Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Уяв
29 Августӑн 2025, 07:00

Августăн 29-мĕшĕ – Мăйăр Сăпасĕ

Паян Православи тĕнне ĕненекенсем  Мăйăр Сăпасне паллă тăваççĕ. Виççĕмĕш сăпасăн ячĕ нумай. Пĕрисем ăна - Çăкăр, теприсем Мăйăр Сăпасĕ теççĕ. Çак кун çĕнĕ тырăран авăртнă çăнăхран çăкăр пĕçереççĕ, мăйăр пуçтарса хĕллене хатĕрлеме тытăнаççĕ.

Августăн 29-мĕшĕ – Мăйăр СăпасĕАвгустăн 29-мĕшĕ – Мăйăр Сăпасĕ
Августăн 29-мĕшĕ – Мăйăр Сăпасĕ

Халăх сăнанинчен:

 - Енчен те кайăксем кăнтăр енне вĕçсе кайма тытăннă пулсан Пукрав тĕлне (октябрĕн 14-мĕшĕ) сивĕтет.

 - Çак кун çумăр çусан тата аслати кĕмсĕртетсен кĕркунне ăшă пулĕ.

 - Енчен те çанталăк лайăх тăрсан хĕл кĕске пулать, çуркунне ир килĕ.

 - Тÿпере çăлтăрсем аран-аран курăнсан çанталăк типĕ те ăшă тăрĕ.

Август уйăхĕн 29-мĕшĕнче мĕн тума юрать:

 -  Тĕне ĕненекенсем чиркÿре иртекен службăна хутшăнăççĕ, çак вăхăт тĕлне пиçсе çитнĕ çимĕçсене сăваплаççĕ.

 - Çĕнĕ тырăран авăртнă çăнăхран çăкăр пĕçересе тăвансене хăналаççĕ.

 - Сĕтел хатĕрлесе тăвансемпе туссене чĕнеççĕ.

 - Тăвансене, тус-юлташсене, ĕçтешсене пĕчĕк парнесем парнелеме юрать: мăйăр е хăвăр алăпа тунă пĕр-пĕр япала.

 - Мăйăр настойки хатĕрлеççĕ.

 -  Çак кун пысăк туянусем тума пултаратăр.

Уяв кунĕ мĕн тума юрамасть:

 - Паян вăрмана каймасан та юрать.

 - Никама та кÿрентерме юрамасть.

 - Çынсемпе вăрçăнассинчен тытăнса тăрăр.

 - Çак куна пĕччен ирттерме ан тăрăшăр.

 - Паян ÿркенме юрамасть.

Ирида НОВИКОВА хатĕрленĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас