач 2025, 06:00

Халĕ те асрах

Январь уйăхĕн 25-мĕшĕнче Раççейре студентсен кунне паллă тăваççĕ. Студентлăх вăл - çын пурнăçĕнчи чи çутă та хаваслă самантсенчен пĕри. Кашни студент пулнă çын çав вăхăтпа çыхăннă кулăшла самантсене темĕн чухлех аса илме пултарать.

Халĕ те асрахХалĕ те асрах
Халĕ те асрах

Пĕремĕк пулăшрĕ
Эпĕ И.Н. Ульянов ячĕллĕ чăваш патшалăх университетĕнче вĕреннĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсем. Килтен инçетре пурăннипе анне мана кашни стипендинченех пĕрер килограмм пĕремĕк туянса хума хушатчĕ. Анне начаррине вĕрентмен пуль çав. Апат пĕçерме вăхăт çитмен, укçа пĕтнĕ чухне пĕремĕк, чăн та, питĕ пулăшатчĕ пире. Пĕрре хама кирлĕ кĕнекене шыраса паллакан хĕрсем пурăнакан пÿлĕме кĕтĕм. Питĕ кăмăлсăр лараççĕ хайхисем. Мĕн пулчĕ тесе ыйтатăп. «Паян пĕр печение виççе пайласа çирĕмĕр те урăх ăша пĕр тĕпренчĕк те яман, стипендиччен тата виçĕ кун-ха. Киле кайиччен тата икĕ эрне», – теççĕ. Кăна илтсен эпĕ хăвăрт çеç хам пÿлĕме чупса кайса хĕрсене тумбочкăра выртакан пĕремĕк хутаççине тата пĕр татăк салă кайса патăм. «Тинех вăй кĕчĕ, халĕ пурăнатпăр ĕнтĕ», – терĕç вĕсем мана тав туса. Çапла пĕремĕк питĕ пулăшрĕ ун чухне.

Хамăн холодильник çук
1990 çулсен вĕçĕнче – 2000 çул пуçĕнче общежитире пурăнтăм. Холодильник тени пÿлĕмсенче çукпа пĕрехчĕ. Хĕлле апат-çимĕçе чÿрече çумĕнчи коробкăна хураттăмăрччĕ пулсан, çулла пĕр кун çимелĕх çеç туянаттăмăрччĕ. Кÿршĕ пÿлĕмре пурăнакан каччă кашни кун каçхи апата пĕрер сарделька илетчĕ. Яланах пĕр сутуçăран. Ун чухне хальхи пек супермаркетсем çук. Пĕррехинче сутуçă тарăхса кайрĕ:
– Эсĕ мĕн кашни кун пĕрер сарделька илетĕн?! Килограмĕпех ил.
– Сăмах та çук. Илетĕп, анчах та сарделька пакетне холодильникăн пĕр те пĕр кĕтессине хурăр. Эпĕ кашни кунах пĕрерĕшне килсе илсе кайăп. Манăн холодильник çук, – тет.
– Студент-им?
– Çапла.
– Ил апла хăвăн сарделькăна, ыран теприн патне кил, – терĕ сутуçă.

“Тăваттă” паллă илтĕм
Предметпа темĕн чухлĕ лекци сиктернĕ хыççăн экзамена килтĕм. Преподаватель «виççĕрен» ытла лартмастăп, е тепĕр хут кил» терĕ. «Виççĕ» паллă мана кирлĕ марччĕ. Мĕнле те пулсан тăваттă илес тесе ларатăп. Хуравне пĕлмен билет çине пилĕк минут пăхса ларнă хыççăн хама питĕ начар туйнă пек кăтартрăм. Хĕрелсе кайса ÿсĕрме пуçларăм. Преподаватель хăраса ÿкрĕ. Мана медпункта кайма хушрĕ. «Мĕнле медпункт, манăн экзамен!» – тетĕп. Вăл пурпĕрех кăларса ячĕ. Коридора тухса шпаргалкăсене вуларăм та кĕрсе экзамен ыйтăвĕсем çине хуравларăм. «Тăваттă. Турăшăн, кай кунтан хăвăртрах», – тенĕ хыççăн çеç пÿлĕмрен тухрăм.
Практикăра пулни
Студент медик практикăра алăксене пăтраштарса янă та урăх палатăна кĕнĕ. Çухалса каймасăр вăл пĕр пациентпа калаçма пуçланă. Пациент питĕ интереслĕ çын пулнă. Вĕсем çур сехет ытла калаçнă. Студент пурнăç пирки нумай пĕлнĕ. Преподаватель кун пирки пĕлсен студента коммуникативлă хăнăхусемшĕн мухтанă.

Çăмлă слон
Историйĕн Авалхи тĕнче курсĕнчи экзаменра пĕр студенткăна палеолит искусстви пирки ыйту лекрĕ. «Çĕр хăвăлĕсен стенисем çинче ытларах мĕн ÿкернине курма пулать?» – ыйтать экзаменатор. Хыçалти партăран тахăшĕ пăшăлтатса: «Çăмлă слон» – тени илтĕнчĕ. Студентка савăнса кайса: «Упăте», – терĕ.
Надежда РОДИОНОВА хатĕрленĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас