Ольга Серафимовна уява хатĕрленсе «Литературăри анне сăнарĕ» пуян та питĕ интереслĕ курав йĕркеленĕ. Кăмăл пуррисем аннен нумай енлĕ сăнарне сăнлакан тĕрлĕ авторсен хайлавĕсемпе паллашма пултарнă. Кĕнекесене пĕлсе те тĕплĕн суйласа илнĕ. Вĕсенчен кашнийĕ анне хăйĕн ачисене виçесĕр юратнине, хăш чухне хăйĕн çинчен манса кайса тĕпренчĕкĕсене тимлĕх уйăрнине çутатса панă.
Хăнасене пултаруллă алĕç ăсти Наталья Матвеева çыхнă çемçе теттесен куравĕ уйрăмах илĕртнĕ. Наталья Ананьевна кашни теттене чунне хурса хатĕрленĕ. Вĕсенче мĕн чухлĕ хăтлăх, ăшăлăх палăрать. Алăпа çыхнă çемçе теттесем ачалăха тата аннесем хăйсен ачисене парнелекен юратăва аса илтернĕ.
Мероприятие хутшăнакансем хăйсен çывăх çыннисене аса илнĕ, чуна пырса тивекен самантсене куç умне кăларса тăратнă. Çакăн хыççăн аннене халалласа сăвăсем вуланă. Çывăх çыннăмăрăн юратăвĕпе тимлĕхĕ çинчен çырнă йĕркесем чуна пăлхатнă, куççуль кăларттарнă.
Çавăн пекех тĕлпулу вăхăтĕнче виçĕ ывăл çуратса çитĕнтернĕ аннесене те аса илнĕ. Пухăннисем этемлĕх шутласа кăларнă мĕнпур чи ăшă, илемлĕ сăмахсем аннесен чун ăшшин тарăнлăхне сăнласа парайманнине палăртнă, этемлĕхĕн черчен пайне тав тунă.
Уяв сĕтел йĕри-тавра пĕрле пуçтарăнса чей ĕçнипе, ăшă калаçупа вĕçленнĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Çтерлĕ районĕ, Усăллă ялĕ.