Наци тумĕ халăхăн визит карточки шутланать, унта унăн историйĕ, хăйне евĕрлĕхĕ тата чунĕ палăрать. Çакна шута илсе Ермеккей районĕнчи Енкрел ялĕнчи культура çуртĕнче ĕçлекен Алена Дмитриева «Асанне арчин вăрттăнлăхĕ» пĕлÿ паракан программа хатĕрленĕ. Ăна клубра вырнаçнă краеведени музейĕнче йĕркелесе ирттернĕ. Мероприятие ытларах хĕр ачасем хутшăннă. Вĕсене Алена Витальевна асатте-асаннесен авалхи çи-пуçĕсенчен пуçласа паянхи илемлĕ тумтир таранах паллаштарнă: илемлĕ тĕрĕллĕ хĕрарăм тата арҫын кĕписем, сурпансем, масмаксем, чĕнтĕрлĕ вырăн хатĕрĕсем, ҫыхнă тутăрсемпе кофтăсем, ал шăллисемпе ал тутрисем, тухьясем… Чăваш халăхĕн пурлăх культури йăлтах ачасен куҫ умĕнче пулнă.
Ҫаксене халăх алли ăсталанă, тĕрлĕрен эрешпе илемлетнĕ. Мĕн чухлĕ ăсталăх, пултарулăх, тăрăшулăх, чăтăмлăх, ыркăмăллăх, чунлăх палăрса тăрать ҫав япаласенче. Кашниех – пысăк пуянлăх. Харпăр хăй илемлетсе ăсталанă ĕҫсене нимĕнле укҫапа та виҫме май ҫук. Вĕсене ăшă куҫпа та чунпа ҫеҫ хаклама пулать. Кашни япалинех юратса тунă. Ҫавӑнпа вĕсем илемлӗ те чуна тыткӑнлаҫҫӗ. Шăпах çакна Алена Дмитриева ачасене ăнланса илме пулăшнă та.
Ермеккей районĕ, Енкрел ялĕ.