Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Уяв
26 Сентябрӗн 2025, 07:00

Çĕр улми – иккĕмĕш çăкăр

Шаран районĕнчи Паскай ялĕнче çĕр улми уявне йĕркелесе ирттернĕ.

Çĕр улми – иккĕмĕш çăкăрÇĕр улми – иккĕмĕш çăкăр
Çĕр улми – иккĕмĕш çăкăр

Паскайсем çĕр улмине кăларнă хыççăн тутлă уява пуçтарăнаççĕ. Ял çыннисем хăйсен пахчисенче çитĕнтернĕ çимĕçе сутма илсе тухаççĕ, çавăн пекех вĕсем интереслĕ те хаваслă конкурссене хутшăнса савăнаççĕ.

Хальхинче уяв хутшăнакансене «Хăйне евĕрлĕ çĕр улми – паттăр» конкурспа илĕртнĕ. Паскай ялĕнче пурăнакан Римма Сидорова, Альфия Васильева, Равиль Демьянов тата Çĕнĕ Тамьянра тымар янă Зульфия Гизатуллинапа Регина Зиганшина хăйсен пахчисенче çитĕнтернĕ çĕр улмисене курава илсе тухнă.

Римма Сидорова ÿстернĕ çĕр улми хăйне евĕрлĕ пулнипе пĕрремĕш вырăна тивĕçнĕ, иккĕмĕш вырăнта – Регина Зиганшина, виççĕмĕш – Альфия Васильева. Чи пысăк çĕр улми Паскай ялĕнчи Равиль Демьяновăн пахчинче çитĕннĕ, унăн виçи 1 180 грампа танлашать.

Çавăн пекех «Çĕр улми пухатпăр» тематика фотозони, «Çĕр улми тата фантази» пахча çимĕçрен тунă вак-тĕвек куравне хатĕрленĕ. Паскайри Гузаль Петрова çĕр улминчен фри ăшалассипе мастер-класс ирттернĕ. Спортпа туслисемшĕн вара «Ярăн – хăвăн пурнăçна улăштар» велочупăм йĕркеленĕ. Унта ватти те, вĕтти те хутшăннă. Ялăн урамĕсем тăрăх Паскай ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Светлана Иванова та хăйĕн велосипечĕпе ярăннă.

Паскай пасарĕнче суту-илÿ иртнĕ. Сентресем çинче мĕн кăна пулман! Таварсен хакĕсем йÿнĕ пулнăран вĕсем часах сутăнса пĕтнĕ.

Кăçалхи çул ĕçчен ял çыннисене пуян тухăç пани уйрăмах савăнтарать.

Руслан ХАФИЗОВ.
Шаран районĕ, Паскай ялĕ.

Çĕр улми – иккĕмĕш çăкăр
Çĕр улми – иккĕмĕш çăкăр
Çĕр улми – иккĕмĕш çăкăр
Çĕр улми – иккĕмĕш çăкăр
Çĕр улми – иккĕмĕш çăкăр
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас