Семинарăн тĕп тĕллевĕ - наци культури урлă çитĕнекен ăрура кăмăл-сипет пуянлăхне никĕслес енĕпе çулсем шырасси. Ачасене хамăр халăхăн культурине хутшăнтарни харпăр хăйĕн ăнланăвне аталанма тата тăван кĕтеспе çĕршыв тĕнче культуринче мĕнле вырăн йышăннине пĕлме пулăшать. Пухăннисем «Пушкăрт автономине - 100 çул» темăна та манса хăварман.
Мероприятие «Янрав» фольклор ушкăнĕ концерт номерĕпе уçрĕ‚ малалла тĕлпулусем тĕрлĕ вырăнта пычĕç. Е.Н.Григорьева музыка вĕрентекенĕ йĕркеленĕ мастер-класс семинара хутшăнакансене чăваш наци культурин пуян тĕнчипе паллаштарчĕ. Кĕске вăхăт хушшинче Пушкăртстанра пурăнакан халăхсен пултарулăх фестивальне те йĕркелерĕç.
Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен С.В. Игнатьева квест вăййи формипе ирттернĕ чăваш чĕлхи урокĕ те питĕ интереслĕ пулчĕ. Квест вăхăтĕнче ачасем тăван кĕтесĕн историпе культурине пĕлнине кăтартса пачĕç.
Çамрăк ăрăва наци культурине явăçтарас ыйтăва форсайт-сессинче те сÿтсе явнă.
Семинара хутшăнакансене мероприяти кăмăла кайнă‚ вĕсем çак ĕçе йĕркелекенсен тăрăшулăхне пысăк хак пачĕç.
чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ.